Энĕшпуçсем - хăрушсăрлăхшăн

13 Дек, 2014

Вут-кăварпа кĕрешекенсен постне йĕркеленĕренпе 85 çул çитрĕ

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пушар сÿнтерекенсен постне туса хунăранпа 85 çул çитрĕ. Çакна ялта анлăн та савăнăçлăн палăртрĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Иванов каласа кăтартнă тăрăх - 1929 çулта кунта «Аниш» колхоз йĕркеленнĕ, унăн председателĕ пушара хирĕç кĕрешес ĕçе пуçăнма хушнă. Çапла майпа ялта ун чухнехи колхозниксемшĕн çĕнĕ япала - пост - йĕркеленнĕ. Вăл чиркĕве хирĕç вырнаçнă. Пушарпа кĕрешме ятарласа тунă хатĕрсем те пулман ун чухне. Пĕтĕм яваплăха ялти тавçăруллă та ĕçчен çынна - пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, артиллери конюхĕ пулнă Константин Петрович Крдыкова - шанса панă.

Акă мĕн çырать Крдыковăн мăнукĕн ачи, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн шалти служба подполковникĕ Ольга Нягина «Чи лайăх ĕç династийĕ пирки сведенисем» брошюрăра: «Константин Петровича виçĕ лаша уйăрса панă: пĕринпе колхоз ертÿçисене турттарнă, тепĕр иккĕшне пушар тухакан вырăнсене каймашкăн тытса тăнă. Ял çыннисем пурте пĕрле тăрăшса Пушар сÿнтерме каймалли икĕ лав йĕркеленĕ: пĕрин çинче вăрăм авăрлă пакурсем, лумсем, кĕреçесем, пуртăсем тата витресем пулнă, тепри - шыв пичкипе. Хĕллехи вăхăтра тухса çÿремешкĕн вăрăмлатнă ятарлă çуна хатĕрленĕ. Колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе иккĕмĕш лавçи пулма Константинăн пĕртăванне Степан Петровича уйăрса лартнă. Малашнехи ĕçе дежурство мелĕпе йĕркеленĕ: каçхине иккĕшĕ те дежурствăра пулнă, кăнтăрла пĕри председателе турттарнă. Вĕсен тивĕçĕсен шутне халăха вут-çулăм алхасма тытăнни çинчен чиркÿ чанĕсене çапса пĕлтересси, инкек вырăнне пушар лавĕсемпе хăвăртрах çитесси, пушара сÿнтермешкĕн çынсене явăçтарасси кĕнĕ. Кулленхи ĕç те вĕсен сахал мар пулнă: лашасене çитересси-пăхасси, вĕсем валли утă-улăм хатĕрлесси, пушарпа кĕрешмелли инвентаре, ут хатĕр-хĕтĕрне юсавлă тытса тăрасси. Çапла Энĕшпуç ялĕнче Крдыковсен-Константиновсен-Нягинсен династийĕпе пĕр вăхăтрах пушар посчĕ йĕркеленнĕ. Пушар служби çавăн пекех Михайловсен, Серинсен, Кирилловсен, Павловсен, Ивановсен, Дмитриевсен, Смолинсен, Нягинсен, Федоровсен, Сидоровсен, Захаровсен çемье ĕçĕ пулса тăнă».

Эпĕ хам енчен çакна палăртса хăварасшăн: Энĕшпуç ялĕнчи 130 ытла çын хăйĕн пурнăçне пушар хуралĕпе çыхăнтарнă, вĕсенчен 56-шĕ - офицер.

Пушара хирĕç кĕрешессипе Энĕшпуçсем паянхи кун та палăрса тăраççĕ. Ял халăхĕ «ниме» мелĕпе ятарлă пушар деповĕ хăпартнă. Каярахпа кунта Энĕшпуç ял тăрăхĕн муниципалитет пушар хуралне йĕркеленĕ. Паян çак депора «Субару» мотопом комплекчĕпе икĕ автомашина пур, çавăн пекех тĕп урамра хыпарлав тытăмне вырнаçтарнă. Инкек сиксе тухсан пушар техники ял тăрăхĕнчи çеç мар, Вăрмар районĕнчи ытти яла та çитет. Депона уçнă хыççăн пушар тухасси те чакнă. Çулсеренех ял тăрăхĕн администрацийĕ халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă тĕрлĕ конкурса хутшăнать. 2010 çулта вăл республикăри «Вырăнти хăйтытăмлăхăн халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе чи лайăх органĕ /ял тăрăхĕсен хушшинче/» смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Çав çулах федерацин Атăлçи округĕнче те пĕрремĕш пулса тăнă. Кăçал асăннă конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. 2011 çулта Чăваш Республикин территорири подсистемисен граждан оборонин тытăмне лайăхлатас енĕпе - каллех пĕрремĕш. Ял тăрăхĕ хăй те конкурссем йĕркелет. Тĕслĕхрен, «Пушар тĕлĕшпе чи хăрушсăр çурт» ятлине. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа тата парнесемпе чыслаççĕ.

Уявра ăшă сăмах нумай янăрарĕ. Сумлă хăнасем Энĕшпуç ялĕнче пурăнакансем пурте хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тимлĕ пулнине палăртрĕç. Çав кунах вут-çулăмпа кĕрешекенсен ретне çамрăксене чыслама йышăнчĕç.

 

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.