«Симĕс ылтăн» тивлетне курăпăр-ши?
Хăмла йăранĕсене пĕр шелсĕр тăпăлтарнăран чапĕ каяймарĕ инçете
Чăваш парламентĕнче Виктор Ильин депутат хăмла ыйтăвне çĕклесе тĕлкĕшекен кăвайта вут хучĕ пулас: пурте сÿтсе яваççĕ. Тĕрĕссипе ним çĕннине те каламарĕ. Çирĕм çул ытла сÿпĕлтететпĕр - уççи-хуппи курăнмасть. Нумай пулмасть Германире Берлин стенине аркатнăшăн М.Горбачева чысларĕç. Эрех-сăрапа кĕрешнĕ саманара пирĕн хăмла вырăнĕсене пĕтернĕшĕн ăна тав тумалла-и? Республика гербĕнче хăйĕн вырăнне тупнă çак ÿсен-тăран пĕлтерĕшĕ нумай чакрĕ. Тăватă-пилĕк хуçалăхсăр пуçне ыттисем унпа аппаланмаççĕ. Килте лартса тăваканни те сайра.
Аталану тапхăрĕ
Ĕлĕк-авал чăваш вăрманта хăмла пуçтарнă. Каярахпа килти пахчара ÿстерме тытăннă. Ытларах тури чăвашсем çитĕнтернĕ. Тăпрана çуллен тислĕк хывнă, кăпкалатнă, хфунава 5-6 метр вăрăмăш шалча тавра явăнтарнă. Шупашкар тата Чикме уесĕсенчи хресченсем сутмалăх та туса илнĕ. 500 тĕм лартса ÿстерекенсем пулнă теççĕ. Çирĕп хуçа управ хуралти те çĕкленĕ. Тасатса типĕтнĕ хыççăн продукцие Çĕпĕре тата Çурçĕре кайса сутнă. 1880-1890 çулсенче Петров-Разумовăн ял хуçалăх академийĕ пирĕн вулăссенче лартма çĕнĕ сортсем сĕннĕ. Вĕсене Баварирен те илсе килни паллă. Мускавпа Питĕрте сутă туса курнисем Англиех çитнĕ. «Симĕс ылтăнпа» пуйнисенчен чи малтан Родновсен, Шумиловсен йăхĕсене асăнаççĕ.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи умĕн пирĕн тăрăхра хăмла 1,5 пин гектар йышăннă. Ун хыççăн лаптăкĕ тăватă хут чакнă. Совет саманинче çак отрасль хăвачĕ çулсерен ÿснĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Красная Чувашия» колхозри Г.Иванов ертсе пынă хăмлаçăсен бригади СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл медальне çĕнсе илни - пысăк çитĕнÿ.
1965 çулта хăмла лаптăкне 1,8 пин гектара çитернĕ. 1970 çулсенче «симĕс ылтăнпа» ĕçлекен ятарлă 14 хуçалăх йĕркеленĕ. 235 колхозпа совхоз патшалăх пулăшăвне туйсах тăнине палăртасшăн. Паян шăпах çав çитмест.
1985 çул - отрасль аталанăвĕн чи вăйлă тапхăрĕ. «Чăвашхмельпром» трест чикĕ леш енче хăмла татса тирпейлекен комбайнсем туяннă. Пĕтĕмĕшле лаптăк 3,5 пин гектартан иртнĕ. Куславкка районĕнчи «Волга», «Аниш», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Эльбарусовский», «Звезда», Вăрнар районĕнчи «Агрохмель», Етĕрне районĕнчи «Выльский», «Ленинская искра» хуçалăхсем хăмларан пысăк тупăш илнĕ.
Халăха урăлтарассишĕн кĕрешнĕ М.Горбачев йышăнăвĕ ял хуçалăхне пысăк сиен кÿчĕ. Кăнтăрти иçĕм çырлин тата хăмла пахчисене чĕртсе тăратма нумай çул кирлĕ. Совет саманинче Чăваш Ен çуллен патшалăха 2-2,5 пин тонна типĕ хăмла хатĕрлесе панă. Çĕршывра туса илнин 83-85 проценчĕ!
Камăн хăмли пахарах?
