Курава Чăваш Ен те хутшăннă

6 Дек, 2014

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Пĕтĕм тĕнчери VIII «Раççей транспорчĕ» форума тата курава хутшăннă.

Куравра Чăваш Ен экспозицийĕ те пур. Вăл республикăн тĕп хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май Шупашкарти çул-йĕр строительстви тата реконструкцийĕ енĕпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарать. Çавăн пекех М-7 автоçулăн Чăваш Енри сыпăкĕн реконструкцийĕ çинчен калакан информаци те пур.

Форум программипе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев РФ транспорт министрĕ Максим Соколов инвестици, строительство тата транспорт компанийĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ ĕçлĕ апатланăва хутшăннă. Тĕлпулура транспорт сферине инвестицисем хывассин, патшалăх тата уйрăм çынсен компанийĕсен ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

И.СЕМЕНОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.