Куславкка хĕрĕ - лауреат

24 Ноя, 2014

Мускавра, Федерацин ачасемпе çамрăксен туризмпа таврапĕлÿ центрĕнче, Пĕтĕм Раççейри çамрăк таврапĕлÿçĕ-туристсен вулавĕ иртрĕ. Ăна Сергий Радонежский çуралнăранпа 400 çул çитнине тата Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă салтаксене халалланă. Вулав тĕллевĕ пархатарлă - таврапĕлÿçĕсен тĕпчев ĕçĕсем тăрăх ачасен патриотизм, çынлăх туйăмĕсене аталантарасси.

Вулава Раççей Федерацийĕн 26 субъектĕнчен хутшăнчĕç. Чи аякран - Амур облаçĕнчен, Алтайпа Ставрополь тăрăхĕнчен - килсе çитнĕ хăнасем те пулчĕç. Вулава темиçе секципе ирттерчĕç: «Вăрçă историйĕ», «Ентешсем», «Тăван Ен летопиçĕ», «Культура еткерĕ», «Тăван çутçанталăк еткерĕ» тата «Этнографи». Делегаци ертÿçисем валли «Педагогика тата таврапĕлÿ» секцийĕ ĕçлерĕ.

Вулавра пирĕн республика чысне Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Краснова хÿтĕлерĕ. Вăл жюри членĕсене хăйĕн «Аслă Çар салтакĕ» тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕ. Хăйĕн ват кукашшĕн Василий Николаевич Моклаковăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен каласа парса Анастасия лауреат дипломне тивĕçрĕ.

Куславкка хĕрĕ пултарулăх конкурсĕнче те малтисен ретĕнче ăмăртрĕ. Экскурсоводсен тупăшăвĕнче «Çĕнтерме ăнтăлни» диплома илме пултарчĕ, сăнÿкерчĕксен конкурсĕнче – дипломант, юрă-ташă конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕ.

А.ЕФИМОВА.