«Хуняма» валли - «Ылтăн кĕрÿ»

27 Ноя, 2014

ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов режиссер Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче лартнă спектакльсене аса илетĕп: "Ылтăн кĕрÿ" камит йышшисем вĕсен йышĕнче сахалччĕ. Мĕншĕн сăмах тапратрăм-ха? Çак кунсенче асăннă театрта шăпах çак спектаклĕн премьери иртрĕ.

Ăна шăпах Вячеслав Оринов лартнă. Ун ячĕ пьеса авторĕсен йышĕнче те пур. Тепĕр авторĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Пăртта.

Ашшĕпе амăшне ачисен пуласлăхĕ канăç паманнине пурте пĕлеççĕ. Ача чух - пĕчĕк хуйхă, пысăклансан - пысăкки. Чун тĕпренчĕкĕсене качча парас-авлантарас тапхăр çитсен ыйхă та вĕçет. Вуншар ыйту канăçсăрлантарать. "Хуняма" тапхăрне "ылтăн кĕрÿпе" кĕнине мĕн çиттĕр.

Спектакльти тĕп персонажсем - Александр Петровичпа Борис Васильевич. Вĕсене çыхăнтараканни чылай: иккĕшĕ те - предприниматель, сумлă çынсем. Хĕрĕсем ÿссе çитнĕ. Каччисем те явăнсах çÿреççĕ. Вĕсен хутшăнăвне пула тĕп вăрттăнлăх çиеле тухать... Ăна спектакле пăхсан пĕлĕр. Сăмах паратăп: кичем пулмĕ. Тĕп сăнарсенче - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Владимиров /Александр Петрович/, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Дмитриев /Борис Мокроусов/, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Зайцева-Ильина /Галина/, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ирина Архипова / Зина/, ыттисем.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.