Налуксем: ÿсĕм пур!
Чăваш Енре кăçалхи 11 уйăхра мĕнпур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 31,7 млрд тенкĕ пухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 102,2%.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - асăннă виçере хушма хакран /30,6%/, уйрăм çынсен тупăшĕнчен /29,2%/, усламран /15,1%/, пурлăхшăн /12,5%/ илекен налуксен тÿпи курăмлă. Акцизсен пайĕ пысăк тееймĕн - 5,5%.
Федераци бюджетне 10,6 млрд тенкĕ хывнă - пĕлтĕрхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи виçен 105,2% чухлĕ. Территори бюджетне 21,1 млрд тенкĕ кĕнĕ, çулталăк каяллахи виçе 0,8% хушăннă. Çав шутра республика бюджечĕн тÿпи 16,6 млрд тенкĕпе танлашнă.
К.НИКОЛАЕВ.
Комментировать