Пирĕн хăмла ют çĕршвсенчипе танлашаймасть текен шухăш ăс-тăна кĕрсе ларнă та - пахалăх çинчен калаçу пуçарсанах тавлашу çуралать. Сивленине йышăнсан ÿсен-тăран селекцийĕпе кирлĕ пек ĕçлемен пек пулса тухать. Каçарăр та, мĕн пуррине йăлтах аркатрăмăр мар-и? Каялла чакасси Çĕрпÿри чиперех ĕçленĕ хăмлан ăслăлăх тĕпчев институтне хупнинчен пуçланчĕ. Раççей ăслăлăх академийĕн тÿнтерле йышăнăвĕпе пирĕн Правительство ертÿçи Н.Суслонова килĕшнĕ, 111-мĕш хушупа килĕшÿллĕн институтран, отрасльти пĕртен пĕр тĕпчев учрежденийĕнчен, çичĕ çын ĕçлекен пай кăна хăварнă. Специалистсем питĕ кăмăлсăрччĕ, вĕсен хутне кĕрекенсем Шупашкарта митинг та пухрĕç. Кăлăхах. «Çÿлтисем» халăх сăмахне хăлхана чикмерĕç.
Отрасль нуши-терчĕ Чăваш Ене çеç пырса тивмерĕ. Алтай крайĕнче, Удмуртире, Рязань облаçĕнче хăмла нумай туса илнĕ. Селекционерсем урпан çĕнĕ сорчĕсене сăнаса пăхнă. Асăннă регионсенче "симĕс ылтăнпа" ĕçлекен ятарлă хуçалăхсене пĕтерсе, ăста кадрсене урама кăларса ярса тĕрĕсех турĕç-ши? Производство технологине упраса хăварнă пĕртен-пĕр кĕтес - чăваш хутлăхĕ. Апла пулсан мĕн аркатайманнине сыхласа хăварасси çинчен шухăшламалла.
2012 çул вĕçĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ иртрĕ. Николай Ванеркин депутат çивĕч калаçу пуçарчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - икĕ çул каялла пуçтарса кĕртнĕ хăмла сутăнса пĕтмен, складсенче çĕрет. Пахалăхĕ начаррипе туянакан çукпа пĕрех. Олег Мешков депутат çапла каларĕ: "Хăмла хакне патшалăх йĕркелесен лару-тăру кăштах улшăнĕччĕ". ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов шухăшĕпе те килĕшмелле. Ку тарана çитсе продукцие вырнаçтарассипе тĕллевлĕн ĕçлемен, маркетинг служби питĕ вăйсăр. Республика тулашне чĕртавар ăсатас йăларан ниепле те хăпаймастпăр. Ăна пĕтĕмпех вырăнта тирпейлесе хатĕр продукци туса кăлармалла, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатмалла.
ЧР ертÿçисем хăмла отрасльне ура çине тăратассишĕн нимĕн те тумаççĕ тени тĕрĕс мар. 2013 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Федераци Пухăвĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулнине пресса анлăн çутатрĕ. Вăл кунсенче Раççей тĕп хулинче Чăваш Республикин презентацийĕ иртрĕ. Сенаторсем ăна лайăх хак пани пирĕншĕн паха. Чăваш делегацийĕ юрлама-ташлама кайман. Влаçрисем валли ĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлени кăмăла кайрĕ. Вĕсенчен пĕри - хăмла туса илессине ÿстересси, ăслăлăх-тĕпчеве анлăлатасси. Матвиенко отрасле пулăшмасан кайран сыватаймассине ăнланнă пек туйăнчĕ. Шел те, РФ Ял хуçалăх министерстви енчен татăклă утăмсем кĕтсе илеймерĕмĕр. Тен, эпир патшалăх укçине пайланă чухне ăна тивĕçтерекен бизнес-проектсем тăратман?
Раççейри сăра завочĕсене çулталăкра 9 пин тонна хăмла кирлĕ. Импорт шайĕ 60-70 млн долларпа танлашать. Чăваш хыснине кĕмелли укçа! Чи йÿнни - Китай хăмли. Америкăпа Германи пĕтĕм тĕнчери "симĕс ылтăнăн" 60 процентне параççĕ. Кама, мĕн хакпа сутмаллине маларах сăмах татнă. Тĕнче суту-илĕвĕнче чăвашсене пăрса хăварнă. 2000 çулсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Хăмла, урпа салачĕ тата сăра" куравсем иртнине астăватăр-и? Эпир тĕнчери хăмлаçăсен ассоциацине те кĕнĕччĕ. Раççейри ассоциаци штаб-хваттерĕ Мускавра мар, Шупашкарта! Çак пулăмсем çинчен нивушлĕ пулса иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет?
