«Пресса валли мар» сăмахсем, чĕлхе урокĕ...

11 Дек, 2014

Кун пеккине, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министрсене Правительство ларăвĕн тÿрĕ трансляцине чарсах тустарнине, астумастăп. Ĕнерхи ларура çапла пулчĕ...

Çакă РФ Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче патшалăх шайĕнчи тăкаксене 5% чакарасси пирки каланипе çыхăннă. Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Енĕн çитес виçĕ çуллăх бюджетне пурнăçламалли мерăсем çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарнă май шăпах çакна палăртрĕ те - Михаил Васильевич хамăрăн «тухăçсăр тăкаксемпе» кăсăкланчĕ. Светлана Александровна республика ку енĕпе кăçал кăна 900 млн тенкĕ ытла перекетлени çинчен каларĕ. Апла пулин те республика ертÿçине çакă çырлахтармасть пулас, «тухăçсăррисем» пирки вăл «пур, пур...» терĕ. Çавна май бюджет учрежденийĕсен централизациленĕ бухгалтерийĕсене йĕркелес ĕç мĕнле пынипе интересленчĕ.

Кашни министртан хурав ыйтрĕ. Шел те, пурте тивĕçтермелле хурав параймарĕç. Вĕрентÿ министерстви ку ĕçе туллин пурнăçлайман, Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви пирки те çавнах каламалла. Культура министрне Михаил Игнатьев «мĕн калаçатăр эсир, патшалăх министрĕ юлташ?» тесех пÿлчĕ. Михаил Васильевич шухăшĕпе - финансистсем хăйсен ĕç вырăнĕсене çухатасран шикленеççĕ, çавăнпа централизацие хирĕç. Çавна май Шалти ĕçсен министерстви ярса панă доклад хутĕнчи йĕркесене вуласа пачĕ. Унта такамсем больницăсен тĕп врачĕсем патне телефонпа шăнкăравлани пирки каланă. Çав çынсем сиплев учрежденийĕсенче финанс тĕрĕслевĕсем пуласси пирки пĕлтернĕ, çав тĕрĕслевсем больницăсен ертÿçисемшĕн ăнăçлă иртчĕр тесен укçа тÿлемелле-мĕн. Мĕн тетĕр, тĕп врачсенчен хăшĕсем çав ултавçăсене укçа куçарса панă! Пĕтĕмлетÿ уçăмлă: шикленеççĕ тĕк, эппин, хăрамашкăн сăлтавĕсем пур.

Михаил Игнатьев çакăнпа кăна та çырлахмарĕ - тата та хивререх каларĕ пулас, анчах ку сăмахсем пирĕн хăлхана кĕмерĕç. Вăл «калатăп - пресса валли мар...» терĕ те трансляцие чарчĕ. Шел, тута тăрăх вулама пĕлместпĕр... Лару «сасăллă» пулса тăнă хыççăн вара ыйтăва пĕтĕмлетсе бухгалтерисен хайхи оптимизаци-централизаци ĕçне апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме хушрĕ.

Ларăвăн кун йĕрки самай анлă пулчĕ - кашни ыйту пирки чарăнса тăни кирлех мар-тăр. Çапах спорт министрĕ Сергей Мельников хăй ертсе пыракан ведомство ĕç-хĕлĕ çинчен тунă доклад пирки тĕплĕнрех калани вырăнлă. Чăваш Ен спортпа тусли вăрттăнлăх мар. Ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлесшĕн. 2020 çул тĕлне республикăра пурăнакансен йышĕн 40 процентĕнчен кая мар пайĕн спортпа туслашмалла. Халĕ ку кăтарту, министр каланă тăрăх, 37% патнелле. Доклада чăвашла тунă пулсан - хирĕçлемелли сăлтав та тупăнмастчĕ ĕнтĕ. Анчах Сергей Владимирович çакăн пирки каланă май «около 37%» терĕ. Михаил Васильевич вара цифрăсем тĕлĕшпе яланах питĕ тимлĕ - документра 37,2% тесе çырнине асăрхарĕ. Апла-тăк мĕншĕн - «около»? «Пире шкулта урăхларах вĕрентетчĕç», - терĕ вăл «около» сăмах «яхăн» пĕлтерĕшлине палăртса. Министр ку тĕслĕхре «около» «сахалраха» та, «нумайраха» та пĕлтерме пултарать терĕ-ха, пурпĕр ЧР Пуçлăхне ÿкĕте кĕртеймерĕ, хайхи «около» вырăнне «более» çырма килĕшрĕ.

Çакнашкал чĕлхе урокĕ хыççăн калаçу кал-кал кайрĕ. Чăваш Енре юлашки çулсенче кăна спортăн 65 объекчĕн реконструкцийĕпе строительствине 5,5 млрд яхăн тенкĕ хывнă. Министр çирĕплетсех каларĕ: «Спорт сооруженийĕсем валли çакăн чухлĕ укçа уйăрни республикăра халиччен пулман». Кăмăллă тепĕр самант: çĕршывăн Олимп командисен йышĕ валли хатĕрлекен ентешĕмĕрсен шучĕ 40% пысăкланнă. Çав вăхăтрах халиччен пирĕн спортсменсем спортăн икĕ енĕпе кăна хатĕрленнĕ, кăçал вара - 5 енпе.

«Медальсемпе таврăнĕç-и?» - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев. «Пурте мар, анчах хăшĕсем медальпе таврăнаççех», - шантарчĕ министр. Михаил Васильевич çапла ыйтни ахальтен мар ĕнтĕ, вăл иккĕленмест: «Пысăк укçа хыватпăр пулсан - тивĕçлĕ кăтартусем пулмаллах». Çакă çынсен сывлăхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. РФ Президенчĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк пирки каланине аса илтернĕ май Михаил Васильевич çынсене сиплеме укçа нумай тăкакланине палăртрĕ, спорт ку енĕпе те пулăшма тивĕç. Çавăнпах спорт керменĕсем пушă лармалла мар: «Миллиардсем тăкакласа чаплă сооруженисем тума пулать, анчах унта çынсем çÿремесен çав объектсем вилĕ капитал кăна пулĕç».

Çавăнпах-тăр министерствăсенче, вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисенче ĕçлекенсем ГТО комплексĕн нормативĕсене мĕнле пурнăçлани пирки ыйтрĕ. Педагогсен 50% çав нормăсене ăнăçлă пурнăçланипе кăмăллă пулчĕ. «Врачсем вара? ГТО нормисене куççульпе пурнăçлаççĕ-и е хавхаланса тупăшаççĕ-и?» Михаил Игнатьевăн шÿтлесерех панă çак ыйтăвне Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» Алла Самойлова çавнашкал сĕмпех хуравларĕ: «Куççуль витĕр хавхаланса...»

Вăлах Украинăран кунта тарса килнисене вăхăтлăха вырнаçтармалли йĕркепе паллаштарчĕ. Нушаллă çынсем пирки каланă май Чăваш Ене килекенсем валли 12 пункт хатĕрленине палăртрĕ. Анчах вĕсенчен 4-шĕпе кăна усă курнă. Хăшĕсем каяççĕ, теприсем килеççĕ. Паян пĕтĕмпе - 104 çын. Хăшĕ-пĕри хваттер тара илет, çавна май реабилитаци центрĕнче, сăмахран, халĕ пĕр çемье кăна пурăнать. Асăннă йышши 37 çынна ентешĕмĕрсене куçармалли программăна кĕртнĕ. Пурне те тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.