Кaмпа çитĕнтерме пĕлни аван
Пĕлĕшĕмпе вешенка кăмпа ÿстерсе пăхасшăн. Мĕнле пуçламалла-ши.
Петр ТРИФОНОВ.
Куславкка.
Килти хуçалăхра вешенка кăмпа çитĕнтерме кăткăс мар. .ркенмесен, кам çак ĕçпе тимлеме пуçлать, лайăх тухăç илме пултарать. Çакăн валли пĕр-пĕр таса пÿлĕм, пахалăхлă мицелий /кăмпа вăрлăхĕ/, кăмпа çитĕнтермелли материал - субстрат - кирлĕ.
Кăмпа çитĕнтермелли икĕ мел палăртар, экстенсивлă /çутçанталăк условийĕсенче çитĕнтересси/ тата интенсивлă /ятарлă условисенче çитĕнтересси/. Пĕрремĕш мелĕн лайăх енĕ - тăкак сахалли, çитменлĕхĕ - çутçанталăк вăхăчĕпе тачă çыхăннă.
Интенсивлă мелпе ÿстермешкĕн укçа-тенкĕ ытларах тăкакланать, ятарлă хуралтă кирлĕ, кăмпана юрăхлă микроклимат тытмалла. Çапах ку мел çут- çанталăк вăхăтне пăхмасăр пысăк тухăç илме май парать. Кĕске вăхăтрах тăкака саплаштарса тупăш илме, пĕчĕк бизнес йĕркелеме пулать.
Килте кăмпа çитĕнтерекеншĕн икĕ мелĕ те юрăхлă, хăвăр кăмăлăрпа çеç çыхăннă. Пĕтĕмĕшле принцип пĕр пекех.
Интенсивлă мелпе кăмпа çитĕнтерме малтан пÿлĕм-хуралтă хатĕрлемелле. Пÿлĕме хлорлă извеçпе пĕрĕхмелле, унтан кăмпа субстратне хатĕрлемелле. Субстрата михĕсенче туяннă пулсан вĕсене пысăк бака тултармалла та шыв ямалла, вĕреме лартмалла. Пĕр сехет те вăтăр минут вĕретмелле, унтан шыва пушатмалла, субстрата пусарса шыва лайăх сăрăхтармалла, 25 градуса çити сивĕтмелле. Субстрат михĕре тĕк шыва сăрхăнмашкăн пĕчĕк шăтăксем тумалла. Унтан çак япалана кăмпа çитĕнтерме хатĕрленĕ пÿлĕме куçармалла та кăмпа вăрлăхне субстратпа хутăштармалла. Çак ĕçе питĕ тирпейлĕн тумалла, сĕтеле, михĕсене дезинфекцилемелле, таса шывпа çумалла. Раççейре хатĕрленĕ кăмпа вăрлăхĕ пулсан хутăштарнă субстратра вăрлăх виçи 3-6: чухлĕ пулмалла. Ют çĕршыв вăрлăхĕ пĕтĕмĕшле виçере 1,6-2,5: пулмалла. Вăрлăхпа хутăштарнă субстрата 5-10 кг михĕсене тултармалла, михĕсене пăртак лапчăтмалла, çивĕч çĕçĕпе чалăшла çурăксем /0,5 см/ тумалла. Кăмпа çемьи вĕтĕрех пултăр тесен шăтăкĕсене пĕчĕкрех тумалла. Тултарнă хатĕр михĕсене çÿлĕксем çине стена çумне лекмелле мар вырнаçтармалла. Михĕсен хушшинче 5 см хăвармалла.
Инкубаци вăхăчĕ 18-25 куна тăсăлать. Унтан вĕтĕ кăмпасем шăтса тухаççĕ. Пĕрремĕш кăмпа тапхăрĕ 1,5 уйăха тăсăлать. Çак вăхăтра пÿлĕмри сывлăш нÿрĕклĕхĕ 85-95: пулмалла. Температура .10-.20 градус пулмалла. Ăшă çĕрте кăмпа шĕлепки çутăрах пулать. Çутă çĕрте - тĕксĕмрех. Кăмпа тути кăмпа тĕсĕ мĕнле пулнинчен килмест.
Кăмпана пульверизаторпа пĕрĕхсе шăвармалла. Çак тапхăрта пÿлĕме уçăлтарсах тăмалла. Ытлашши нÿрĕк пулсан кăмпа шĕлепки бокал евĕрлĕ пулать, чĕлĕхĕсем - сарă. Кăмпа çитĕннĕ вăхăтра сывлăша кăмпа спори нумай тухать, вăл хăш-пĕр çынна аллерги пама пултарать. Çавăнпа кăмпа çитĕнекен пÿлĕм пурăнмалли çĕртен аякра пулмалла.
Пĕр хут кăмпа пуçтарса илнĕ хыççăн 2-3 эрнерен кăмпан тепĕр тапхăрĕ каять. Унччен михĕсене лайăх тĕрĕслемелле, кăмпа юлашкийĕсене тасатмалла, çĕрĕк чирĕ ернĕ михĕсене илсе тухмалла, вĕсене компоста яма юрать. Лайăх условисенче михĕсем çур çула яхăн кăмпа çитĕнтерме /тухăç пама/ пултараççĕ. Кăмпа шăни ересрен вентиляци люкĕсене вĕтĕ /1 м/ сеткăпа кармалла.
Паллах, пуçăниччен, ăнкариччен пур ĕç те кăткăс пек туйăнать. Куç хăрать те ал тăвать теççĕ. Ÿркенмесен, ĕçе тĕрĕс йĕркелесен вешенка кăмпа лайăх тупăш кÿрет. Килте çитĕнтернĕ çимĕçе çиесси те чылай кăмăллăрах пулĕ.
Комментировать