Тăрăшни харама каймасть
Вăрнарти историпе тавра пĕлÿ музейĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче йĕркеленме пуçланă. Географи учителĕ Владимир Диков тăрăшнипе 1984 çулта уçăлнă. Кунта авал чăваш çынни кулленхи пурнăçра усă курнă япаласемпе, районта çуралса ÿснĕ паллă çынсен аса илĕвĕсемпе паллашма, тĕрлĕ чĕрчунсемпе кайăксен кÿлеписене курма пулать. Фондра - икĕ пин ытла экспонат. Çутçанталăк, этнографи, курав залĕсем ĕçлеççĕ.
Музей çакăн йышши ытти аваллăх управçисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Малтанлăха кăна çапла туйăнать иккен. Елена Шарипова директор каласа панине итленĕ май асамлă тĕнчене кĕрсе каятăн... Экскурсовод та вăл, ытти ĕçшĕн те хăйех яваплă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки лайăххине час-часах илтнĕрен тĕл пулса калаçас шухăш çуралчĕ. Елена Ивановна музейпа паллаштарнă май ыйтусене хуравлама та ĕлкĕрчĕ.
- Музей пуянлăхĕ - кунта упранакан япаласем. Чи ватă экспонатсем хăшĕсем-ши?
- Ачасем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче пухнисем. Акă Кĕçĕн Кипек ялĕ таврашĕнче тупнă носорогăн пуç, сутана шăммисем. Мăйракине Вăрнар çынни килсе панăччĕ. Çĕрпел ялĕ çывăхĕнче тупнă мамонт шăлĕпе асав шăлĕ пур.
Пугачев саманинчи тупă пайне, сăнă вĕçне 70-мĕш çулсенче Кĕçĕн Кипек чиркĕвĕн путвалĕнче тупнă. Çак япаласем Вăрнар çĕрĕнче пурăннă чăвашсем те Пăкачав пăлхавне хутшăннине çирĕплетеççĕ. Историрен паллă: Уравăш ялĕ çывăхĕнче Пахом отрячĕ йĕркеленнĕ. Каярахпа вăл Пăкачав çыннисемпе пĕрлешнĕ.
1750 çулта Сĕверен Федор Толмачев купса килсе вырнаçнă, кĕленче тăвакан фабрика уçнă. Акă çак кĕленче катăкĕсене, кĕленчепе витнĕ чул муклашкисене çав вырăнтан тупнă. Купса фабрикăра ĕçлекен чăвашсене питĕ вăйлă хĕсĕрленĕ. Çавăнпах-тăр фабрика нумай тытăнса тăрайман, ăна аркатнă. Çав вăхăталлах Вăрнар çĕрне Кольцов купса килсе тĕпленнĕ. Пĕрле хăйĕн çыннисене те илсе килнĕ, вырăс культурин «йăвине» çавăрнă: Кульцав ялне никĕсленĕ.
- Чи хаклă экспонатсем вара?
- Тĕкĕрсем. Манăн шухăшăмпа, вĕсем вăхăтĕнче Александрия мăнастирĕнче ларнă. Пĕрешкел виçĕ тĕкĕр Вăрнара епле килсе лекнĕ-ха? Авалхи япаласем 1917 çулччен нихăш учрежденире те упранса юлма пултарайман. Вăрнар техникумĕ вырăнĕнче тупнă икĕ хăма ку тăрăхра хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнине çирĕплетет. Эпĕ шухăшланă тăрăх - мăнастирти чылай япала, çав шутра библиотека та, парти райкомне куçнă. Çак тĕкĕрсем те мăнастиртен парти райкомне куçма пултарнă. Пĕрне реставрацилеме Наци музейне патăмăр. 1898 çулхи энциклопеди те пирĕн пата парти библиотекинчен килнĕ.
Юлашки вăхăтра музейре вырăн тупнă хаклă экспонат - Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Хрисанович Курбатовăн аттестачĕ тата Мухтав грамоти. Курбатова Георги хĕресĕпе виçĕ хутчен чысланă.
- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсир инженер-химик. Музейпе пач çыхăнман професси. Мĕнле майпа лекнĕ эсир кунта?
- Ăнсăртран. Хусанта институт пĕтернĕ хыççăн Казахстанра ĕçлесе пурăнтăм. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче икĕ ачапа тăван тăрăха таврăнтăм. Çав вăхăтра Вăрнарти хими заводĕнчен акционерсен обществи туса хума хатĕрленетчĕç. Никама та ĕçе илмеççĕ. Анатолий Иванович Кузьмин, ун чухне вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçлетчĕ, «пил пачĕ». «Сана учета тăратма пултараймастăп, мĕншĕн тесен эсĕ Раççей гражданинĕ мар. Музейре лар-ха кăштах», - терĕ.
- Эсир вăхăта ларса кăна ирттерес темен ĕнтĕ. Ĕçе пикеннĕ...
- Пĕр уйăх музей ĕçне йĕркелеме вĕрентекен кĕнеке вуларăм. Историе питĕ юрататăп. Çакă та чылай пулăшрĕ ахăртнех. Вăхăтлăха килнĕскер вара кунтах тăрса юлтăм. Кĕçех 25 çул çитет. Ĕçĕм килĕшет. Музейпе пĕр чунлă пулса тăтăмăр темелле-ши? Кунта лекни - маншăн пысăк телей.
Мĕнрен пуçланчĕ-ха? Чи малтан Виталий Стеклов художникпе музейре реконструкци турăмăр. Зоя Николаевна /Е.Шарипова умĕнхи директор. - Авт./ хатĕрлесе хăварнă хăмасем нумай пулăшрĕç. Стена çумне карнă, кĕве çисе янă пусмана сÿсе пăрахрăмăр, сăрларăмăр, илемлетрĕмĕр. Этнографи залне Юрий Матросов эскизĕпе турăмăр. Унтан «Кульцаври Максим» ятлă куравпа грант выляса илтĕм. Çав укçапа витрина тутарттартăм. Тата ытти те... Вак-тĕвек-и е пысăкрах ĕç-и - музейре пулса иртекен кашни пулăмшăн чунтан хĕпĕртетĕп.
Видеокамера туянтăмăр. «Çамрăк таврапĕлÿçĕ» кружока çÿрекен ачасемпе вăрçă ветеранĕсем пирки сюжетсем ÿкертĕмĕр. Алĕç ăстисемпе тачă çыхăну тытатпăр. Акă Альбина Иванова турăшсем тĕрлет. Унăн ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Александр аттене чĕнтĕмĕр. Сăвапларĕ. Хыççăнах чăннипех те кĕтмен хыпар çитрĕ! Декабрь уйăхĕ, çулталăк вĕçĕ: пире музей валли укçа уйăрасси çинчен пĕлтереççĕ. Çав укçапа электрообрудование улăштартăмăр, стена çинчи хĕрлĕ пусмана сÿсе илсе сăрларăмăр, ытти ĕç тума та çитрĕ.
Çук-çук та, çакăн пек тĕлĕнтермĕшсем пулса иртеççĕ. Темле вăй пулăшнине ĕненес килмест паллах. Анчах çак çулсенче кун пеккине пĕрре кăна асăрхаман. Музей пурăнтăр, аталантăр текен вăй пур пек туйăнать. Акă, сăмахран, çурт тăрринчен шыв анатчĕ. Темиçе те сапланă - усси çук. Пĕррехинче çавра çил килсе тустарчĕ, çурт тăррине илсе печĕ. Депутатсем çĕнĕрен витме йышăнчĕç.
- Культурăн ытти учрежденийĕсемпе, музейсемпе çыхăну тытатăр-и?
- Наци музейĕ хăйсем патĕнче пулакан куравсене яланах пире сĕнет. Вăрнар çыннисене «Венец рода Кедровых», «Их страданиями очистится Русь», ытти выставкăпа паллаштарчĕ. В.Шляхова Афган вăрçи çинчен хатĕрленĕ курава пула музей Афганистанра пулнă çынсемпе те çывăхланчĕ. Документсем пуçтартăмăр. Ачасемпе афганецсен аса илĕвĕсене çырса, ÿкерсе илтĕмĕр.
Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕ нумай пулăшать. Хальхи вăхăтра акă виççĕмĕш залра Тициан картинисен копийĕсен куравĕ пырать. Нина Васильевна Смирновăна питĕ пысăк тав: вăл картинăсене пире шанса пĕр уйăхлăх парса ячĕ. Тĕнче культури ял халăхне те кирлĕ. Ачасем çав ĕçсем тăрăх сочиненисем çыраççĕ. Тицианăн хĕрарăмĕсем çине пăхма, вĕсене ăнланма пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Кун пеккине кашни художникех ÿкереймест.
Садиксене, шкулсене час-часах тухса çÿретĕп. Пирĕн пĕрлехи темиçе проект та пур. Акă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн чăматан йăтса садике кайрăм. Китель, каска, медальсем хутăм унта. «Çакă пĕтĕмпех фронтра пулнă. О.Чернова тăванĕн япалисене музее килсе панă», - тетĕп. Ачасем вĕсене тытса пăхрĕç, кăсăкланаççĕ.
Тăватă пин çурă çын килет музее çулталăкра. Шкул ачисем, садике çÿрекенсем, ваттисем... Интернетра пĕлтерÿ патăмăр: «Камăн совет тапхăрĕнчи япаласем пур? Музее илсе килĕр!» Пичет машинкисене, япала çумалли тимĕр хăмасене, Олимп упине тата тем те пĕр килсе пачĕç... Пĕр уйăхра зал тулса ларчĕ. Çакă та савăнтарать: çынсем музей пуррине пĕлеççĕ, унпа çыхăну тытасшăн.
Пĕтĕмпех çăмăллăн пулса пырать тееймĕн, анчах тăрăшни харама каймасть.
В.БАГАДЕРОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать