«Улми» депутатран аякка ÿкмест

17 Дек, 2014

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнчи 60 çулти арçын тата унăн 33-ри ывăлĕ тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн 116 статйипе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вак-тĕвек теме те пулатчĕ-тĕр, анчах асли - вырăнти коммерци организацийĕн гендиректорĕ тата районăн Пухăвĕн депутачĕ...

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи июнĕн 8-мĕшĕнче 16 сехет тĕлнелле Патăрьел районĕнчи Сител ялĕ хĕрринчи пĕве патне çак ялта пурăнакансем Мускав облаçĕнчи тăванĕсемпе пĕрле пынă. Кăштахран вара вĕсем патне хайхи гендиректорпа ывăлĕ çывхарнă, ку территорирен кайма хистенĕ. Пĕве патне пымалли çул хупă, кунта çÿреме юрамасть имĕш. Лешсем хирĕçленĕ те - пуçтахсем Мускав облаçĕн 56 çулти çыннине, унăн 52-ри мăшăрĕпе 28 тата 30 çулсенчи ывăлĕсене хĕненĕ. Çийĕнчен депутат ывăлĕ канма килнĕскерсене газ пистолечĕпе тĕлленĕ, виçĕ хут пенĕ - хăнасенчен пĕрне уринчен лектерсе çăмăл амантнă. Куншăн унăн айăплавĕ çумне УК 115 статйи те хушăннă.

Следстви шухăшĕпе - пуçтахсен айăпне ĕнентерме материал çителĕклĕ. Çавна май айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн уголовлă ĕçе районăн миравай судйине тишкерме ярса панă. Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă: пĕве патĕнчи территорие, чăнах та, айăпланакансенчен пĕри арендăна илнĕ, анчах саккунпа килĕшÿллĕн çакă ытти çыншăн пĕвене çÿремешкĕн чару пулма пултараймасть.

К.АНТОНОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.