"Вĕрентекен пур чухне вĕрен, студент!"
Нумаях пулмасть алла «Тăван Атăл» журналăн 2013 çулхи улттăмĕш номерĕ лекрĕ. Уйăхсерен тухса тăракан чăваш журналне вулама çав тери кăсăклă пулчĕ. Ман шутпа, унта паянхи чăваш литератури мĕнлерех çулпа аталанса пыни уçăмлăн йĕрленет. Журнал страницисенче çĕнĕ ятсене, çĕнĕ хайлавсене асăрхасассăн вара чун хĕпĕртет. Литература çулне тин çеç ура ярса пуснă пултаруллă маттурсем çуркунне çурăлакан папкасем евĕрех туйăнаççĕ мана. Вĕсен пултарулăхĕ малтанлăха пысăк шайрах мар пулин те, çапах вĕсенче пысăк шанăç.
Асăннă журналта Ольга Австрийская ятне асăрхарăм. Çивĕч ăс-тăнлă хĕр пĕрчи пултарулăхĕ пирки унччен те илтнĕччĕ, çавăнпа та çамрăк çыравçăн çĕнĕ хайлавĕпе хаваспах паллашма васкарăм. «Миххи пĕви» калавне вуласа тухнă хыççăн чунта ÿссе пыракан шанăç çĕнĕ вăй илнине тÿрех ăнланса илтĕм. Енчен те сăмах ăстисем хушшинче Оля пек ырă ĕмĕтпе çунакан, чунри тасалăха мала хуракан, çутă шанăçпа пурăнакан çынсем тупăнсан пирĕн литература малашлăхĕ тĕтреллĕ чатăрпа нихăçан та витĕнмĕ.
Ольга Австрийская (чăн хушамачĕ Иванова) – Вăрнар районĕнчи Пăртасра çуралса ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытать. Ольăн амăшĕ Ираида Федоровна Иванова та асăннă факультета пĕтернĕ (ун чухне - историпе филологи факультечĕ).
Пултаруллă хĕрĕн мĕнпур хайлавне вуласа тухнă хыççăн вăл калем тытсах çуралман-ши текен шухăш та пуçа килчĕ. Оля хăй «вăрттăн» пĕлтернĕ тăрăх вара, кукамăшĕ юмахсем каласа парса унăн çырас туртăмне вăратнă. Чи малтана калăпăшĕпе пысăках мар сăвăсемпе калавсем хайлама тытăннă вăл. 3-мĕш класра Ольăн хăйĕн кĕнеке ăсталас ĕмĕт çуралнă. Ÿркенмен хĕр пĕрчи тетрадьсенчен пĕчĕк кĕнекесем калăплама тытăннă. Вăл ÿкерме те юратнă. Çавăнпа та пĕрремĕш хайлавсемсĕр пуçне çак кĕнекесенче ÿкерчĕксене те курма май пур. Хăйне майлă ăсталанă пĕрремĕш кĕнеке «Чăх чĕппи» ятлă пулнă. Хăюлăх çитерсе хĕрача çак кĕнекене хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Елена Павловна Сергеевăна кăтартнă. Учитель Оля ĕçне ырланă, ăшă сăмахсем каласа малалла çырма хавхалантарнă.
4-мĕш класра Ольăн «Ачапча» хаçатра пĕрремĕш хайлавĕ - «Ухмах патша» юмахĕ - пичетленсе тухать. «Хаçат страницинче хамăн юмаха курсан мĕн тери хĕпĕртенĕччĕ», - аса илет пултаруллă хĕр. 6-7-мĕш классенче хастар Оля «Çĕнтерÿ çулĕ» Вăрнар район хаçатне сăвăсемпе юмахсем ярсах тăнă. Хайлавĕсем пичетленнине кура хĕрĕн çырас туртăмĕ вăйлансах пынă. Кĕтмен çĕртен алла гонорар илсессĕн хĕрача пушшех малалла талпăнма хавхаланнă. Пысăках мар укçа пулсан та, çапах хăв тăрăшнипе кăштах нухрат илме пултарни çав тери савăнтарнă ăна.
Университета вĕренме кĕрсен хĕрĕн çырас пултарулăхне Елена Петровна Чекушкина (Елен Нарпи çыравçă) аталантарса пынă. Ольăн хайлавĕсемпе статйисем «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тивлет», «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсенче тата «Тетте», «Самант» журналсенче пичетленме тытăннă.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕш курссем хыççăн Оля пĕрле вĕренекен хĕр тусĕпе «Тантăш» хаçат редакцийĕнче «çу каçнă», çырас ăсталăха якатса пынă. «Ыттисен ашшĕ-амăшĕ пулсан: «Хулара мĕн туса çÿрен, ялта пахча тулли ĕç!» - тесе вăрçатчĕç те пуль. Мана вара килтисем ятламан, ăнланма тăрăшнă. «Аталанма май пур чухне - аталан», - тенĕ кăна. Çавăншăн вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет», - каласа парать Оля.
5 курс вĕçĕнче Ольга Австрийская «Тантăш» хаçат редакцине ĕçлеме вырнаçать. Çапла майпа ача чухне çуралнă ĕмĕчĕ тулать хĕрĕн. Хăйĕн ĕçне вăл юратсах пурнăçланă, чун ыйтнипе çырнă.
Оля пĕр вăхăт «Тантăш» хаçатăн çамрăксен политикин пайĕн редакторĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл - Чăваш кĕнеки издательствинче ача-пăча литературин пайĕн редакторĕ. Кĕнеке издательствине куçсан хĕр-упраç малтан корректорта тăрăшнă. Çак ĕç Ольăна яланах кăсăклантарнă, анчах унăн яваплăхĕ те пысăк. Корректор ĕçне шахтер профессийĕпе танлаштарать вăл. «Шахтера çĕр пусарнă пек, корректора та йăнăшсем пусарса лартма пултараççĕ», - тесе асăрхаттарать.
Издательство хăйне евĕрлĕхĕсене хăнăхсан, ĕç юхăмне кĕрсе çитсен пултаруллă та тăрăшуллă хĕре редактор вырăнне шанса параççĕ. Михаил Мерченĕн «Вĕçсĕр çул», Альбина Юратăвăн «Туслă çемье», Светлана Гордеевăн вырăсла-чăвашла çырнă «Корзинка с грибами» («Карçинккари кăмпасем») сăвă кĕнекисене редакциленĕ вăл.
Шкул ачисемпе студентсене Ольга Австрийская уроксемпе мăшăрсенче тимлĕ пулма ыйтать, вĕрентекенсем панă пĕлÿ пурнăçра кирлĕ пулать тесе ĕнентерет. «Вĕрентекен пур чухне вĕрен, студент!» - çак канаша кашнин асра тытмаллине асăрхаттарать.
Ольга Австрийская калавĕсемпе сăввисенче тĕрлĕ тема çутатать. Пултарулăхне кăшăлласа тăраканĕ вара – кăмăл-сипет ыйтăвĕ. «Этемĕн мĕнле пулмалла, ырăпа усала мĕнле уйăрмалла, кăткăс пурнăçра хăв вырăнна еплерех тупмалла – çак ыйтусем хумхантараççĕ те ĕнтĕ мана», - палăртать Ольга Австрийская.
«Миххи пĕвви» фэнтезийĕ те çак шухăшсене çирĕплетет. Психологилле хайлав кашни вулакан чĕринче хăйĕн вырăнне тупать. Калавра дидактикăлăх та пур. Этемĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ усал ĕçсемпе хăйĕн чысне вараламалла мар тет автор. Таврара тискерлĕх алхассан та çав авăра лекесрен сыхланма тĕрек тупмаллах, усал вăй умĕнче халсăр пулмалла мар. «Миххи пĕви» фэнтези - пур ÿсемри вулакансемшĕн кăсăклă хайлав. Унта çĕкленнĕ кăмăл-сипет проблемисем яланах актуаллă.
Анастасия ВЛАДИМИРОВА
Комментировать