Куравпа пин ытла çын паллашнă

18 Ноя, 2014

Красноармейски салинчи тавра пĕлÿ музейĕнче «Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчинче ăсталанă Трак ен çи-пуçĕ» алăстисен куравĕ уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне халалланă. Кунта асатте-асаннесен, кукаçи-кукамисен авалхи çи-пуçĕнчен пуçласа паянхи илемлĕ тумтир таранах паллашма пулать.

Кашни япали - пысăк пуянлăх. Экспозицире - хĕрарăм тата арçын кĕписем, сурпан-масмак, чĕнтĕрлесе капăрлатнă вырăн хатĕрĕсем, хура халат, шурă шупăр, кĕрÿ минтерĕ, минтер пичĕ, çыхнă тутăрсемпе кофтăсем, пит тата алă шăллисемпе алă тутрисем... Çавăн пекех выставкăра вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ĕçсем те вырăн тупнă.

«Заволжски» клубĕ çумĕнчи «Алăсти» кружока çÿрекенсем курава пурĕ 116 ĕç тăратнă. Кунта Наталья Ефимова, Лариса Артемьева, Светлана Суховетрюк, Елена Тюмерова, Наталья Ильина, Антонина Леонтьева тата ыттисен тĕррисемпе киленме пулать. Вĕсене хавхалантарса пыраканĕ, асăннă кружок ертÿçи - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Жанна Михайлова. Аваллăх управçин ĕçченĕ Валентина Тихонова куракансене ăшшăн кĕтсе илет, экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарать. Курав уçăлнăранпа музейра пин ытла çын пулса курнă ĕнтĕ.

С.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.