Яваплăха туймастпăр
Эпир ĕçленĕ тапхăрта кунашкалах марччĕ пек туйăнать. Ун чухне субботник е тасалăх кунне тăтăш ирттернĕ. Пурăнакан çуртсен таврашне, общество вырăнĕсене тасатса-тирпейлесе тăраттăмăр. Пухăннă таса марлăха е турттарса тухнă, е вырăнтах сăнаса тăрса çунтарнă, е шырлана тăкса çĕрпе хупланă.
Хĕрлĕ Чутай салин кивĕ микрорайонĕнче хăй вăхăтĕнче, района В.Орлов ертсе пынă çулсенче, икĕ пĕвене тасатса тарăнлатрĕç. Канма та, уçăлса çÿреме те аванччĕ. Питех сăнаса тăманнипе каярахпа хăвалăх ашкăрма пуçларĕ. Кун пирки район хаçатĕнче темиçе асăрхаттару пичетлесен - ăна касса тăкрĕç, анчах çапписем паян та çавăнтах-ха. Купи-купипе. Ял тăрăхĕн пуçлăхне темиçе те аса илтернĕ кун пирки, вăл унсăрах ĕç нумаййи çине перет.
Халăхра «кивĕ центр» текен вырăнтах музей пур. Ăна ĕмĕрлĕх Толстов-Атнарский йĕркеленĕ. Умĕнче - пысăках мар парк. Çакăнта чăваш эрешĕсене касса кăларнă юпасем вырнаçтарнăччĕ. Тăррисенче - йывăçран ăсталанă кайăксем. Юпасен хушшинче меллĕ саксем лартса тухнăччĕ. Кайран вĕсене темшĕн-çке çĕнĕ центра куçарса кайрĕç. Çул хĕрне, ним те çук çĕре, çурт айккине вырнаçтарнă. Ман шухăшпа, хăй нимĕн те йĕркелеме пултарайман ял тăрăхĕн пуçлăхĕн вĕсене тĕкĕнмелле пулман ĕнтĕ. Пире, ватăсене, халĕ ниçта та пĕрле пухăнса калаçса лармалли вырăн çук.
Кивĕ культура çурчĕ хыçĕнче икĕ хутлă çуртра аякран килнĕ учительсем пурăнатчĕç малтан. Иккĕшĕн хушшинче пĕчĕк çырма тăсăлать. Çырма урлă хывнă кĕпер ишĕлсе аннăпа пĕрехчĕ. Вăл юхăнса кайни пирки райхаçатра та статья пичетлерĕç. Ун чухне пуçлăх хаçат урлах кĕпере кĕçех юсасси пирки пĕлтерчĕ. Юсакан пулманран ун патне ятарласа çитрĕм. Тепĕр кунне пĕр рабочи тупса янă. Икĕ пĕчĕк юпа хурса килнĕ-ха вăл, хăмисем - çук. 70 çултан иртнĕ пулин те ăна пулăшма тухрăм.
Учительсен çуртĕнчен, унта çамрăк çемьесем те пур, никам та хутшăнмарĕ юсав ĕçне. Юписене иккĕнех лартрăмăр. Унтан сала тăрăх хăма шырама кайрăмăр. Администрацин пăсса çитереймен кивĕ çуртĕнчен рабочи велосипед çине хурса темиçе хăма илсе килчĕ. Иккĕн-иккĕнех, кĕпере юсарăмăрах. Халĕ пурте ун урлă çÿреççĕ.
Учительсен çуртне 1963 çулта туса пĕтерсе хута янă. Техника паспортне туман. Халĕ унта пурăнакансем хваттерсене харпăрлăха куçарма тытăннă та хыпăнса ÿкнĕ. Çав документ кирлĕ иккен. Хваттер укçине хĕрĕх çул ытла пухаççĕ, хутне памаççĕ. Ара, çурчĕ нимĕнле хут çинче те шутланса тăмасть те-ха. Кун пирки район ертÿлĕхĕ патне те çитрĕм. Уçăмлă хурав халĕ те çук.
З.УГОЛЬНИКОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Хĕрлĕ Чутай ялĕ
Комментировать