«Хыпар»

18 Янв, 2014

Ирхи кайăк тутă пулнине шута илсе Пичет çуртне çичĕ сехет те хĕрĕх пилĕк минут тĕлнех çитетĕп. Виççĕмĕш хута хыпаланса хăпаратăп та тĕлĕннипе тăп чарăнатăп. Тирпейлÿçĕ манран та маларах килнĕ иккен. Тин кăна çуса кайнă урай çап-çутă çуталать. Таса пÿлĕме пырса кĕме те кăмăллă! Мĕнех, "Паянхи кун ăнăçлă пултăрччĕ!"- тесе компьютер яратăп. Хроника пайĕнче ĕçленĕ май хаçатра усă курма юрăхлă, кирлĕ информацие пухатăп. Йĕпреçри тата Хĕрлĕ Чутайри корпунктсене шăнкăравлатăп, ĕçтешĕмсем Геннадий Кузнецовпа Юлия Мареева паянхи куна епле ирттерессипе, пире вырăнтан мĕнле материал ярса парассипе кăсăкланатăп. Çак тапхăрта "хыпарçăсем" пĕри те тепри ĕçе шавласа / эпир, журналистсем, шавлă та хаваслă халăх çав/ пырса кĕни илтĕнет.

Ĕç йĕркелÿçи Татьяна Тимукова хаçат тĕркисене йăтса килнине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Эпир кашниех ĕç кунне "Хыпарăн" çĕнĕ номерне пăхса тухнипе пуçлатпăр. Йĕркеллех "пиçсе" тухнă-и пирĕн "çимĕç". Сăн-сăпачĕ мĕнле пулса тухнă. Илемлĕн курăнать-и, интереслĕ вуланать-и, кăлтăк-йăнăш çук-и, пĕрле ĕçлекенсем мĕн кăсăкли çырса кăтартнă. - çак шухăшпа уçатпăр хаçат страницисене.

Акă ĕнтĕ "çывăрса юлнисем" те, "пăкка" лекнисем пăштик-пăштик сывласа чупса çитрĕç. "Ăв, ĕлкĕртĕмĕр!"- тесе пирĕнпе пĕрле тĕп редактор пÿлĕмне планеркăна кĕреççĕ. Планерка ... Хаçатçăсен тилхепи темелле пулĕ ăна. Сĕре пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл пирĕншĕн. Унта çĕнĕ номере палăртатпăр, Федор Чернов яваплă секретарь кам дежурнăй редактор пулассине, хаçата мĕнле материалсенчен калăплассине пĕлтерет. Алексей Петрович корреспондентсене ĕç хушать. Камăн - Правительство çуртне, камăн министерствăсемпе тĕрлĕ ведомство йĕркелекен мероприятисене каймалла. "Пысăк çурта" ытларах Николай Коновалова яраççĕ. "Публицист шухăшне" черетпе çыратпăр. Паянхи валли хатĕр ĕнтĕ вăл. Ăна хальхинче Геннадий Кузнецев Йĕпреçрен ярса панă. Кунсăр пуçне кашни журналист ятарлă страница уйăхсерен хатĕрлет.

Пирĕн ĕçри çĕнĕлĕх - материалсене маларах набор операторĕсем наборланă тăк, халĕ хамăрах "çапатпăр". Тĕп редактор хăй, унăн çумĕсем Михаил Арлановпа Геннадий Максимов пирĕн статьясене тепĕр хут пăхса тухса секретариата çитереççĕ. Федор Петрович вара вĕсене калăплав пÿлĕмне кайса парать. Хĕрсем компьютертан хăпмасăр кăлăк чăххисем пекех ĕçлесе лараççĕ. Кăнтăрла тĕлне малтанхи страницăсем калăпланса тухаççĕ. Вĕсене чăн малтан корректорсем Эльвира Иванова, Кристина Александрова тата Инна Егорова "тĕшĕлеççĕ". Редактор çумĕсем те, яваплă секретарь пăхса илмесĕр те май çук. Корректорсем тупнă йăнăшсене тÿрлетсе кăларнă хыççăн "полосасене" дежурнăй редактор патне пырса параççĕ. Юлашкинчен Алексей Леонтьев тишкерет. Капла шанчăклăрах. Çапла, темиçе алă витĕр тухать пирĕн хаçат!

Кун каçа миçе çын тĕпĕртетмест-ши "чун çимĕçĕ" вулакан патне çиттĕр тесе! Система администраторĕ Нина Иванова компьютерсем тĕрĕс-текел ĕçлеччĕр тесе хыпкаланать, набор операторĕсем редактор çумĕсем тупнă йăнăшсене тÿрлетеççĕ, штатра тăман авторсен статйисене наборлаççĕ, водительсем корреспондентсене районсене чипер илсе çитересчĕ, бухгалтерсем шалу вăхăтра парасчĕ теççĕ. Çапла, темĕнле профессиллĕ çын та тăрăшать редакцире. Çапах та чи кирли - журналист. Унсăр хыпар та тупăнмасть, репортаж та пулмасть, материал та çырăнмасть. Пирĕн ĕçе халĕ çĕнĕ йышши диктофонсем çăмăллатаççĕ. Чылай чухне хамăрăн "геройсене" хамăрах сăн ÿкеретпĕр.

Тепĕр чухне ирĕксĕрех шухăша путатăп, хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе материал çырмасть-ши мăнтарăн журналисчĕ. Вĕсене пухса, касса илсе пырас тăк - 130 сараппан çĕлетмелĕх те çитет пулĕ. Çын çÿреймен çĕре çитсе, ырă этем ывăлĕ курманнине курса мĕн кăна тÿсмест-ши. Чим, шухăш çăмхи Пичет çуртĕнчен "тухса" ирĕкелле кайма пуçларĕ мар-и. Таврана тахçанах хура чатăр карнă ĕнтĕ. Пирĕн хаçат "лаççинче" вара ĕç вĕресе кăна тăрать. Акă тивĕçлĕ темăсене çутатнă, йăнăшсене тÿрлетнĕ. Хатĕр номере типографие кайса пама та вăхăт... Станоксем хашлатса ĕçлеме, "Хыпарăн" çĕнĕ номерне пичетлеме тытăнчĕç. Кăмакаран пиçсе тухнă техĕмлĕ, вĕри çăкăрпа танах вăл пирĕншĕн. Харпăр хăй ĕçне юратаканшăн унран пахи çуках. Сехет çине пăхса илтĕм, 20 сехет те 15 минут. Киле кайма, ыранхи кун валли вăй пухма вăхăт çитрĕ.

Урамра вĕлтĕр-вĕлтĕр юр çăвать. Чунăмăрсем çĕкленÿллĕ. Вулакансем валли çĕнĕ хыпарсемлĕ çĕнĕ номер хатĕрленипе çĕкленÿллĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.