Сывлaхшaн усăллă вунa сĕнÿ

12 Дек, 2014

1. Кунне çур сехет физкультура тума вăхăт уйăрăр. Ăна икке пайлама юрать. 15 минут ирхине, 15 минут кун каçиччен. Каçа та хăварма юрать. Тĕрлĕ хускану усăллă. Ташă е теннис, чупни е хăвăрт утни - пурпĕрех. Пĕлтерĕшли - хусканусем кăмăла çĕклеччĕр, кунсеренех пулччăр, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕсене хускатчăр.

2. Шыв çителĕклĕ ĕçĕр. Çакăн пирки яланах калаççĕ пулсан та хăшĕ-пĕри шыв питĕ сахал ĕçет. Шыв - вăй-хал хушать, сиенлĕ япаласене организмран кăларать, юна шĕветет, ÿте якатать.

Пирĕн организмăн пысăк пайĕ - шыв. Шыв çителĕклĕ пулсан ăш-чикри органсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

3. Кун йĕркине палăртăр. Яланах чи кирлĕ ĕçсене палăртăр, çийĕнчех тума тăрăшăр. Кун йĕрки хăвăр пурнăçа йĕркелеме пулăшать. Çын хăй тивĕçĕсене лайăх пĕлсе тăрать, тĕллевĕ патне ăнтăлать.

4. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсене каçа ан хăварăр. Планра палăртнă чухне пĕлтерĕшлĕ васкавлă ĕçсене мала кăларăр. Çав ĕçсене чи малтан пурнăçлама тăрăшăр.

Каçхи вăхăта çемье валли палăртăр. Ачасемпе калаçăр, выльăр.

5. Пĕр кунра пĕтермелли укçа-тенкĕ виçине уйăрăр. Укçа тĕлĕнтермĕш япала, хăвăрт таçта кайса пĕтет - нумай пулсан та. Хăвăра валли пĕр кунлăх лимит лартăр. Çак хашака вырнаçма тăрăшăр. Ку сире ĕçлесе илекен укçапа виçеллĕн усă курса пурăнма вĕрентĕ. Парăма кĕме пăрахатăр, кирлĕ япала туянма та пуçтарăнса пырĕ.

6. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли мелсене яланах шырăр. Виçеллĕ шалу илсе тăракансене уйрăмах пырса тивет çакă.

7. Тав тума пĕлĕр. Пурнăçра пулса иртекен пулăмсенче лайăххине яланах палăртăр, уншăн тĕнчене тав тăвăр. Эсир çут тĕнчене тав тусан тĕнче те сире татах савăнтарма тăрăшĕ.

8. 20 минут хăвăр киленĕçе халаллăр. Харпăр хăй кун кĕнекине çырăр, уçăлса çÿрĕр, юрă шăрантарăр е итлĕр. Мĕн килĕшет - çавă сирĕн пултăр.

9. Позитивпа пурăнăр. Малашлăха шанăр, ан ÿпкелешĕр. Эсир мĕн туни йăлтах хăвăр патнех таврăнать. Ырă ĕç е ырă сăмах - йăлтах. Хавас та кăмăллă пурăнма тăрăшăр. Пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене те ăнланса, лăпкăн ирттерĕр. Ку сирĕн пурнăçа шайлаштарса парать.

10. Çемье, килти çынсемшĕн яланах тăрăшăр. Ас тăвăр - пурнăçра чи кирли - çывăх çынсем, ача, мăшăр, атте-анне. Вĕсем сирĕнпе пĕрле пурăнаççĕ, сана мĕнле пур çаплах кураççĕ. Кашни кунах мĕнле те пулин ырă ĕç тума тăрăшăр. Атте-аннепе, ачасемпе хисеплесе, ăнланса калаçни, мăшăрпа шăкăлтатса ĕçлени - йăлтах пурнăç çулне хывăнать. Малашлăхра тĕрек, ăнăçу кÿрет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.