«Юхăм тĕллевĕ палăртма пулăшрĕ...»

22 Ноя, 2014

Çĕршывра ГТО комплексĕн нормисене пурнăçламалли тытăма çĕнĕрен чĕртни - ырă пулăм. Район администрацийĕнче, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекенсем ку енĕпе хăйсен вăй-хал çирĕплĕхне тĕрĕслерĕç ĕнтĕ.

Калинино шкулне хăнана килнĕ офицерсем - патшалăх хăрушсăрлăх службин генерал-майорĕ Вячеслав Тихонов, Валерий Кошкин полковник тата Евгений Паршин подполковник, УФСБн Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн председателĕ Ардалион Павлов - тĕрĕслев упражненийĕсене пурнăçланă. Çак мероприяти спортпа патриотлăха пĕр тĕвве çыхнă. 7-мĕш класра вĕренекен Андрей Григорьев, спецназовецсен класĕн командирĕ, пурне те тĕлĕнтернĕ - турник çинче 12 хутчен туртăннă. Ытти ачасен те кăтартăвĕ япăх мар. Хăнасем вĕренекенсен умне каллех çĕнĕ тĕллев лартнă - тепре киличчен кăтартăва çĕнетмелле!

Ку шкулта ачасене патриот воспитанийĕ çÿллĕ шая çĕкленĕ.

Акă Калинино шкулĕнчи çамрăк кадетсене, 8-мĕш класс ачисене, республикипех ăмсанаççĕ ахăртне - хальтерех çеç Шупашкарта иртнĕ смотрпа строй конкурсĕнче вĕсем 20 команда хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Умлă-хыçлă, виççĕмĕш хут.

Çĕнтерес туртăм çамрăксен чĕрисене çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Наставникĕсен - директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Галина Лукинан, класс ертÿçин тата хореографăн Надежда Тикиневăн тата ОБЖ учителĕн Лев Ефимовăн - сумлă ĕçĕ палăрать. Шкул коридорĕнче çакса хунă каларăша - «Итлени, вĕренни, дисциплина, тасалăх, сывлăх, хавхалану, хăюлăх, хастарлăх - çĕнтерÿ никĕсĕ» - ачасем хăйсен пурнăç девизĕ тунă.

Бал ташшине ирĕклĕ вĕçев тейĕн. Историе кунсерен шĕкĕлчеççĕ. Стройпа утса юрлассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе те хăнăху пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем яланах малта.

Хамăр республикăран тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕ йĕркелекен çак конкурсăн патриотлăх шайĕ çав тери пысăк. Шăпах çакнашкал çынсем çамрăк ăрăва çĕкленме пулăшаççĕ. «Эпĕ кадет класĕнче вĕреннипе мăнаçланатăп. Чăн-чăн патриотсем çитĕнтерме пулăшнăшăн офицерсен канашне чĕререн тав тăватăп. Çак юхăм мана хамăн пурнăç тĕллевне палăртма пулăшрĕ - эпĕ çар тухтăрĕ пуласшăн», - тет Дина Павлова, Калинино шкулĕнчи кадетсен аслă класĕн командирĕ.

Дина ертсе ертсе пынă аслă класс Чăваш Ен конкурсĕнче тăватă çул çĕнтерсе виçĕм çул Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿçĕсен маршне» хутшăннă. Çĕршыв шайĕнче тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ тупăшура ял ачисем Мускаври шкулсенчи вун тăватă тата регионсенчи вун ултă команда хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, чăваш ятне Мускав таран çĕкленĕ. Кадетсен кĕçĕн класĕ Анатолий Иванович Григорьев ячĕпе хисепленет.

Калининăри вăтам шкул патриот воспитанийĕн кăтартуллă ĕçĕпе палăрать кăна мар, чи кирли - ачасен чунне хускатмаллине, вĕсене вăл е ку ĕçе, юхăма явăçтармаллине, ырă ĕçе çÿле çĕкленине кăтартать.

«Шкулăн пĕр тĕллев - çирĕп сывлăхлă, анлă тавра курăмлă ăру çитĕнтересси. Шкултан кашни ача чăн-чăн çын пулса тухтăр, çĕршыва юрăхлă пултăр. Çакнашкал юхăм йĕркелени, конкурссене хутшăнни вĕсенче патриотлăх туйăмне уйрăмах вăйлă аталантарать», - палăртать шкул директорĕ Татьяна Ефимова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Вăрнар районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.