Президент Çырăвне хаклаççĕ

6 Дек, 2014

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн кăçалхи Çырăвне пĕтĕм тĕнчери политикăран, тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисенчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕн кăмăл-сипет хăвачĕ, патриотизмĕ мĕнешкел пысăккине палăртрĕ. Вырăс халăхĕ хăйне хĕсĕрлеме пуçласан яланах çĕнтернĕ.

Вăл Украинăри киревсĕр ĕç-пуç политика лару-тăрăвне кăткăслатни, Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешни çинчен каларĕ. Раççейĕн пĕтĕм халăхĕ çак икĕ регион суйлавне, Президент йышăнăвне ырларĕ.

Инвестицисене, уйрăм çын харпăрлăхне хÿтĕлессине, предпринимательсене хăйсен капиталне Раççее тавăрса легализацилеме май парассине шантарчĕ.

Владимир Владимирович рынокра ĕç вăйĕ кирли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, пысăк пĕлÿллĕ инженерсем кирлĕ. Çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарма пулăшĕ, мĕншĕн тесен пирĕн Анăçа пăхăннинчен тасалмалла - экономика санкцийĕсем çакна тума май парĕç.

Ку енĕпе эпир республикăра пысăк ĕç тăватпăр. Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери «Раççей электричество сечĕсем-2014» куравра пултăм - унта пирĕн чылай предприяти хутшăнать. Паян вĕсем тĕнче шайĕнчи компанисемпе тупăшма хатĕр. Инвестицисене çыншăн, интеллекта аталантарма хывмалла - çав çынсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсĕпе усă курса çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртчĕр.

Президент тĕрлĕ тĕрĕслев органĕсем предпринимательлĕхе аталантарма чăрмантарни çинчен те каларĕ. Коммерци организацийĕ 3 çул уççăн, вăрттăн схемăсемпе усă курмасăр ĕçлесе лайăх ят-сум çĕнсе илсен ăна 3 çуллăха тĕрĕслевсенчен хăтармалла - мана çак сĕнÿ уйрăмах килĕшрĕ. Паллах, ку механизма йĕркелемелле. Кам бизнес тытса пырса Раççей экономикине курăмлă тÿпе хывать - вĕсене çăмăллăхсем памалла: ыранхи куна шанчăкпа пăхчăр, хăйсен укçине аталанăва хывччăр.

Тепĕр тема - проектсем валли укçа уйăрасси. Паян банксем инвестици проекчĕсене укçапа пулăшасшăн мар. Проектсем валли кĕмĕл уйăрма йышăнсан, паллах, предприятисем, производствăсем, лайăх ĕç вырăнĕсем ытларах пулĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Раççей Президенчĕ тĕллевсене палăртрĕ, эпир вĕсене регионсенче бизнес-пĕрлĕхпе, общество организацийĕсемпе пĕрле пурнăçлăпăр.

 

Олег МАРКОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршывăн çывăх вăхăтри аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ: тĕнче политикин ыйтăвĕсенчен пуçласа халăхăн социаллă уйрăм ушкăнĕсен йывăрлăхĕсене татса парасси таран. Патшалăх хăрушсăрлăхне тата наци мăнаçлăхне хÿтĕлесси çинчен, «Раççей тĕнчешĕн, килĕштерсе ĕçлеме, чикĕ леш енчи инвестицисене явăçтарма уçă пуласси» пирки пĕлтерĕшлĕ сăмахсем янăрарĕç. Президент Çырура общественноçа хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕ, Украинăри тата çĕршыври, тĕнчери лару-тăрăва хак пачĕ. Манăн шухăшăмпа, социаллă политикăн тĕп çул-йĕрне палăртни те пĕлтерĕшлĕ - ку кашни çынна пырса тивет. Строительство сферинче те паха сĕнÿ пулчĕ: пĕрлехи техника заказчикĕн тытăмне туса хумалла, типлă проектсене, строительство документацине хатĕрлессипе, подрядчике суйлассипе çыхăннă ĕçе централизацилемелле. Çĕршыв Президенчĕн шухăшĕпе - çакă стройкăсен хакĕсен тĕрлĕлĕхне пĕтерме май парать. «Çакнашкал практика федераци бюджечĕн шучĕпе хăпартакан пĕтĕм объекта пырса тивмелле», - терĕ В.Путин, правительствăна паха сĕнÿсем тăратма сĕнчĕ.

 

Владимир ИВАНОВ, ЧР Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй:

- Çĕршыв Президенчĕ бизнес-пĕрлĕхĕн сĕнĕвĕсене илтрĕ. Предпринимательсем налук тытăмне çывăх вăхăтра улăштармалла мар тесе ыйтнăччĕ. Унта 4 çул улшăнусем кĕртмĕç тесе палăртрĕ вăл Çырура. Владимир Путин бизнесшăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр темăна та - тĕрĕслев-надзор органĕсем предпринимательсемпе ытлашшипех «кăсăкланни» - хускатрĕ. Президент бизнес-пĕрлĕхĕн пуçарăвне ырларĕ. Сăмах тĕрĕслевсен пĕрлехи федераци порталне туса хурасси пирки пырать, вăл РФ Генеральнăй прокуратурин официаллă сайтĕнче пулĕ ахăртнех. Кашни тĕрĕслеве уйрăм номер парĕç, эппин, ăна камăн пуçарăвĕпе ирттернине тата вăл мĕнпе вĕçленнине пăхма май килĕ. Çак меслет асăннă тытăма уçăрах тума пулăшĕ.

Тепĕр самант - Раççее право гарантийĕсемпе таврăнакан капиталсен тулли амнистине ирттерессипе çыхăннă сĕнÿ. Енчен те çын укçи-тенкипе пурлăхне Раççейре легализацилет-тĕк ăна уголовлă, административлă саккунсемпе «хĕсĕрлемĕç». Çакă лайăх сĕнÿ. Çырура, манăн шухăшăмпа, тĕп вырăнта - Президент Раççей гражданĕсене хăйсен пурнăçне, ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ сферине пултарулăхпа хаклама-çыхăнтарма чĕнсе калани. Хамăра хамăр улăштарсан çеç çĕршыва пĕтĕмĕшле улăштарма май килет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.