Кун-çулĕ чăннипех пархатарлă

21 Янв, 2014
Елена Ивановнăна /варринчи/ 90-ра тесе кам калĕ? Тĕп килте пурăнакан ывăлĕпе кинĕ - Петр Алексеевичпа Зоя Федотовна - унăн ватлăх кунĕсем канлĕ пулччăр тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Елчĕк районĕнчи Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозра ырми-канми тăрăшнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, хисеплĕ колхозница ятне, çичĕ ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕшĕн III степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» ордена тата ытти наградăна тивĕçнĕ, Лаш Таяпара пурăнакан Елена Ивановна Попова 90 çулхи юбилейне кĕрекере ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе пĕрле кĕтсе илет. Амăшĕшĕн, асламăшĕ-кукамăшĕшĕн çакăнтан пысăк телей çук-тăр.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартма сумлă тÿпе хывнă тыл ĕçченĕсен, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăха тĕреклетессишĕн хăйсен сывлăхне шеллемен, çĕрне-кунне пăхмасăр колхоз производствинче пиçĕхнĕ паттăрсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Çапла майпа хамăрăн ачасемпе мăнуксене кăмăл-сипетлĕ пулма, çынна хисеплеме, ĕçе юратма хăнăхтарса ÿстеретпĕр. Вăрăм ĕмĕрлĕ Елена Ивановнăн кун-çулĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх шутланать.

Хисеплĕ çыннăн менелникĕ умĕн Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта унăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе тĕл пулу йĕркелерĕç, ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Саламĕпе чысларĕç.

...Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вун çиччĕ тултарнă хĕре çул-йĕр тума, Улатăр тăрăхне окоп чавма янă. Хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă вăл, Канаша лашапа тырă та леçнĕ. Шăпа Иваново облаçне те илсе çитернĕ - торф кăларнă.

Вăрçă чарăннă хыççăн мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Унпа пĕр ÿсĕмрисем суйма памаççĕ: Лаш Таяпари Воронинсен ятлă-сумлă çемйинче ÿссе çитĕннĕ пăрчăкан пек ĕçчен Еленăна чылай каччă куç хывнă. Хĕр чĕри мăшăр пулма ял каччине Алексей Попова суйланă. Пĕр-пĕрне юратнă çамрăксем 1945 çулта çемье çавăрнă. Алексей Алексеевич вăрçăран аманса таврăннине пăхмасăр пĕр кун та ахаль ларман: тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕкре суд исполнителĕнче ĕçленĕ. Мăшăр çичĕ ача - тăватă ывăлпа виçĕ хĕр - çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, вĕсен тата мăнукĕсен ырлăхне ашшĕ курса савăнайман - йывăр чире пула 60 çул тултарсанах пурнăçран уйрăлнă. Елена аппа пысăк инкеке чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ...

Шурăм пуç çутипе вăранаканскер ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă: Людмила, Валентина, Раиса, Петр, Василий, Владимир тата Юрий «Слава» колхозăн анлă уйĕсенче амăшĕпе юнашар тăрса кашнине уйăрса панă тымар-çимĕç, пахча çимĕç лаптăкĕсене çум курăкран мĕн чухлĕ тасатман-ши? Кĕркунне ăна пухса кĕртме хутшăннă. Поповсен ĕçре пиçĕхнĕ ачисем çирĕп сывлăхлă ÿссе çитĕннĕ. Пĕр-пĕринпе тупăшса вăй виçни ывăлĕсене спортпа çывăх туслашма май панă. Петр, Василий тата Юрий кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕсем пулса тăнă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн отличникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Петр Алексеевич тăватă теçетке çул ытла ялти шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă. Мухтанмалăх-савăнмалăх пур: унăн 10 воспитанникĕ тĕрлĕ енпе спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

...Елена Ивановна тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕрлешÿллĕ хуçалăх производствинчен пĕр кун та юлман. Çапла вăл 60 çултан иртичченех çамрăксемпе тан ĕçленĕ. Тĕп килте пурăнакан ывăлĕпе кинĕ - Петр Алексеевичпа Зоя Федотовна - ватлăх ÿсĕмĕ çывхарса пынине аса илтернине яхăнне те яман. Елена аппа ĕнине те хăех сунă. Халĕ ĕнтĕ çак тивĕçе кинĕ пурнăçлать. Алă усса ларма хăнăхманскер кил-тĕрĕшри ĕçсене тытса тăватех - çĕр улми, кăшман кăларма хутшăнать. Куçне операци тунипе кăна çывăх çыннисем асăрхаттарнине шута хума тăрăшать.

Зоя Федотовна та - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Мăшăрĕ пекех малтанхи çулсенче шкулта физвоспитани, каярахпа географи предмечĕсене ертсе пынă.

Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнасси, çемьери килĕшÿпе татулăх хăйĕнчен нумай килнине лайăх ăнланать вăл. Тăван килте тараватлăн кĕтсе илекен тата ырă кăмăлпа ăсатакан инкĕшне йышлă пĕр тăван сума сăвать. Зоя Федотовна ку таранччен пăянамăшне сивĕ сăмах каласа курман. Юратса тата хисеплесе «анне» тет ăна. Хăйсен мăнукне ватă асламăшне сума суса Елена ят хунă. Сăмах май, Елена аппан вун виçĕ мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те çакăн чухлех. Асламăшĕ, кукамăшĕ вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăрать, савăнăç-хуйхине пĕрле пайлать. Мăнукĕсем ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ. Çак пахалăх Поповсен несĕлĕн чунĕнче-юнĕнче çирĕпленнĕ. Акă ывăлĕн, Юрий Алексеевичăн, хĕрĕ Даша çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех гимнастика енĕпе спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Елена Ивановнăн ачисем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Пурте тенĕ пекех аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Алексеевич Попова республикăра пĕлмен çын çук.

Елена Ивановна хăй те ватăсене хисепленĕ, сума сунă. Йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пăянамăшĕн Елена Никифоровнăн пехилĕ те унăн çулне уçса пынă пулинех...

Светлана АРХИПОВА.

Елчĕк районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.