Çÿлеллех кармашать Айдак хунавĕ
Аркадий Айдакăн çутçанталăкпа шайлашуллă пурăнма вĕрентекен, этем чунне йĕркелекен философийĕ çинчен хаçатра пĕрре çеç мар çырнă. Етĕрне районĕнчи Тури Ачак тăрăхĕнче пулса курнисем тавралăх ырлăхĕпе киленеççĕ. Чăвашăн маттур Ывăлĕ хăмла тухăçĕпе те палăрнăччĕ. Çак культурăна малашне те çитĕнтерессишĕн тăрăшать хальхи ăру. Укăлчаран тухсанах - хăмла пахчи. Лаптăкĕ 40 гектара яхăн.
Хуçалăх тилхепине тытнă Валерий Герасимов кăçал тырпула вăхăтра, тирпейлĕ пухса кĕртни çинчен каларĕ. Хăмла тухăçĕ те начар мар. "Сутассипе чăрмав çук-и?" - кăсăклантăм эпĕ. Çапла хуравларĕ: "Туянаканни пур, килĕшÿсем тунă. Хакĕ калаçса татăлнă тăрăх. Йăрансене çĕнетессипе малалла ĕçлетпĕр. Хăмла плантацийĕнче 30-40 çул пилĕк авакансем пур. Вĕсене вĕрентме кирлех-ши? Влаç йĕркеллĕ аталанма майсем туса парсан Аркадий Павлович ĕçне-хĕлне сÿнме памăпăр".
Республикăри "Хмельпром" акционер обществин тĕп директорĕн Нина Горлановăн шухăшне пĕлес килчĕ.
- Чăваш хăмли кăткăс тапхăра тÿссе ирттернине пĕлетĕр,- терĕ вăл.- Унпа ĕçлекенни пилĕк хуçалăх çеç. Производствăна аталантарма кредит илейместĕн. Хăмла хунавĕ тухăç париччен виçĕ çул кĕтмелле, минерал удобренийĕ хывмалла. Ачаш ÿсен-тăрана пепке евĕр пăхатăн. Етĕрнесем пуçа усмаççĕ. Вăрмарсемпе вăрнарсем те лаптăка пĕтерме васкамарĕç. Краснодарпа Иркутск таранах продукци ăсатаççĕ. Çĕрпÿри хăмла тирпейлекен фабрикăна тулли хăватпа ĕçлеттересчĕ пирĕн. Ытти çул йăнăш нумай турăмăр. Хăмлан ăслăлăх тĕпчев институтне хупни, агротехникăна чухлакансене ĕçрен хăваласа яни кама усă кÿчĕ? Малашне кам йĕркелесе ертсе пырĕ? Хăй вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ хăмла отрасльне çĕклемелли программа сĕннĕ. Тинех кăкăр тулли сывласа ярăпăр тенĕччĕ. Хут çырма пурте ăста, ĕç патне алă çитмест. Отрасле 2500 пин тенкĕ уйăрма пăхнине пĕлетĕр-и? Чăх кулли вĕт! Пахалăх пирки çакна каласшăн. Нумай пулмасть Мускавра Раççейри сăра тата пылак шыв туса кăларакансен пĕрлĕхĕн конференцийĕ иртрĕ. Нефть хакĕ анса ларнă, доллар ÿснĕ чух импорта хамăр чĕртаварпа улăштарасси çинчен сăмахлаççĕ. Чăваш хăмлине тинех аса илчĕç. Пирĕн хăмлапа ĕçлесе курнă сăра завочĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: чăвашра лартса тăваканни Европăринчен пĕртте кая мар, хăш-пĕр енĕпе ирттерет те. Анăç çĕнĕ санкцисемпе хăратнă тапхăрта хамăр туса илнине мĕн çиттĕр.
Тен, инвесторсем шырамалла? Кăна Нина Александровна уçăмлă хуравлаймарĕ. Ăнланмалла, мул хуçисем юхăннă хуçалăха укçа хывма шикленеççĕ. Тепĕр тесен, патшалăх шантарăвĕ çук чухне çакăнта кам пуçне чикĕ.
Раççейри хăмлаçăсен ассоциацине чылай çул ертсе пыракан Геннадий Горланов та ыррине шанми пулнă, тĕрĕсрех каласан - ĕненÿ пĕтнĕ:
- Салатма-тустарма çăмăл. Селекци ĕçне япăхтартăмăр. Отрасле тĕп тума тĕллев лартнă-тăр. 1970-1980 çулсенче хăмлалăха мĕн чухлĕ укçа хыврĕç! Республика тата Раççей ертÿлĕхĕ пулăшма пулни пуш сăмах ан пултăр. Пирĕн асаттесемпе асаннесем хăмла йăранĕсенче лăш курмасăр ĕмĕрĕпе ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă. Хастар ĕç династийĕсен тăсăмĕ пулмаллах ĕнтĕ.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
Комментировать