ЯЛАН ШĂННИНЕ ПУЛА
Шăк хăмпин шыççине /цистит/ аталанма ялан шăнни хĕтĕртет. Чир йывăрлансан кĕлетке температури 37 е ытларах градуса çити хăпарать, хырăм айĕнче касса е туртса ыратать. Шăкра юн курăнма пултарать.
Чир сăлтавĕсем
Шăк хăмпин лăймака сийĕ шыçнин сăлтавĕ чылай. Тĕслĕхрен, хĕрарăм туалета вăхăтра каймасан та цистит пуçланас хăрушлăх пур. Çапах та чир ытларах чухне ялан шăнсан, уйрăмах урапа хырăм айне шăнтсан, аталанать.
Çак чиртен уролог тухтăр сиплет. Вăл антибиотиксем çырса парать. Ыратнине, канăçсăрлантарнине ирттерме хырăм айне вĕри грелка е хĕртнĕ тăвар тултарнă пир хутаç хумалла. Хутаç вырăнне чăлха та юрать. Кĕтмел /брусника/, упа çырлин /толокнянка/ çулçи, сысна курăкĕ /спорыш/, пÿре чейĕ, чăрăш тăрри /хвощ полевой/ паха.
Тĕрĕс апатлану
Чирленĕ вăхăтра рационра тăвар пачах пулмалла мар. Тĕтĕмленĕ çимĕçсем, хытă сырсем, çуллă какайпа пулă, шалча пăрçи /фасоль/, канфет, торт, пылак шĕвексем юрамаççĕ. Апатра ыхрапа, хĕренпе, редиспа, кăшкар утипе, симĕс салатпа, помидорпа усă курмасан лайăхрах. Шĕвек, минерал шывĕ, пахча çимĕçпе улма-çырла сĕткенĕ ытларах ĕçмелле. Тухтăрсем кĕтмел е шур çырли морсĕ сĕнеççĕ, вĕсене тин юхтарнă пан улми сĕткенĕ хушма юрать.
Шăк хăмпин лăймака сийне хăвăртрах йĕркене кĕртме ирхи апата макарон, сĕтпе пĕçернĕ пăтă, çуллă мар тăпăрчă çимелле, шĕвĕ чей е сĕткен ĕçмелле. Кăнтăрлахи апата пахча çимĕç е кĕрпе яшки, е борщ, пĕçернĕ пулă е какай, пăспа хатĕрленĕ катлет аван. Гарнир - пăшăхланă пахча çимĕç, пăтă е макарон. Ĕçме - мусс, кĕсел, типĕ улма-çырла компочĕ е сĕткен. Каçхи апата духовкăра пĕçернĕ çĕр улми, юхтармалли икерчĕ, тăпăрчă запеканки, винегрет, кефир, йÿçĕ мар улма-çырла усăллă.
Ванна кĕрсе
Циститран хăтăлма ванна пулăшать. Вăл тăтăш тула хăваланинчен кăна мар, хырăм айĕ ыратнинчен те ăнăçлă сиплет.
Ура валли. Ура лапписене 38 градус ăшă шыва чиксе 10 минут лармалла.Унтан урасене лайăх шăлса типĕтмелле, ăшă витĕнсе выртмалла, хырăм айне вĕри грелка хумалла.
Кĕлетке валли. Ваннăри 35-36 градус ăшă шывра 1 апат кашăкĕ горчица çăнăхĕ тата 2 апат кашăкĕ тинĕс тăварĕ ирĕлтермелле те унта 15 минут выртмалла. Е 1-ер стакан хыр лăссипе хурăн çулçине, 1-ер чĕптĕм эмел курăкĕн чечекĕпе хурăн çырлин çулçине тин вĕренĕ 1 литр шыва ярса вĕреме кĕртмелле, çулăм çинчен илмелле те сăрăхтармалла, ваннăна ямалла. Çак ваннăра 20 минут выртмалла. Сиплев курсĕ - 10 процедура.
Асаннесен сĕнĕвĕсем
- Шăк çулĕ ыратни аптратсан хĕрлĕ пилеш йывăçĕн вĕтетнĕ 100 грамм хуппине вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле, 10 минут пĕçермелле. Ăшă шĕвеке кăштах пыл хушса чей вырăнне ĕçмелле. Хуппа ан пăрахăр: унпа 3-4 хут та усă курма юрать, 10 мар, 15 минут вĕретмелле кăна. Сиплев курсĕ - 2 эрне.
- Чăрăш тăррин шĕвекĕ ырă витĕм кÿрет. 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
- Скипидар пăсĕпе те циститран сипленеççĕ. Витрене хĕртнĕ кирпĕч хумалла, ун çине темиçе тумлам скипидар тумлатмалла, лайăх пĕркенсе витре çине лармалла. Пĕлекенсем çирĕплетнĕ тăрăх - икĕ процедура хыççăнах цистит аптратма пăрахать.
Комментировать