«Ĕç ветеранĕсем», çулталăка хаклакан процентсем...
Тата - хаçат-журнал çырăнтарассин йывăрлăхĕсем
Отпускра пулнă май республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн каласа памалли те, сÿтсе явмалли те самаях капланнă ахăр - Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличченхи калаçăвах вăраха кайрĕ.
Михаил Васильевич чи малтанах хăйĕн çĕнĕ указĕсем пирки каларĕ. Пĕрне алă пуснă, теприне алă пусма хатĕрленет-мĕн. Вĕсен тулли тексчĕсем хаçатра пичетленнине кура пĕрремĕшĕ пирки чарăнса тăма кирлĕ мар-тăр, иккĕмĕшĕ тĕлĕшпе вара сăмах пуçарни вырăнлă. Калаçу «Ĕç ветеранĕ» ят пирки. Халĕччен ăна арçынсене ĕç стажĕ 45 çул пулсан панă, хĕрарăмсене - 40 çулшăн. М.Игнатьев çынсем çак çулсене чакарма чылайранпа ыйтнине аса илтерчĕ. Сахал-и, нумай-и - хисеплĕ ятшăн 1,1 пин тенкĕ хушăнать вĕт. «Эпĕ чакармăпăр тесе нихăçан та каламан, экономикăри, ытти енĕпе лару-тăрăва кура ыйтăва татса парăпăр тенĕ. Халĕ тÿлев валли укçа çăлкуçĕ те тупăнчĕ...» - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. Çав укçа бюджетра патшалăх служащийĕсене субсиди тÿлемешкĕн пăхса хăварнăскер иккен - 35 млн тенкĕ. Депутатсем ăна чиновниксем валли мар, шăпах ветерансем валли тăкаклама сĕнеççĕ.
Çулсене чакарнине кура «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçекенсен йышĕ 10 пин çын патнелле пулать. Хĕрарăмсем çак ята 37,5 çул стаж пулсан илĕç, арçынсем - 42,5 çулшăн. Çапла вара унчченхи «ценз» 2,5 çул чакать. Правительство ертÿçи Иван Моторин, парламент спикерĕ Юрий Попов çак утăма ырласа хăйсен шухăшне палăртнă хыççăн Михаил Васильевич татăклăн пĕлтерчĕ: лару хыççăн указа алă пусатăп. Чăн та, хатĕрленÿ валли вăхăт кирлине кура унăн хайхи çулсене чакаракан пункчĕ çитес çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.
Отпуск хыççăнах Мускавра тĕлпулусем ирттернĕ май М.Игнатьев унта Раççей Президенчĕн паллă указĕсене пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен доклад туни çинчен пĕлтерчĕ. Педагогсен, врачсен шалăвĕ тĕлĕшпе республика хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене кăçал туллин пурнăçланă: врачсен ĕç укçи, сăмахран, 31 пин тенкĕ урлă каçнă, садиксен воспитателĕсен 19,1 пинрен иртнĕ. Бюджетра çав тÿлевсем валли çирĕп виçесем пăхса хăварнă май халĕ ĕç паракансен тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: çитменнине шалти çăлкуçсен шучĕпе тивĕçтермелле. Садиксем тенĕрен, федераци бюджетĕнчен çĕннисене тума тата 10 млрд тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ, унта Чăваш Ен тÿпи те пулĕ.
Михаил Васильевич экономика отраслĕсенчи лару-тăрупа кашни министра сăмах парса пайăррăн кăсăкланчĕ. Иван Моторин палăртнă тăрăх - «промышленноç производствин индексĕ кăçал 104% танлашмалла, çак кăтартăва пурнăçласса шанатăп». Строительствăри 102% танлашакан прогноз ЧР Пуçлăхне тивĕçтермерĕ, унта хывнă кашни тăваттăмĕш тенкĕ бюджет уйăрнă укçа пулнине палăртса вăл асăннă кăтарту пысăкрах пулмаллине асăрхаттарчĕ. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ вара курăмлăрах - ÿсĕм 105% пуласса кĕтеççĕ. Шел, ÿсен-тăран çитĕнтерес тĕлĕшпе савăнмалли нумай мар, çĕрулми лаптăкĕсем чакни çак кăтартăва пушшех аялалла туртать, çапах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ÿсĕмлĕ пулмалла - 107,5%. Çакна Михаил Васильевич «лайăх» тесе хакларĕ.
Потребитель рынокĕ пирки калаçу пуçарнă май вăл алкоголь суту-илĕвĕ тĕлĕшпе йĕрке тумалли пирки çирĕппĕнех каларĕ: «Паян рынокра кĕленчи 60-70 тенкĕ тăракан эрех те пур. Сутуçăсем хăйсен хакне хушаççĕ-ха, анчах вăл пурпĕр саккунлă эрехрен йÿнĕрех».
