Общество институчĕсем пĕлтерĕшне çирĕплетнĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш Енри Этем, Ача тата Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсемпе тĕл пулнă. Михаил Васильевич граждан обществин çак институчĕсем туса хунăранпа иртнĕ кĕске тапхăртах пысăк усă кÿнине çирĕплетнĕ. Влаç тытăмĕсенче хăйсен ыйтăвĕсене татайман çынсем кунта вĕсене пулăшасса шанса, хÿтлĕх шыраса килнине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ уполномоченнăйсене республикăри хуласемпе районсенче иртекен 2013 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне хастар хутшăнма сĕннĕ.
Этем прависене хÿтĕлекен Юрий Кручинин уполномоченнăй çынсем ыйтса çырнисен 80 проценчĕ ĕç тăвакан влаç органĕсем ыйтăва вăхăтра татса паманнипе çыхăннине çирĕплетнĕ. Йышăнăва килнисенчен ытларахăшне хваттер-пурăнмалли çурт ыйтăвĕ кăсăклантарать иккен.
Ачасен прависене хÿтĕлекен Вячеслав Рафинов уполномоченнăй ку тытăмри тăрăмпа паллаштарнă. Ыйтусенчен чылайăшĕ çитĕнекен ăрăва социаллă çăмăллăх парассипе çыхăннă. Çул çитнĕ тăлăхсене хăтлă хваттерпе е пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси çултан çул лайăхланса пырать. 2011-2012 çулсенче 579 тăлăх хваттерлĕ пулнă тăк, пĕлтĕр кăна - 455. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен шучĕ те чакса пырать. Ачана интернатран çемьене илесси те лайăхланнă.
Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен Владимир Иванов уполномоченнăй хальхи вăхăтра пĕчĕк тата вăтам бизнеса арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсен килĕшĕвне малалла тăсассинче сиксе тухнă йывăрлăхсем çинче чарăнса тăнă. Усламçăсем хăйсем вăхăтра хускалман, документсене тĕплĕ хатĕрлесе çитермен. Çапах та пулăшма кая юлман. «Çĕр хутшăнăвĕсен сферинче йĕрке тума йышăннине тата çак тытăмри коррупцилĕхе пĕтерессине тĕпе хурсан ыйтăва татма йывăр пулмĕ», - тенĕ республика пуçлăхĕ.
А.СТЕПНОВ
Комментировать