Сан ентешÿ, чăваш çынни, вĕçсе кайнă космоса!

13 Дек, 2014

Енчен те эпир аттепе анне чĕлхине мансан, чăваш халăхĕ те пĕтет.

Андриян НИКОЛАЕВ

Эпиграф вырăнне илнĕ сăмахсене таçтан шухăшласа кăларман, нумаях пулмасть "Çĕнĕ Вăхăт" издательствăра 300 экземплярпа кун çути курнă "Легендарный Андриян Николаев" кĕнекерен илнĕ. "Первое знакомство с Андрияном" сыпăкра кĕнеке авторĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Григорьев профессор, Андриян Григорьевичпа еплерех паллашнине аса илнĕ май космонавт хăйне каланă сăмахсене чăвашлах илсе кăтартнă: "Маттур, чăваш чĕлхине манман. Енчен те эпир аттепе анне чĕлхине мансан, чăваш халăхĕ те пĕтет". Тăван сăмахлăх мĕнле пуян та хитре тата хăй мĕн ачаранах "Вĕç, вĕç, куккук" юрра юратни пирки те чунне уçса калать Андриян Николаев, çавна май паянхи вулакансене те çакăн пирки пĕлтерет.

Çĕнĕ кĕнекене пахаланă уяв декабрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин конференц-залĕнче иртрĕ. Уява çак проект ертÿçи, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Чи малтанхи сăмах - "Легендарный Андриян Николаев" кĕнекери йĕркесем: 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра пирĕн ентеш космоса çĕкленни пирки Левитан радиопа пĕлтерни... Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Семенов, халĕ ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ун чухне Германире салтак хĕсметĕнче тăнă. ТАСС хыпарне илтсен юлташĕсем ăна пурте пĕрле пухăнса: "Сан ентешÿ, чăваш çынни, вĕçсе кайнă космоса!" - тесе çÿлелле ывăтма тытăннă. Пурте çав тери савăннă. Çакăн çинчен хавхаланса каласа пачĕ те Юрий Семенович уява пухăннисене. Автора, Николай Григорьева, тав тунă май кĕнекене юратса вуласа тухнине, унта пăлханмалли самантсем те чылаййине пĕлтерчĕ.

Юратса çырнă кĕнекене, чăнах та, юратмасăр вулама май çук. Ун çинчен калаçнă чух сăмахĕсем те юрă пек хăйсемех юхса пыраççĕ. Шăпах çакă сисĕнчĕ те кĕнеке уявĕнче. Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев ун пирки "питĕ ăшă кĕнеке" тесе каларĕ, психологи ăслăлăхĕсен докторĕ Валерий Лисов Андриян Николаев чăн-чăн легенда пулса тăнине палăртрĕ, чылай çул космонавт водителĕ пулнă Иван Васильев Андриян Григорьевич çав тери тÿрĕ кăмăллă та уçă чунлă çын пулнине хăйĕн асаилĕвĕсемпе тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Виталий Станьял ăсчах вара: "Манăн хамăн Андриян", - тесе çамрăк чухнехине, редакци хушнипе Андриян Николаевран автограф илме кайнине аса илчĕ. Вăл питĕ сисĕмлĕ çын пулнă, хаçат корреспондентне космонавт çывăхне те яманнине кура: "Ирттерсе ярăр ăна, ку манăн шăллăм", - тесе хăй ытамне илнĕ иккен.

Çапла, пирĕн кашнин хăйĕн Андриянĕ. Кашни чăвашах ăна хăйĕн тăванĕ пек, чи çывăх çынни пек туять, юратать. Çакăн çинченех пулчĕç Эмиль Ургалкин, Порфирий Узюков, Алексей Албутов тухса каланă сăмахсем те. Аслă ăрăвăн ырă шухăш-кăмăлне тĕлпулăва килнĕ Шупашкарти 10-мĕш, 24-мĕш шкулсенче вĕренекен ачасем те яланлăхах ăша хывнине шанас килет.

Уява пĕтĕмлетнĕ май кĕнеке авторĕ çак нумай сăнÿкерчĕклĕ, хытă хуплашкаллă паха кăларăма чĕри чĕннĕрен, Андриян Николаева хисепленĕрен тата унăн вилĕмĕ пĕтĕм чунне кисретнĕрен çырнине пĕлтерчĕ. Ку - чăн сăмах. Çакна кĕнекене алла тытса вуласа тухнă кирек хăш çын та ăнланса илĕ.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.