Ипотека кредичĕсем тĕлĕшпе кăтартусем савăнмалăх пур - вĕсем çуллен ÿссе пыраççĕ. 2011 çулта, сăмахран, çынсем 5,9 пин ипотека кредичĕ илнĕ, кăçал вара вĕсен шучĕ 10 пинрен те иртмелле. «Хваттерсем çителĕклĕ-и?» - ыйтрĕ М.Игнатьев Строймин ертÿçинчен. «Çитеççĕ», - пулчĕ хурав. «Çитмесен, астăвăр, хăвăрăн хваттерĕре сутма тивĕ», - асăрхаттарчĕ Олег Маркова ЧР Пуçлăхĕ.
Юлашкинчен Михаил Васильевич РФ Правительствин вырăнсенчи влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕшĕн грантсем парасси çинчен калакан хушăвĕ тухни çинчен пĕлтерчĕ. Чи пысăк виçене Тутарстан илет - 216 млн тенкĕ. 14-мĕш вырăн йышăннă Чăваш Ене - 165 млн тенкĕ. «Ку укçапа Шупашкарта лайăх садик тăвăпăр», - терĕ М.Игнатьев пурне те ĕçшĕн тав тунă май. Çийĕнчех кăсăкланчĕ: садик ăçта пулассине палăртнă-и? Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов тĕп хула администрацийĕпе «Богданкăпа» çыхăннă варианта тишкерни пирки пĕлтерчĕ те - Шупашкар мэрĕ Алексей Ладыков сăмах хушрĕ: «Çав вырăнта хатĕр ача сачĕ туянасшăн. Ăна хута ямалли вăхăт - кăçалхи декабрь...» Ку пĕлтерÿ Михаил Васильевичшăн та кĕтменлĕх пулчĕ-тĕр. Çавна май вăл ыйтăва васкамасăр, тĕплĕ шухăшласа татса пама сĕнчĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусен тишкерĕвĕ пирки калас тăк - ларура уполномоченнăйсен институчĕ çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртнине асăнмалла. Малашне вĕсен айăпланакансемпе, юсанмалли учрежденисен ристанĕсемпе пĕр чăрмавсăр курнăçмалли полномочисем те пулĕç. Муниципалитетсене культура объекчĕсене тĕпрен юсама укçа парассипе çыхăннă ыйту та тавлаштармарĕ. Халĕччен укçана проектсен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх панă, малашне вара пурăнакан çынсен шутне кура уйăрĕç. ЧР Общество палатин аппаратне туса хурассине çирĕплетрĕç - вăл декабрьтенех ĕçлеме пуçлать.
Шкулсен спорт залĕсене юсама Мускав хушма укçа уйăрни те - ырă хыпар. Çакă ЧР Пуçлăхĕ РФ вĕренÿ министрĕпе курнăçнин кăтартăвĕ иккен. «Ливанова эпир Шупашкарта спорт форумне мĕнлерех шайра ирттерни килĕшнĕ, çавăнпа пулăшать», - пĕлтерчĕ М.Игнатьев. Çавна май тата 14 спортзала юсама хушма укçа килнĕ.
Ларура вице-премьер - информполитика министрĕ Александр Иванов хăй ертсе пыракан министерство ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Каласа памалли нумай: патшалăх влаçĕн порталĕн ăнăçлă ĕçĕнчен пуçласа патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿрессине йĕркелени таранах. Республикăра кашни 100 кил-хуçалăх пуçне 80 компьютер тивет. Шел те, ялсен 58% паян та «широкополосный» текен Интернетпа усă кураймасть. Çийĕнчен ПК спикерĕ Ю.Попов районсенче наци телекуравĕн кăларăмĕсене пăхайманни пирки каларĕ. Эппин, ĕçлемелли пайтах. НацТВ тенĕрен, вăл проводсем тăрăх эфира тухать. Спутник урлă ĕçлеме тытăнас - пысăк укçа кирлĕ, 100 млн тенкĕ...
Пичет кăларăмĕсем пирки те тĕплĕ калаçу пуласса кĕтнĕччĕ те - шел, тÿрре тухмарĕ. Министр Раççей почти субсидисене пăрахăçланă хыççăн хаçат-журнал çырăнтарасси йывăррăн пыни, ку енĕпе вырăнсенчи влаçсемпе çыхăну тытса ĕçлени пирки каларĕ-ха, çапах пичет пресси чăннипех йывăрлăхра пулнине республика Пуçлăхне «илттереймен» пек туйăнчĕ. Михаил Васильевич хаçатсем Интернет тарăн тымар ярайман ялсенче пушшех информацин тĕп çăлкуçĕ пулнине, çитес çул суйлав çулталăкĕ пулнă май тĕрлĕ суя-элек саракан кăларăмсем вăй илме пултарассине палăртрĕ пулин те республика шайĕнчи хаçат-журнала пайăррăн пулăшас тени илтĕнмерĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать