ТУНСĂХ ПУССА КИЛСЕН

11 Дек, 2014

Хĕвел çути сахалланнă хĕл кунĕсенче тунсăх пусса килнипе аптракан чылай. Кăмăлсăр çак лару-тăруран хăтăлма рациона тĕрĕс йĕркелемелле, унта антидепрессант çимĕçсене кĕртмелле. И. Мусаева диетолог çапла сĕнет.

Улма-çырла

Пусăрăнчăк кăмăла лайăхлатма пулăшакан чи лайăх çимĕçсен шутне банан кĕрет. Унра телей элеменчĕ мескалин пур. Вăл кăмăла, пурнăç хавалне ÿстерет. Çак тапхăрта ирхи апата банан çини усăллă. Çимĕçри паха сахăрсем клетчаткăпа пĕрле кунĕпех хавхалануллă пурăнма витĕм кÿреççĕ. Анчах виçине пĕлĕр: кунне пĕр банан çисен çитет, унсăрăн ÿт хушăнма пултарать.

Лайăх туйма пылак ытти улма-çырла та çиме юрать. Вĕсем савăнăç гормонне эндорфина туса кăларма пулăшаççĕ.

Сĕтпе пăтă

Ялан тенĕ пек вĕтĕ çумăрлă, тĕтреллĕ, хĕвел сахал Англире сĕлĕ пăттине çав тери хисеплеççĕ. Геркулес витаминсемпе, минерал япалисемпе пуяннипе кăна мар, наркăмăшсене кăларнипе, ыйхă вĕçнинчен хăтарнипе, нервсене йĕркене кĕртнипе палăрса тăрать. Сĕлĕ пăттине сĕтпе е кефирпа сыпса çисен лайăхрах. Сĕт çимĕçĕсем В ушкăнри витаминсен паха çăлкуçĕ, стреслă лару-тăрура вĕсем организма яланхинчен 5 хут ытларах кирлĕ.

Брокколи

Пахча çимĕçрен тунсăхпа брокколи купăста витĕмлĕрех кĕрешет. Унра В ушкăнри, А, С, Е, РР витаминсем, темĕн тĕрлĕ усăллă микроэлементсем пур. Çапах та брокколие фоли йÿçекĕ нумаййишĕн уйрăмах хаклаççĕ. Фоли йÿçекĕ лăпланма, кăмăла лайăхлатма пулăшать.

Какай ытларах

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - рационра хĕрлĕ какай çителĕксĕр пулни пăлхану туйăмне вăйлатать. Ку ĕнепе сурăх ашне пырса тивет. Çапах та хĕрлĕ какая кунне 70 грамран ытла çимелле мар. Кайăк-кĕшĕк ашĕ пирки те ан манăр. Кăркка какайĕ уйрăмах паха.

Пылак сахалрах

Тортпа пирожнăй савăнăç парнелеççĕ теме çук. Пылака мĕн чухлĕ тăтăшрах çиетпĕр - тунсăх туйăмсене сирме вăл тата ытларах кирлĕ. Ыйтăва шăккалат татса парать, анчах ăна тĕрĕс çимелле. Кăмăла лайăхлатма кунăн пĕрремĕш çурринче 20-30 грамм йÿçĕ шăккалат çителĕклĕ.

Чейе - пăрăç

Чей нумай ĕçме кăмăллакансем кофепе газировка юратакансенчен сайрарах чирленине палăртаççĕ. Паха симĕс чей клеткăсем ватăлассине вăрахлатать. Унта сахăр мар, пыл ярсан лайăхрах. Çавăн пекех çĕçĕ вĕçĕпе тÿнĕ хĕрлĕ пăрăç е мускат мăйăрĕ хушса ĕçни аван. Çак техĕмлĕхсенче япаласен ылмашăнăвне, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатакан, кăмăла çĕклекен капсаицин пур.

Хĕвелçаврăнăш

Унăн тĕшши клетчаткăпа тата нерв тытăмне пулăшакан фоли йÿçекĕпе пуян. Унсăр пуçне хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ларни те лайăх лăплантарать.

Çуллă пулă

Лососьпе селедка уйрăмах паха. Çак пулăсенче стресс тăшманĕсем шутланакан Д витаминпа омега-3 çуллă йÿçек нумай. Çуллă пулă çини пуç мимишĕн те питĕ усăллă, ку ăс-тăн çивĕчлĕхне лайăхлатма, склероз, Альцгеймер чирĕ аталанасран хÿтĕленме пулăшать тесе çирĕплетеççĕ финн ăсчахĕсем. Çуллă пулла вĕсем эрнере 3 хутран кая мар çиме сĕнеççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.