Техникăна газпа ĕçлеттерни перекетлĕрех

16 Дек, 2014

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнче журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Раççей Правительствин 2013 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи «Мотор топливи вырăнне çутçанталăк газĕпе ытларах усă курасси çинчен» хушăвне пурнăçласа 300 пин ытла çын пурăнакан хулари пассажирсем турттаракан автотранспортăн тата коммуналлă хуçалăх техникин - 30% яхăн, 100 пин ытла çын пурăнакан хулари асăннă хатĕрсен 10% яхăн 2020 çулччен çутçанталăк газĕпе ĕçлеттермеллине пĕлтерчĕ.

«Республикăн Министрсен Кабинечĕ те кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче çумпрограмма йышăннă, - терĕ Владимир Иванович. - Чăваш Енре 2020 çулччен автомашинăна топливо вырăнне çутçанталăк газĕпе тивĕçтерекен 6 станци хута ямалла, федераципе республика бюджечĕсен уйăрнă тата хысна тулашĕнчи тунă укçапа метанпа çÿрекен 357 машина туянмалла. Раççей Правительстви лартнă тĕллевсене пурнăçласа 2013 çулта «Чăвашавтотранс» патшалăх предприятийĕ валли çавăн йышши 18 автобус туяннă та ĕнтĕ. Тăкакăн - 20% республика бюджечĕ, 80-шне федераци хысни саплаштарнă. Предприяти çулталăкра газпа усă курса кашни автобус пуçне 600 пин тенкĕ перекетлерĕ. Çутçанталăк газĕпе чупакан машинăсемпе техника паркне пуянлатакан организацисемпе предпринимательсене патшалăх налук енĕпе çăмăллăх кÿрет».

Автотранспорт газа бензинран е дизтопливăран 30% нумайрах пĕтерет пулин те перекет питĕ нумай. Специалистсем бензин е дизтопливо транспортне газпа усă курмалла тума сĕнмеççĕ. Тăкакĕ 200 пин тенкĕ майлах кайса ларать. Тÿрех ятарлă транспорт туянмалла.

Паянхи кун шĕветнĕ газпа - 8,5 пин, метанпа техникăн 250 хатĕрĕ, вăл шутра 25-30 автобус /7-10-шĕ уйрăм харпăрлăхçăн/ ĕçлет. Пурĕ 3285 автобус шута илнĕ. Вĕсен 35-37% газ тултарать, ытти дизтопливăпа усă курать, бензин çунтараканни çук.

Водительсем Шупашкартан Çĕнĕ Лапсара кайнă чух çул хĕрринче метанпа тивĕçтерекен станци вырнаçнине пĕлеççĕ. Вăл кашни талăкра техникăн 500 хатĕрне йышăнаять. Метанпа çÿрекенни сахалран кунта асăннă хисепрен 10% çеç кĕрет.

Газ тултаракан компрессор станцийĕсем паян питĕ кирлĕ. метанпа тивĕçтерекеннисене тăвас пирки Чăваш Ен «Газпром газомоторное топливо» обществăпа килĕшÿ çирĕплетнĕ. ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тата Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствисем муниципалитетсемпе пĕрле вĕсене вырнаçтарма 16 çĕр лаптăкĕ уйăрас ыйтăва вырăна тухса тишкернĕ. Шел те, 6-шĕ станци тума каймасть. Канаш районĕнче çеç хăш вырăнта пулассине кĕске хушăра уçăмлатнă.

Асăннă общество çав 6 лаптăкра модульлĕ тата стационарлă станци хывма килĕшнĕ. «Малашне ытларах тăвасси пирки шухăшлатпăр, - терĕ В.Филиппов. - Кашни районти автотранспорт газпа усă курма пултартăр. Пассажирсем турттаракан автобуссемпе коммуналлă хуçалăх машинисем çеç мар, ялхуçалăх техники те».

Юлашки çулсенче метан бензинран, дизтопливăран самай йÿнĕрех ларни çинчен нумай калаçаççĕ. АИ-92 бензин вăтамран - 33, Аи-80 маркăлли 28-30 тенкĕ тăрать. Шупашкар çывăхĕнчи станцире кашни кубла метр газа 10,5 тенкĕлле - дизтопливăран 70% йÿнĕрех - сутаççĕ. Министр ÿлĕм ирттерекен конкурссен çĕнтерÿçисен йышне метанпа усă куракан, пассажирсем турттаракан предприятисен машинăсене газпа ĕçлеттермен организацисенчен маларах лекме май пуррине палăртрĕ. Çак йĕркене çирĕплетме пуçару тăвасси пирки каларĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе тăсма кăçал федераци хыснинчен - 15 млн, республика бюджетĕнчен 21 млн тенке яхăн уйăрма, килес çул ЧР хыснинчен 30 млн тенкĕ куçарма пăхнă. Йывăр урапа пĕр вырăнтан хускални куçкĕрет. Инвесторсене районсенче станцисем лартма лаптăксем çывăх вăхăтра касса памалла. Предприятисен автотранспорта газпа ĕçлеттермелли тĕллевсем çирĕплетмелле. Çакна тума вĕсене Правительство хушмĕ. Газпа усă курсан кĕсьери укçана перекетлессине халĕ пурте пĕлеççĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: