Çемье - çĕршыв тĕрекĕ, пуласлăхĕ!

29 Ноя, 2014

Раççейре Амăшĕн кунĕ çывхарнă май Чăваш Енре çулталăкри чи пархатарлă конкурссенчен пĕрне пĕтĕмлетрĕç.

«Çулталăк çемйи - 2015» çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура саламлама республикăри паллă çынсем йышлăн пухăнчĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Игнатьевăпа, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева, ЧР Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Кислов тата ыттисем.

Ырă пуçарăвăн тăсăмĕ ырă пулнине шута илсе асăннă конкурсăн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçисене Адюковсемпе /Елчĕк районĕ/ Фунтиковсене /Шупашкар хули/ «Атăлçири ăнăçлă çемье - 2014» фестивальте республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕшĕн, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕшĕн Алла Самойлова тав турĕ, ЧР Пуçлăхĕ ятран паракан сехечĕпе наградăларĕ. Любовь Адюкова, виçĕ ачаллă çемье ăшшин управçи республика ертÿлĕхĕ нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿме тăрăшнине, çакнашкал конкурссене хутшăнса хăйсен çемйинчи туслăх тата çирĕпленнине палăртрĕ.

«Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнакансен хушшинче чăннипех мăнаçланмалли çемьесем йышлансах пыни савăнтарать. Ахальтен мар тĕп çĕнтерÿçĕсĕр пуçне тĕрлĕ номинацире мала тухнисене чыласси йăлана кĕчĕ. Тĕплĕн тишкернĕ-тĕпченĕ хыççăн чи ĕçченнисен йышĕнче жюри Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнчи Михайловсене уйрăммăн палăртрĕ. Социаллă яваплăха пуринчен ытла туякан çемье ятне кăçал Улатăр тăрăхĕнчи Алтышево поселокĕнче пурăнакан Володинсем илчĕç. Пултарулăх ĕçĕпе палăрса тăракан çемьесене хакланă май конкурс йĕркелÿçисем Шупашкар хулинчи Мускав районĕнче тĕпленнĕ чăваш çемйине - Ивановсене - çитекенни пулманнине çирĕплетрĕç. Каласа хăварма кăмăллă, 6 ачаллă хастар çак çемьен кил хуçи мăшăрĕ - Эльвира Анатольевна - пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн шеф-редакторĕ. Мăшăрĕ Илья Арсентьевич та «Хыпаршăн» ют çын мар, хăй вăхăтĕнче тĕп редактор заместителĕнче ĕçленĕ. Ăшпиллĕ çак мăшăра мал туртăмлă пепкисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме малашлăхра ăнăçу сунатпăр.

«Чи туслă çемье» ята конкурса хутшăннă Çĕмĕрле хулинчи Нестеренкăсен нумай ачаллă çемйи тивĕçрĕ. Спорта юратакан кил-йышсене палăртнă май Комсомольски тăрăхĕнчи Хирти Ĕнелти сатур Прокопьевсем чи маттуррисем пулнине пĕлтĕмĕр.

Йăлана кĕнĕ конкурсăн çĕнтерÿçисене чысласси Амăшĕн кунĕ умĕн иртнĕрен унăн девизĕ хăйне евĕр янăрарĕ, «Хĕрарăма - нумай ача амăшне - мухтар!» «Çулталăк çемйи -2014» конкурсăн çĕнтерÿçисем çул çитмен 9 /!/ ачаллă Егоровсем пулса тăчĕç. Коми Республикинче çуралнă Марина Анатольевнăпа Алексей Леонидович Шупашкар хулинче тĕпленсе çакнашкал пысăк йăва çавăрни - хăюллă та пархатарлă утăм. Мĕнле çитĕнÿсемпе палăрса тăрать-ха çемьере кашни, конкурс йĕркелÿçисене мĕнпе тыткăнлама пултарнă çак çемье. Кун çинчен, вулаканăм, хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче каласа кăтартăпăр.

Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.