«Итлĕр-ха, эпĕ чăлах мар вĕт...»

16 Дек, 2014

Пирĕн корреспондент тĕп хулара ĕç шыранă

Çитет... Çитет тĕнче касса çÿресе. Мускавра монолит çуртсем хăпартрăм, Чулхулара ача сачĕ купаларăм, Инçет Çурçĕрти Ямалта çул турăм. Ютра пилĕк авма, чура вырăнĕнче туйма çаплах çирĕмри яш мар, аллăран иртнĕ, мăнуксем «асатте» тени килтех юлма хистет.

Çапах ĕçсĕр ларас килмест-ха. Ÿркенменнисемшĕн кирек ăçта та ĕç пур. Интернета кĕтĕм те - шалт тĕлĕнтĕм. Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне сÿтсе явман кун çук: чăвашра 19 пин /!/ ваканси сĕнеççĕ. Паллах, хушса кăна лармалли вырăнсене йышăнса пĕтернĕ, пурнăçа пирĕн пек ăнтарайман айвансене стройкăсенче кĕтеççĕ, çÿп-çап шăлакан таçта та кирлĕ. Ленин комсомолĕн, 324-мĕш дивизийĕн, Шумилов урамĕсенчи çуртсене «Пик-1» компани тасатса тăрать-мĕн. Кантура кĕриччен çавăнта тăрмашакансемпе курса калаçас терĕм.

Ленин комсомолĕн урамĕнчи 40-мĕш çурта Галя текен хĕрарăм тирпейлет. Пенсире пулас.

- Вăй патăр, - тетĕп ăна.

- Сире те çавнах сунатăп. Эс, ачам, çак ĕçе пуçа чиксе намăс ан курах. Карчăк-кĕрчĕк упалентĕр, ав кÿршĕ подъездсене Настя аппа шăлать. Çитмĕлтен иртнĕскерĕн вăй-халĕ ăçтан тухать-ши тесе тĕлĕнетĕп. Чим-ха, ман подъездран тепĕр йĕкехÿре сиксе тухрĕ, ы-ых, каттăршнăй, - чул катки вăркăнтарчĕ хĕрарăм.

Йĕкехÿри ним пулман пекех ун-кун пăхкаласа ларать. Алăкран тухакансене палласа çитнĕ, лешсем те ăна сывлăх сунманни çеç.

- Сирĕн бригадира курма пулать-ши? - тĕпчетĕп хайхи.

- Тамарăна-и? Эрнерен урăлса çитет пулĕ, халь запойра. Кантурта унăн йăлтах палланисем, çавăнпа тытса тăраççĕ. Урă чухне питĕ йăрă бригадир, пĕр черкке ÿпĕнтерсен кайрĕ вара...

Мĕн каласси пур, эрех ыр тумасть ĕнтĕ. Хамран илсе калатăп. Юрĕ, саккăрмĕш теçетке çула пуснисем çÿп-çап карçинккисене çĕклеме хевте çитереççĕ тĕк аллăрисем кĕрĕк арки йăвалани пĕртте килĕшÿллĕ мар. Çула май «Шупашкар» пасара хирĕç вырнаçнă çăкăр заводне кĕрсе пăхас. Кадрсен пайĕнче питĕ тарават кĕтсе илчĕç.

- Грузчике вырнаçасшăн апла, мастерпа калаçса пăхмалла. Чим-ха, ăнсăртран 3-мĕш ушкăн инваличĕ мар-и?

- Ăнланмарăм, эп чăлах мар, ăс-тăн йĕркеллех, ал-ура ĕçлет.

- Пĕлетĕр-и, «çÿлтен» инвалидсене ĕçе илмелли разнарядка антарчĕç...

