Суд умне 13-ĕн тăрĕç

2 Дек, 2014

Айăпланакансен 700 пин тенкĕ ытла укçине арестленĕ

Наркотиксемшĕн суд тенкелĕ çине харăсах çакăн пек пысăк ушкăн ларни республикăра халĕччен пулманччĕ-тĕр. Çак уголовлă ĕçпе 13 çын явап тытать.

Уголовлă кодексăн 210 статйипе пуçарнă, ĕçе суда çитернĕ тĕслĕхсем çĕр-шывĕпе те сайра теççĕ. Ку хутĕнче тĕп айăплав шăпах çак статьяпа та - çакна республикăри право хуралĕн органĕсен ĕçĕнчи пысăк ăнăçу тесе хаклани пĕртте ытлашши мар. Наркотик сутакансем Чăваш Ен ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен пайĕн оперативникĕсен куçĕ тĕлне пĕлтĕрех лекнĕ. Вĕсем тĕлĕшпе Наркотĕрĕслев службин те тивĕçлĕ информаци пуррине пĕлсен икĕ служба хайхи ушкăна сиенсĕрлетес енĕпе пĕрле ĕçлеме тĕв тунă.

Оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ май Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Хусан çыннисем Чăваш Енпе Тутарстан тĕп хулисенче тата Омскра Интернет урлă наркотик сутнин 59 тĕслĕхне çирĕплетнĕ. Тÿлеве вĕсем электрон мелĕпе йышăннă. Ухтарусем ирттернĕ май саккунсăр çаврăнăшран пакунлисем 1,2 кг ытла наркотик туртса илнĕ.

Чăннипех пысăк ĕç пурнăçлани куç кĕрет. Экспертизăсен шучĕ кăна - 170 ытла. Республика прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе ĕçе Шупашкарти Калинин районĕн судне тишкерме ярса панă ĕнтĕ. Прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - преступниксен пĕрлĕхĕн ертÿçи 21 çулти Алексей Самойлов тата унăн 21-28 çулсенчи 12 «ĕçтешĕ» кашнин айăпне кура УК 210 статйин 1-мĕш пайĕсĕр пуçне 228.1 статьян 4-мĕш пайĕпе /наркотик хатĕрĕсене саккуна пăсса хатĕрлени, сутни/, 174.1 статйипе те /преступлени туса пухнă укçана легализацилени/ айăпланаççĕ. Çак пĕрлĕх 2012 çулхи çурла уйăхĕнчен тытăнса 2013 çулхи çу уйăхĕччен наркотик сутса пĕтĕмпе 6 млн тенкĕ ытла услам илни паллă.

Палăртма кăмăллă: республикăри право хуралĕн органĕсем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çине тăрса кĕрешнине çирĕплетекен тĕслĕхсем татах пур. Нумаях пулмасть полици Шупашкарта Тутарстанри Çыранçи Чаллă çамрăкне тытса чарнă. Патруль пĕр картишĕнче ÿсĕр çын тем пытарнине асăрхаса сисчĕвленнĕ. Тĕрĕсленĕ те - «спайс» иккен. Туянаканни укçине Интернет урлă тÿленĕ ĕнтĕ, ку вара ун валли хайхи вăрттăн вырăна наркотик пырса хунă.

Ăна тĕрĕсленĕ май йĕркелĕх хуралçисем 28 çулти çамрăк çумĕнче наркотиклă хутăш тултарнă пĕчĕк 40 хутаç тупнă. Вăл тара илнĕ хваттере те ухтарнă. Унта çавнашкал тата 267 хутаçа тупнă - пĕтĕмпе «синтетика» текен 300 грама яхăн наркотик.

«Хăнасем» кăна мар, хамăрăннисем те ÿксе юлмаççĕ. Красноармейски районĕн полицийĕ, сăмахран, пĕр хуçалăхра саккуна пăсса кантăр çитĕнтернине тупса палăртнă. Полицие 43 çулти арçын час-часах наркотикпе минресе çÿрени пирки информаци çитнĕ. Тĕрĕслес тенĕ. Унăн пахчинче кантăрăн 305 тĕмĕ çитĕнет иккен! Ÿсен-тăран наркотиклă пулнине экспертиза çирĕплетнĕ. Арçыннăн çуртĕнче 80 грама яхăн наркотик тупнă. «Агроном» наркотиклă ÿсен-тăрана уйрăмах пысăк виçепе çитĕнтернĕшĕн явап тытĕ.

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.