Сивĕ сăмах вучаха та сÿнтерĕ, ăшă сăмах тÿпене çĕклентерĕ
- Сана пĕр япала каласа парам-и, анчах никама та ан шарла, - терĕ нумаях пулмасть тахçанхи пĕлĕшĕм.
- Апла пулсан мана та нимĕн те ан кала. "Вăрттăн сăмах" текен йывăр çĕклеме пĕртте йăтса çÿрес килмест. Кĕтмен çĕртен персе ярăп тата, - хирĕçлемеллипех хирĕçлерĕм эпĕ.
- Э-э-э, мĕн хăрамалли пур! Ун çинчен кайран çавах пурте пĕлеççĕ...
- Апла пулсан пушшех те ан кала. Сăмах-юмахĕ сарăлĕ те - айăпли эпĕ пулăп.
- Сан шухăшна Анăçри пĕр философ питĕ вирлĕ çавăрттарса каланине вуланăччĕ. Шел, ятне астумастăп. Тен, эсĕ пĕлетĕн?
- Ку тĕлĕшпе хамăрăн та ваттисен питĕ витĕмлĕ сăмахĕ пурччĕ-ха: "Каламан сăмахпа ху хуçа, каланипе - çын хуçа".
Текехрен пусахламарĕ мана пĕлĕшĕм, çапах та хăйĕн "вăрттăн сăмахне" камăн та пулин хăлхине кĕртрĕ-кĕртрех ĕнтĕ... Чĕлхе вĕçне килнĕ сăмаха каламасăр чăтма çав тери йывăр-çке-ха! Кăмăл-туйăм еккипе пурăнакана пушшех те. Çын сăмаххипе хуçаланма çăмăл та, хамăрăннипе еплерех-ши? Хаяр кăмăлпа, пач шухăшламасăр каланă сивĕ сăмах нимпе тÿрлетейми инкек патне çитерме пултарасса та чухламастпăр-çке тепĕр чухне.
Кун пирки Николай Сербский святитель хăйĕн вĕренекенĕ патне янă çырура питĕ ĕнентерÿллĕ каласа панă:
"Пĕр ялта хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Амăшĕн пĕртен-пĕр ывăл, шкул ачи, пулнă. Темле майпа амăшĕ çав тери тарăхса ывăлне ухмахла сăмахсем каласа тăкнă: "Текехрен куçпа курам мар сана! Сана курман чух кăна эпĕ телейлĕ пулăттăм..." Ачи анрасах кайнă, пăшал ярса илнĕ те перĕнсе вилнĕ* ун çумĕнче шкула илсе çÿремелли хăма татăкне тупнă, унта вăл çапла çырса хунă: "Ак, анне, эпĕ куçу умĕнчен çухалатăп, эсĕ çеç телейлĕ пулсамччĕ"... Çакăн хыççăн тăлăха юлнă амăшĕ кашни каç вучах умĕнче ларнă, çулăм çине куççулĕ шăпăртатса юхнă. Пĕр ирхине ун виллине сÿннĕ вучах умĕнче тупнă: хуйхăрса вилнĕ иккен амăшĕ".
Куратăр-и, ухмахланса каланă сивĕ сăмах мĕн тăвать? Çапах та, темле йывăр пулсан та, чунтан каланă ăшă сăмах хăвачĕ иксĕлми, ун тивлечĕ пархатарлă пулнине нихăçан та манас марччĕ.
Ырă сăмахăн ырă витĕмĕ пирки те Николай Сербский çырăвĕнчи сыпăках илсе кăтартар-ха:
"Вăрçă вăхăтĕнче хăравçă пĕр салтака разведкăна кайма хушнă. Вăл мĕнлерех шиклĕ чĕреллĕ пулнине пурте пĕлнĕ, çавăнпа та ăна ăçта кайма хушнине пĕлсен хăравçăран кулмаллипех кулнă. Пĕри çеç ыттисем пек ихĕлтетмен. Вăл юлташне ырă сăмахпа хавхалантарма ун çумнерех пынă. "Пуçĕпех пĕтетĕп эпĕ, тăшман çывăхрах-çке"! - шуйханса пăшăлтатнă лешĕ. "Ан хăра, тăванăм, Турă тата та çывăхарах", - чунтан хавхалантарнă юлташне ырă çын. Çак сăмахсем салтак чун-чĕринче пысăк чан сасси пек янраса кайнă та вăрçă вĕçленичченех чăн-чăн хăват парса тăнă. Акă, унчченхи шиклĕ салтак вăрçăран хастарлăхшăн панă кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Çавăн пек çĕнетсе улăштарнă ăна вăхăтра каланă "Ан хăра, Турă тата та çывăхарах" ырă сăмах".
Кусем - чăн пулнисем. Шел те, кулленхи пурнăçра та асăрхамастпăр-и тăван амăшех ачине тем те пĕр каласа хăртнине? Айккинчен пăхса тăма епле йывăр та /хушша-хуппа кĕни хĕрĕ е ывăлĕ умĕнче амăшне ÿпкелениех пулать-çке!/ - ачин чунĕ епле чăтать-ши: чĕри ыратупа пĕрĕнет пуль, ăш-чикĕ тарăхупа тулать пуль... Мĕнле чĕреллĕ çын пулса ÿсĕ-ши черчен чун çак кисретÿ хыççăн?
Ĕмĕр ĕмĕрленисем пĕлеççĕ: ачана ятламасăр, ăс памасăр ÿстерме ниепле те май çук, ĕçпе пиçĕхтерес тесен пушшех те. Тата çакă паллă: ывăл-хĕре темле хытă вăрçсан та юратса кăна ятламалла, ырă сунса. Чуну тарăхупа тулса тăкăнтăр, анчах тăван ачусене "чун илесшĕ", "шуйттан ачи" е "куç ан куртăр" теме ан хăйăр!
Чăваш халăхĕ ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме ĕмĕрех пĕлнĕ, малашне те пĕлĕ. Çакна çирĕплетме пирĕн хамăрăн этнопедагогика пур. Тата... Тата уçлăха çĕкленсе Çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăнма пултарнă Мухтавлă Ывăлăмăр. Çак кунсенче алла Николай Григорьевăн вĕр çĕнĕ "Легендарный Андриян Николаев" кĕнеки лекрĕ. Лекрĕ те - вуламасăр чун чăтмарĕ. Унта космонавт хăйĕн ачалăхне аса илнĕ сыпăк пур: мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнни пирки те, вăрман техникумĕнче вĕреннĕ чух Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине çарран утни пирки те каласа парать çăлтăрсем патне çĕкленсе курнă çын. Пĕрре те çăмăл пулман ăна, çапах та ун асаилĕвĕнче пĕр ÿпкев сăмахĕ те асăрхаймастăн. Ирĕксĕртен, паянхи ял ачисене шкула автобуспа илсе килнине аса илетĕн те, - "Мĕнле майпа? Мĕншĕн ÿпкелешмест вăл?" текен ыйту сиксе тухать. Кĕнекене малалла уçатăн та - амăшĕн, Анна Алексеевнăн, сăнне куратăн... Тутăр çыхнă çутă сăнлă чăваш хĕрарăмĕ. Йăл куллипе пĕтĕм тавралăха, сана та, мана та, ăшшăн ытамлать пек... Акă вăл çăкăр пĕçерет. Çак çăкăрах çитернĕ ĕнтĕ вăл хăйĕн тăватă ачине, çак çавра çăкăрах кăкăрĕ çумне тытса каснă май ачисене ĕçре маттур пулнăшăн тав туса ăшă сăмах каланă ĕнтĕ. Çак ăшă çăкăрпа ăшă сăмахах Андрияна çÿл тÿпене çĕклентернĕ, малашлăха таса ăспа, ырă кăмăлпа пăхма пилленнĕ.
Римма ПРОКОПЬЕВА
Комментировать