«Самантăн» 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ.

28 Ноя, 2014

Хаваслине те, шухăшламаллине те тупать унта вулакан. Çырăнтару пирки те аса илтерет журнал.

«Иртнипе малашлăх чиккинче» ярăмра авалхи индоиранецсемпе чăвашсен культурисем çыхăнни пирки сăмах пырать. Аркаима кайса килнисене те сăмах парать журнал.

«Атăлçи мул-туприпе» кăсăкланакансем хальхинче Галактион Григорьев пуç касан пурнăçĕпе паллашĕç. Кстовăпа Сăр вăрри тăрăхĕнчи Фадеев сăрчĕсен вăрттăнлăхне пĕлĕç.

Ку номерте «Самант» хăни - Ольга Прохорова. Хĕр-упраçсен ун пек чипер те хÿхĕм пулас тесен - ÿркенмелле мар! Тар кăлармасăр чипер пулаймăн.

Илемлĕ литературăсăр пурнаймансем Светлана Асаматăн куçарĕвĕсене тата Ольга Австрийскăйăн «Чăлах пуканесем» калавĕн пуçламăшне вулĕç.

Юрату тĕнчин асамĕ пирки каламăпăр та: хăвăр вуласа пĕлĕр.

Тем те пур журналта! «Самантпа» тĕплĕн паллашаса шанатпăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.