Çулталăка пĕтĕмлетрĕç, хăйсен тĕллевне пĕлтерчĕç

29 Ноя, 2014

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн 21-мĕш конференцийĕнче пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕчченхи тапхăрти ĕç-хĕле тĕплĕ тишкерчĕç тата регион политканашĕн йышне çĕнетрĕç.

Конференцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Делегатсемпе чĕннĕ хăнасен умĕнче каланă сăмахĕнче Михаил Васильевич партин Чăваш регион уйрăмĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывнине, хăйĕн усăлăхне сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетнине палăртрĕ.

Вăл хăйĕн сăмахĕнче республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕ ÿссе пынине, пирĕн пата ют çĕршывсенчи сумлă инвесторсем килнине, çитес çул вĕсем кунта çĕнĕ производство предприятийĕсем уçассине, çав май пысăк шалуллă ĕç вырăнĕсем пулассине çирĕплетрĕ.

Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсене Чăваш Енри çынсен тулăх пурнăçĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕ.

Тĕп доклада «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов турĕ. Николай Владимирович партин сумĕ паянхи кун нихçанхинчен те пысăкраххине палăртрĕ. Çакна кăçалхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ суйлавăн пĕтĕмлетĕвĕ те аван çирĕплетет. Регионсенче пĕтĕмпе тенĕ пекех парти сĕннĕ кандидатурăсемшĕн сасăланă. Çакă мар-и-ха партин шанчăклăхĕн статусне кăтартакан тĕслĕх?

Кăçалхи çул политикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе палăрса юлать. Çитес çулта та вĕсем йышлă пулĕç. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли - Чăваш Республикин Пуçлăхне пĕтĕм халăхпа сасăласа суйласси. Хальлĕхе çак йывăр çĕклеме хăй çине тиеме хатĕр çынсен ячĕсем паллă мар-ха. Вĕсем, çакнашкал хастарсем, пĕрре çеç мар, иккĕ çеç те мар, тен, ытларах та пулĕç. Демократи хуçаланакан çĕршывра çапла пулмалла та. Хăйĕн черетлĕ конференцийĕнче «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку тĕлĕшпе уçăмлăн çакна пĕлтерчĕ: пĕрремĕшĕ, паянтан пуçласа асăннă уйрăм Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлассипе çыхăннă кампание хутшăнать* иккĕмĕшĕ - «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ çитес суйлавра республикăмăрăн ку чухнехи Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев майлă пулĕ /енчен те, Михаил Васильевич, хăйĕн кандидатурине Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратма килĕшсессĕн/. Çак питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ шухăша конференци делегачĕсемпе хăнисем алă çупса ырларĕç. Николай Малов шухăшĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти, унăн Чăваш Енри пĕр шухăшлă команди, 2015 çулти темле йывăр тĕллеве те пурнăçа кĕртме пултарĕ.

Уставпа килĕшÿллĕн конференци делегачĕсем регион политканашĕн йышне çĕнетрĕç, хастар ĕçпе палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.