Çурхи шыв-шур текех хăратаймĕ
Декабрĕн 9-мĕшĕнче Çĕрпÿре ейÿрен хÿтĕленмелли сооруженисен комплексĕн иккĕмĕш черетне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа вырăнти халăха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.
«Кашни çуркунне тенĕ пекех Çĕрпÿ хулин пĕр пайне тата Виçпÿрт салине шыв илес хăрушлăх тухса тăратчĕ. Çав тăрăхра пурăнакансем пăшăрханатчĕç, пурлăхĕпе выльăх-чĕрлĕхĕ шар курасран вĕсене урăх çĕре куçаратчĕç. Çĕрпÿри çурхи шыв-шуртан хÿтĕленмелли сооруженисен строительстви питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнăран эпĕ ку ыйтăва федераци шайĕнче сÿтсе яврăм. Пысăк та хаклă çак проекта пурнăçа кĕртрĕмĕрех», - палăртрĕ Михаил Васильевич.
Район пуçлăхĕ Татьяна Кузьмина çынсем Çавал çыранран тухма пултарнăран çуркуннене шикленсе кĕтнине аса илчĕ. 2006 çулта ейÿрен хÿтĕленмелли сооруженисен пĕрремĕш черетне ĕçе кĕртнĕ: икĕ дамбăран пĕрне хĕрарăмсен Тихвин мăнастирне, теприне Çĕрпÿри Хĕвелтухăç урамĕнчи уйрăм çуртсене шыв илес хăрушлăхран сыхлама тунă. Çапах çак мерăсем хула тата çывăхри ял территорийĕсене çурхи шыв-шур сиен кăтартасран туллин хăтарайман. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин Шыв ресурсĕсен агентствин ертÿçипе Марина Селиверстовăпа тĕл пулнă, хÿтĕлев сооруженийĕсен иккĕмĕш черетне тума йышăннă. Хальхи техника требованийĕсене туллин тивĕçтерекен çак проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 204,9 млн тенкĕ, çав шутран 171,42 млн тенкĕ - федераци бюджетĕнчен. Проектпа килĕшÿллĕн икĕ дамба, виçĕ шлюз-регулятор, куçса çÿрекен виçĕ насус станцийĕ, электроснабжени сечĕсем тунă.
Михаил Игнатьев инженери хÿтĕлев гидротехника сооруженине хута яни Çĕрпÿсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ: вăл Мăн тата Кĕçĕн Çавал ейĕве сарăлас-тăк Çĕрпÿ хулипе Виçпÿрт салин территорийĕсене - 267 çурта /вĕсенче 1 пин ытла çын пурăнать/, культура еткерĕн, ЖКХ тата социаллă объектсене, пĕтĕмпе 203 га лаптăка - шыв илесрен хăтарать-çке. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак сооруженисене тумашкăн хастар хутшăннă çынсене Тав çырăвĕ тата сехет парса чысларĕ. Юлашки çулсенче Çĕрпÿ хулипе районĕн аталанăвне укçа нумай хывнине, социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем хута янине каларĕ.
Атăлăн çÿлти бассейнĕн шыв управленийĕн ертÿçи Александр Баринов Раççей Федерацийĕнче шыв хуçалăхĕн комплексĕн аталанăвĕпе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн регион территорийĕнче пурнăçланакан проектсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тÿпи пысăккине палăртрĕ. Программăна чăна çавăрмалли механизм регионран тата муниципалитетран килнине асăнчĕ.
Виçпÿрт салинче пурăнакан Нина Борисова тата хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕн настоятельници Нина матăшкă республика ертÿçисене, проекта пурнăçа кĕртме хутшăннă çынсене чĕререн тав турĕç, «Ейÿ пире текех хăратаймĕ», - терĕç савăннине пытармасăр.
Михаил Игнатьев хĕрарăмсен Тихвин мăнастирне те кĕрсе курчĕ. Вырсарни шкулĕнче 11-мĕш класс вĕренекенĕсемпе «Раççей çамрăкĕсем» темăпа иртекен историпе литература урокĕн пĕр пайне итлерĕ. Чиркĕве кĕрсе çурта лартрĕ, реставрацилекен храмра ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
саp.ru cайчĕн сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать