Пÿрт тума патшалăх пулăшать
Вăл хăш категорисене тĕрев парать? Хулапа ял çыннисем мĕнле программăсемпе усă курма пултараççĕ? Çурт-йĕр строительстви ăçта лайăхрах аталанать?
Ял-хулари çамрăк çемьесене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекен çемьесене çурт хăпартма е пурăнмалли вырăн туянма укçа /социаллă тÿлев/ уйăрать. Кăçал 800 ытла çемье ыйтăвне татса пама бюджетра 550 млн тенкĕ палăртнă.
Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн уйрăм çурт çĕклеме е хваттер илмешкĕн паракан 10 çуллăх ипотека кредичĕн проценчĕн ставкин пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен хыснинчен субсиди уйăраççĕ. Паянхи кун тĕлне çак йĕркепе 2,9 пин çемье усă курать. "Хыпара" вулакансем ашшĕ-амăшне çухатнă тăлăхсем, 5 е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен хваттер е уйрăм çурт тара илнине пĕлеççĕ-тĕр. Тивĕçлĕ тытăмсем вĕсемпе килĕшÿ çирĕплетеççĕ. Кăçал 400 тăлăха, нумай ачаллă 60 яхăн çемьене пулăшма хыснаран 430 млн тенкĕ куçараççĕ. Пĕлтĕр хула-ялти 5,3 пин çыннăн пурăнмалли вырăнне лайăхлатма тÿлевпе тивĕçтернĕ. Кăçал унпа 5,7 пинĕ усă курĕ.
Çÿлерех асăннă программăсем пурте ял çыннисене пырса тивнине тепĕр хут палăртатăп. Вĕсемсĕр пуçне 2003 çултанпа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" саккунĕ ырлăх кÿчĕ. Кăçал унăн ятне çеç улăштарчĕç: "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта яла ÿсĕмлĕн аталантарасси". Ку саккунпа 10 çулта ялти 4369 çемье, çав шутра 1475 çамрăк çемьепе специалист, пурăнмалли вырăна лайăхлатнă. Уйрăммăн илсен пĕлтĕр программăна 237 çемье, ку шутра 136 çамрăк çемьепе специалист, хутшăннă. Кăçал унта 231 çемьене, ку шутра 115 çамрăк çемьепе специалиста, явăçтараççĕ.
Пурăнмалли çуртсем /вăл шутра ĕçлесе илекен тупăшпа перекетлĕ усă куракан çемьесем валли/ çавăрма лаптăксем республикăри çын йышлă пурăнакан кашни хуларах пур. Вĕсене çурт проектне хатĕрленĕ чухнех уйăраççĕ. Хваттер чи нумай тăваканни - Шупашкар. Ĕçе Шупашкар районĕнчи Ăстакасси, Пĕчĕк Аначкасси, Явăш, Станьял, Кайри Ункăпуç ялĕсен таврашĕнче, Муркаш районĕнчи Катькас çумĕнче аван йĕркеленĕ.
Шупашкарта федераци харпăрлăхĕнчи 6,3 гектар çĕр çинче пурăнмалли çуртсем тунине тата çак тĕллевпе 16,8 гектара ĕçе кĕртессине палăртас килет. Малашне тĕп хулара вĕсене кивĕ те юхăнчăк çуртсене пăснă, промышленноç предприятийĕсен санитари-хÿтĕлев тĕллевĕллĕ лаптăксенче çĕклесшĕн. Çавăн пекех Атăл тăрăхĕнче, хулан хĕвелтухăç тăвайккинче, Б.Хмельницкий урамĕнче, сад юлташлăхĕсен вырăнĕсенче, Чантăр ялĕпе Завражнăй салинче, Шупашкар тулашĕнче - хĕвелтухăçĕпе кăнтăр-хĕвеланăçĕнче - строительство тăсăлĕ. Кĕскен, тĕп хулан тĕллевне пурнăçлама лаптăк çителĕклĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта та вырăн çук тенипе килĕшместĕп. Акă вĕсем - хулан çурçĕр тата çурçĕр-хĕвеланăç пайĕнчи I, II тата III микрорайонĕсем /Совет урамĕн тăсăмĕ/, IX микрорайон /Воин-интернационалистсен урамĕ/, хулапа юнашар Арккассипе Оппукасси ялĕсен /Шупашкар районĕ/ таврашĕ.
Чăн та, Çĕмĕрлере лаптăк çителĕксĕр. Хулапа юнашар, Çĕмĕрле ялĕн çумĕнче, пурăнмалли çуртсем тума 50 гектар уйăрма пăхнă. Çĕр проектне çирĕплетнĕ.
Олег МАРКОВ,
ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ
Комментировать