Каштан ÿстересчĕ

12 Дек, 2014

Ялти лавккара каштан мăйăрĕ сутрĕç. Кăмăла кайрĕ. Çимĕçне питĕ усăллă теççĕ. Калăр-ха, тархасшăн, пирĕн тăрăхра ÿстерме пулать-и ăна?

Владимир Волков. Елчĕк районĕ, Аслă Шăхаль.

Хисеплĕ Владимир Мефодьевич, каштан пирĕн тăрăхра та ÿсет. Çÿллĕ те капмар çитĕнекенскер, çеçкере ларнă вăхăтра таврана калама çук ырă шăршă сарать. Çеçки мĕне тăрать! Тĕлĕнтермĕш йывăçа мĕнле лартса ÿстермелли çинчен каласа пама ЧР Çутçанталăк министерствин специалисчĕ Галина Кузнецова килĕшрĕ:

- Пиçсе çитсе çĕре ÿкнĕ каштанăн чи илемлĕ мăйăрĕсене суйламалла. Кĕркуннех лартса хăварас тесен мăйăра нÿрĕ хăйăр ăшне хурса 10 кунлăха холодильника хумалла. Унтан çĕр ăшне вармалла. Ăшă та типĕ çĕрте выртсан вăл типет, лартма юрăхсăра тухать. Çуркунне лартас тесен хĕлĕпех холодильникра тăтăр. Унта вăл март-апрель уйăхчен чиперех выртĕ. Лартас умĕн хуппине çемçетмешкĕн ăшă шыва ямалла, пилĕк кун тытмалла. Шывне тăтăшах улăштарса тăмалла. Мăйăр шăтма пуçлани ĕç тухнине пĕлтерет. Ăна çĕр ăшне çимĕçĕн тăршшĕнчен икĕ хут тарăнрах лартмалла. Чи малтан кĕркунне лартса хăварнисем тухĕç. Çуркуннехисем пĕр-ик эрне юларах тухĕç, çапах та вĕсем çирĕпрех те лайăхрах ÿсĕç.

Тепĕр меслет те пур: кĕркунне каштанăн темиçе мăйăрне пысăк йывăçсен тымарĕ хушшине хурса çулçăпа витмелле. Çуркунне хайхисене кăларса шăтма пуçланисене суйласа илсе хăвăра кирлĕ вырăна лартмалла.

Пирвайхи çимĕçне 7-8 çултан тутанма май килĕ.

Каштан çулçи пахчашăн çав тери паха удобрени шутланать. Унăн йĕкел тутиллĕ çимĕçĕ питĕ усăллă. Пĕвертен аван. Медицинăра мăйăртан хатĕрленĕ препарата юн тымарĕсен чирĕсенчен сиплеме усă кураççĕ, тромбсем пуласран, венăсем сарăлса тĕвĕленесрен, юн пусăмĕ ÿсесрен пулăшни паллă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.