Разнарядка... Çăкăр техĕмĕ мар, Совет саманин шăрши çапрĕ кунта. Грузчике илмерĕç, хам пурăнакан çуртран 100 метрта вырнаçнă «Лента» гипермаркета кайса килес. Вăт ку - паянхи саманара суту тумалли капмар та тем пысăкăш çуртсенчен пĕри. Тавар туянакансем пĕр харăсах 20 касса аппарачĕ витĕр тухнине ăçта курнă эсир. Унашкалли чăваш хутлăхĕнче урăх çук. Çитменнине, талăкĕпех ĕçлет. Нухратлисем чаплă машинăсемпе вĕçтерсе килеççĕ, апат-çимĕçне хутаçпа çĕклемеççĕ, ятарлă урапасемпе тĕксе тухаççĕ. Урапа пушаннă хыççăн вăл çавăнтах ларса юлать. Шăп çавсене пуçтарса вырăна кайса лартакансем кирлине илтнĕччĕ. Хуть кăнтăр çутипе ĕçле, хуть - сĕм çĕрле.

Кадрсен пайне кĕртмерĕç. «Ав, шалти çыхăну телефонĕпе шăнкăравлăр», - терĕç хуралçăсем. Тем самантран унтан пĕр тăпăлкка хĕр анчĕ.

- Анкетăри ыйтусене хуравларăр-и? Санитари кĕнеки пур-и сирĕн?

- Каçарăр та, кунĕпе урапа тĕксе çÿрекенсен те санитари кĕнеки тутармалла-и?

- Унччен ыйтман, халь йĕрки çавнашкал. Малтан Гладков урамĕнчи санэпидемстанци çуртĕнче 2-3 сехетлĕх лекци итлемелле, унта кĕнеке параççĕ. Кайран - тухтăрсем патне. Икĕ пин тенке яхăн ларать. Ан кулянăр, ку укçана администраци каярахпа саплаштарĕ. Хальлĕхе пушă вырăн çук-ха, сире хушма списока кĕртĕпĕр, телефон номерне çырса хăварăр.

Поликлиникăри черетре тăма тÿсĕмлĕх çитес çук ман. Ансатрах та çăмăлрах ĕç кирлĕ. Тĕрлĕ фирма хăйсен реклама хучĕсене почта ещĕкĕсене пăрахса çÿрекенсене е çурт умне çыпăçтаракансене шыраççĕ. Тата чи пахи - укçине /600-800 тенкĕ/ çав кунах пама шантараççĕ.

Хулан кăнтăр хĕвеланăç районĕнчи Матэ Залка урамĕнчи суту-илÿ çуртĕнче пахча çимĕç уйрăмĕ уçăлнă та, вĕсен хучĕсене çывăхри çуртсенче пурăнакансем патне çитермелле иккен.

«Пирĕн патра йÿнĕрех» - пысăкрах саспаллисемпех çырнă хут листисене. Типографире пичетленĕ пулас. Сентресене пăхса çаврăнтăм та таварĕ чăнах та йÿнĕрех вĕсен. Анчах çын питех курăнмасть. Тен, пахчаçимĕç уйрăмĕ уçăлнине пĕлмеççĕ те. Хăнăхнипе «Пятерочка», «Магнит» супермаркетсене уттаратпăр-çке.

- Ак сана микрорайон картти, çуртсене арпаштарса ан яр, кашни подъезда кĕмелле, чееленме хăтлансан пĕр пус та тÿлеместпĕр. Ăçта кĕрсе тухнине уйрăм çын тĕрĕслет пирĕн, - теплицăра ÿстернĕ хăяра аса илтерекен тăсланкă йĕкĕт мана пир сумка тыттарчĕ, унта 1000 /!/ листовка хунă. Çилĕмĕ те пур, подъезд алăкĕ çумĕнчи хăма çине çыпăçтарма, ахăртнех. Кунĕпе çÿрерĕм. Матэ Залка, Чернышевский урамĕсенчи нумай хутлă çуртсенче халăх еплерех пурăннине сăнарăм. Çуртпа çурт пĕр мар иккен. Пĕр çуртри подъездсем те тасалăхĕпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çÿп-çап шăлакансене вăрçни кăлăхах. Хамăрах варалатпăр. Тирпейлĕх пирки «манатпăр».

Пĕр çуртри почта ешчĕкĕсене хут чăмтарнă самантра çурăм хыçĕнче ватта сулăннă арçын сасси янăраса кайрĕ. Хăй туяпа тĕревленнĕ.

- Тата мĕн валеçсе çÿретĕр, хут унсăрах йăваланать. Кĕлеткÿ пур, йĕркеллĕ ĕç тупаймастăн-им? Тьфу! - те сыпнă хăй, те килтен кăмăлсăр тухнă - калама хĕн.

Аванмарланса тухса шăвăнтăм. Лавкка хуçи темшĕн кăмăлсăрччĕ:

- Валеçсе пĕтермен эс, хăш-пĕр подъезда вуçех кĕмен. Тĕттĕмленет ĕнтĕ, ыран ĕçе вĕçлемелле, вара укçа пулать.

- Ман çул укçи те çук...

- Çул укçине парăп, ыран килмелĕх те. Выçă çÿрерĕн-и? Валя, çавăнта виçĕ купăста кукăлĕ пурччĕ, чей лартса яр, тархасшăн.

Хут пăрахса çÿренипе пайтине кураймăн. Тахăш çуртра пĕр ĕçкĕçпе пырса çапăнтăмăр та чĕрре кĕме хăтланчĕ: «Манăн почта ешчĕкне 100 тенкĕлĕххине вăркăнтар, вара çул паратăп. Ют территорие кĕмелли ирĕк пур-и сан?» Лифтран çынсем тухсан тин манран хăпрĕ.

Тен, пĕр шутласан, лăпкăрах çĕре - хурала вырнаçмалла? Темиçе телефон çырса хунăччĕ. Лицензисĕр илме килĕшмеççĕ. Юлташ ырă сĕнÿ пачĕ. Малтан ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса учета тăмалла. Унта хăвна лайăх енчен кăтартсан хуралçăсене хатĕрлекен центрта хысна шучĕпе вĕренме май пур-мĕн. Лицензи илсен çул уçăлать пек, çапах пенси çулне çывхарнисене пурте хапăл тумаççĕ-тĕр. Мускавра та, Шупашкарта та çавах.

Киле çитсен ывăл каласа пани кăмăла кăштах çĕклерĕ. Ĕç пирки пĕр банк çыннисемпе тĕл пулнă, лешсем 28 пин тенкĕ шалу шантарнă. Ĕçне кура вăл çур çултан ÿсет иккен. Мĕнех, 25-30 çулсенчи йĕкĕтсен малашлăх пур пулас. Пирĕн, сÿнме пуçланă çуртана аса илтерекенсен, мĕн ыррине кĕтмелле-ши?

Пирвайхи шырав-çÿрев ăнăçсăр пулнишĕн йĕпе юр пусăмĕпе авăннă хăрăк турат евĕр пуçа усас марччĕ пирĕн. Ĕçĕ таçта та пур - хулара та, ялта та. Диван сыхласа выртнипе çăкăр пĕлĕтрен татăлса анмĕ. Шел, хальхи çамрăксем рабочи специальноçĕнчен сивĕнчĕç. Аван тÿлекен предприятисем çук-им пирĕн. Акă атă-пушмак кăларакан «Яхтинг» компани рабочисене уйăхне вăтамран 20-25 пин тенкĕ тÿлет. «Сварка» фирмăра та шалу унран кая мар. Шапашкăра ĕçлекенсем пысăк укçапа таврăнни сайра хутра. Вырăнтах ĕç тупнине мĕн çиттĕр. Кунта - çемье, атте-анне, тăван-пĕтен, ача-пăча...

Григорий СЛАВИН