«Çумра çук пулсан та - чунра пур»

16 Дек, 2014

Юрий Ендеева ентешĕсем манмаççĕ. «Паттăр ячĕ ĕмĕре», «Паттăрлăх вилĕмсĕр» - теççĕ халăхра. Паттăр салтак - çывăх çыннисен, тăванĕсен, юлташĕсемпе тусĕсен, ял-йыш асăнче яланлăхах юлать. Çакна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тепĕр хут курса ĕнентĕм. Кунти культура çуртĕнче тата шкулта Чечняри вăрçа хутшăннă Юрий Ендеева асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн, шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен, пĕрле вĕреннисен, РФ Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн «Страж» ятарлă пайĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе ăна 7-мĕш хут йĕркелерĕç.

Ăмăртăва уçнă май спортсменсене Патăрьелти ачасемпе çамрăксен «Паттăр» спорт шкулĕн директорĕ Алексей Краснов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов, вырăнти шкул директорĕ Вячеслав Чернышов, Юрий Ивановичăн çарти юлташĕсем - Андрей Андреев, Александр Мальцев, Дмитрий Александров, Андрей Фролов, Иван Пигачев, Александр Мясников, Александр Антонов - ашшĕпе амăшĕ Валентина Степановнăпа Иван Федорович, мăшăрĕ Ирина, шкулта пĕр класра вĕреннисем саламларĕç.

«Турнира спортпа туслă çамрăксем ытларах та ытларах хутшăнни питĕ савăнтарать пире. Паян 7 команда вăй виçĕ. Юрий Ендеева манмастпăр эпир. Лăпкă та сăпайлă йĕкĕтчĕ вăл, анчах унăн паттăрлăхĕ, çынлăхĕ капашсăр пысăкчĕ. Чăн-чăн юлташ, чи шанчăклă çын пулнă вăл. Ывăлĕ çĕршыва, çынна юрăхлă пулнăшăн савăнать ашшĕ-амăшĕ. Вăрçăра пĕрле пулнă юлташĕсем килнишĕн питĕ хĕпĕртеççĕ вĕсем. Юрий Ендеев çумра çук пулсан та - чунра пур. Çак ăмăртăва пуçаракансене тата йĕркелекенсене, культура ĕçченĕсене пурне те тав сăмахĕ каласшăн. Çынна ырă туни нихăçан та çĕре ÿкмест. Ырăпах таврăнать. Хăшĕн-пĕрин паян, канмалли кун, килте те ĕç пурччĕ-тĕр, апла пулин те чылайăшĕн чунĕ спортзала туртăннă», - палăртрĕ шухăш-кăмăлне Владимир Секретов.

Командир çумĕ, Андрей Андреев подполковник, çамрăксене Юра Ендеевăн паттăрлăхĕ, спорт пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни çинчен каласа пачĕ. «Манăн шанчăклă юлташчĕ вăл. Вăрçа та пĕрлех кайнă эпир. Юра снайпер пулнă. Эпĕ автоматчикчĕ. Вăл пулман тăк паян эпĕ сирĕн умра тăраймастăмччĕ. Мана, çапăçура аманнăскере, Юра сĕтĕрсе тухрĕ. Чăннипех паттăр вăл сирĕн ентеш», - чунне уçрĕ Андрей Иванович.

Çарта десантник пулнă Юрий Ендеев каярах «Страж» ятарлă пайра ĕçленĕ. Вăл çичĕ хутчен Чечняра пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Анчах чире пула пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярахпа та чупас, кĕрешес, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнас енĕпе, çынлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрнă. «Стражсем» çак кун /турнира Юрăн çуралнă кунĕ тĕлне йĕркеленĕ. Пурăннă пулсан вăл декабрьте 41 тултармаллаччĕ/ Юрий Ендеева пытарнă масарта пулса ăна аса илчĕç. Унтан ашшĕпе амăшĕ патне килне кайрĕç. Иван Федоровичпа Валентина Степановна Ендеевсем вĕсене питĕ ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. «Эсир килсен ывăлăма Юрăна курнă пекех туйăнать. Тавах ĕнтĕ сире!»- шывланнă куçне шăлчĕ Валя аппа. «Страж» ĕçченĕсем шкул ачисем волейболла епле вылянине хаклама та хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешÿре кăçал Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулĕн команди /тренерĕ В.Козлов/ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Патăрьел шкулĕн 1-мĕш команди - 2-мĕш. Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратсен команди - виççĕмĕш. «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» номинацире Патăрьелти 1-мĕш шкулта вĕренекен Д.Илюткин палăрчĕ. Çĕнĕ Мăратри П.Шуряшкин «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята çĕнсе илчĕ. Тури Туçари А.Астраханцев вара - «Чи лайăх бомбардир». Çĕнтерÿçĕсене Юра Ендеевăн çарти тусĕсем, мăшăрĕ дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех командăсене турнира хатĕрленĕ тренерсене те, культура çурчĕн ĕçченĕсене те манмарĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

«Спецназсен туслăхĕ питĕ çирĕп. Çĕре кĕнĕ кашни юлташ патне кайса асăнса килетпĕр. Çакнашкал турнирсем йĕркелени питех те вырăнлă тесе шухăшлатăп. Паянхи çамрăксем паттăр, харсăр пулччăр тесе вĕрентес, кăтартас килет. Пурнăçра пирĕн йăнăшсене ан туччăр, пирĕнтен лайăхрах пулччăр. Юра аслисене хисеплетчĕ, кĕçĕннисене вĕрентме тăрăшатчĕ. Дисциплинăна çирĕп пăхăнатчĕ, пăтăрмахсенчен пăрăнма тăрăшатчĕ, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утатчĕ», - терĕ тĕлпулу каçĕнче Андрей Андреев подполковник. Юрий Ендеевăн чи çывăх тусĕ Александр Мальцев капитан та сăмах каларĕ. «Юрăна юлашки çула ăсатнăранпа темиçе çул та иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те хама валли ун пек çывăх юлташ тупаймарăм. Тупаяссăм та çук унашкаллине. Вăл манран 4 çул аслăрахчĕ. Яланах унпа канашлаттăмччĕ, кирек хăш ыйтăва та пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Ирхине вăрансан тăтăшах: «Салам, тусăм!»- тесе шăнкăравлас килет... Çĕнĕ куна çывăх юлташа сывлăх сунса саламланинчен пуçлани вăл - мĕн тери телей! Халĕ ĕнтĕ хамран кĕçĕннисем ман патăма шăнкăравлаççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Кашни утăмрах Юра çитменнине туятăп. Спортзалран таврăнсан симĕс чей ĕçсе сехечĕ-сехечĕпе калаçса лараттăмăр. Упраймарăм сана, тусăм, каçар!» - терĕ вăл.

Шухăшăма вĕçлесе пăнчă лартиччен вара манăн акă мĕн калас килет: çакăн пек турнир йĕркелени тем тесен те ашшĕ-амăшĕн, çывăх çыннисен хуйхине кăшт та пулин пусарма пулăшать. Сăмах май, Юрăн 75 çулти ашшĕ Иван Федорович паянхи кунчченех ялти хоккей площадкине конькипе ярăнма çÿрет, ыттисене те спортпа туслашма сĕнет. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннă, паттăрлăхĕпе палăрнă Юрий Ендеев - Аслă Арапуç яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕшĕн чăннипех ырă тĕслĕх.

 

 

Роза ВЛАСОВА