Поэзие юратакансем валли - уяв каçĕ

9 Дек, 2014

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртри шкулта "Марина Карягина вулавĕсем" конкурс иртнĕ.

Поэзи уявне Чăваш халăх артисчĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Валентина Смирнова, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Светлана Асамат, Владимир Алмантай тĕпчевçĕ, Сергей Мышев оператор тата ыттисем хутшăннă. Мероприятие Культура çулталăкне халалланă. Пухăннисене пĕлÿ çурчĕн директорĕ Алексей Логунов саламланă. Марина Федоровна тăван шкулта ирттернĕ çулсене аса илнĕ.

Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, хăнасем поэтессăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхнă, вĕрентекенсен концертне курса савăннă. Асăннă конкурсра кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 14 шкултан пухăннă утмăл ытла ача сăвă калас енĕпе тупăшнă. Пултарулăх ăмăртăвĕнче Алексей Федоров /Кивĕ Ахпÿрт/, Анжела Суркова /Кивĕ Ахпÿрт/, Виктория Елагина /Сăкăт/ çĕнтернĕ. Тури Туçа шкулĕнче 1-мĕш класра вĕренекен Ольга Виноградовăна вара Марина Федоровна хăйĕн кĕнекине алă пусса парнеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, кĕнекесемпе чысланă. Унтан хăнасем çепĕç юрă шăрантарса, шăхлич, купăс каласа савăнтарнă.

А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.