Пирĕн спортсменсем çĕнтернĕ

17 Дек, 2014

Мускавра «Урожай» спорт обществи Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри ку ăмăртусене спортăн 17 енĕпе йĕркелеççĕ, яланхи пекех вĕсем тĕрлĕ регионта иртеççĕ. Çак чыса кăçал Чăваш Ен те тивĕçнĕ: Кÿкеç поселокĕнчи стадионта çĕршыври чи маттур кĕрешÿçĕсем, чупакансем тата хăвăрт утакансем вăй виçнĕ, вĕсем 29 медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех ентешсем кире пуканĕ йăтакансен, вĕрен туртакансен, самбо, кросс, армспорт тата шашка турнирĕсенче малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Тăван тăрăха вĕсем «Урожай» спорт обществин дипломĕпе тата кубокĕпе таврăннă. Хавхалантару парнисемпе ЧР спорт министрне Сергей Мельникова тата унăн заместительне Алексей Яковлева, ЧР ялхуçалăх министрне Сергей Павлова, республикăри «Урожай» спорт обществин ĕç тăвакан директорне Екатерина Петровăна тата ыттисене чысланă.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: