Садиксене кăçал хута ямаллах
Республикăра кăçал шкул çулне çитменнисен 14 учрежденийĕн строительстви малалла пырать. Паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, тепĕр пиллĕкĕшне çулталăк вĕçлениччен туса пĕтермелле. Кÿкеçри тата тĕп хулари объектсенче татса паман ыйту сахал маррине тĕпе хурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче вĕсене çитсе курчĕ, ĕçлĕ çÿревре ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та пулчĕ.
Кÿкеçри 240 вырăнлă садика виçĕ çул каяллах тума тытăннă. Анчах "Парнас" фирма явапсăрлăхне пула строительство вăраха кайнă. Халĕ объектра "Стройсервис" ООО специалисчĕсем тăрăшаççĕ. Ĕç нумай, строительсем вĕсене вĕçлеме шантараççĕ.
Шупашкарти Эгер тата Çамрăксен бульварĕсенчи объектсем - ача садĕнчен спорт шкулĕ тата хушма вĕренÿ çурчĕ туса хунăскерсем. Вĕсене реконструкцилесе шкул çулне çитменнисем валли 220-шер вырăнлă садиксем тума тытăннă. Пĕрремĕшне - апрель, иккĕмĕшне июль уйăхĕн 1-мĕшĕсенче хута яма палăртнă пулнă. Шел, пурнăçлайман. Малтан кал-кал пынă ĕçсем юлашки вăхăтра чăхăмлама тытăннă. Сăлтавсăр мар паллах, çĕнетсе улăштарасси чылай кăткăсрах иккен.
ЧР вĕренÿ министрĕн Владимир Ивановăн шухăшĕпе - профиле улăштарассипе çыхăннă строительство финанс тĕлĕшĕнчен йÿнĕреххĕн туйăнать, ĕç вăйĕ вара чылай ыйтать: вăхăт иртнĕ майăн кăлтăксем сиксе тухма пултараççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ проектпа смета докуменчĕсене тĕплĕн хатĕрлесе çитерменнипе те çыхăннă. Çакна Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та уйрăммăн палăртрĕ: проект пахалăхсăррипе саккасçăпа подрядчик пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Объекта хута ямалли срока çирĕп пăхăнмаллине контракт çирĕплетнĕ подряд организацийĕ пĕлсе тăрать, çакăншăн яваплине те ăнланмалла унăн.
Иван Моторин виçĕ объектра та ĕçсем самаях юлса пынине палăртрĕ.
Кÿкеçрине илес тĕк стройка "сухалланнă" май тул енчен сăрлани вистенме тытăннă. Çурт тăррине юсама тивет. Кунсăр пуçне шалта та майлаштармалли чылай. "Ку садик чăннипех хăйне евĕр. Ăна республикăра чи малтан тума тытăнтăмăр, халĕ вара чи юлашкинчен хута яма хатĕрленетпĕр. Ачасем валли çĕкленнĕ çурт хитре те тирпейлĕ пулмалла. Тепĕр икĕ эрнерен сирĕн пата татах килетĕп. Панă сăмахăра еплерех пурнăçланипе интересленетĕп" - терĕ Иван Борисович.
Сăмах май, ĕçлĕ çÿревпе пулнă виçĕ объектĕнче те территорие тирпей-илем кĕртмен. Эгер бульварĕнчи садикра темиçе кун каяллах кÿрсе килнĕ хунавсене лартма васкамаççĕ. Вăхăт вара кĕтмест: паян мар тăк ыран çĕр шăнма пултарать, Çамрăксен бульварĕнчи стройка картишĕнче çÿп-çап, çĕнетсе улăштарнă хыççăнхи ăпăр-тапăр сапаланса выртать - халĕ йĕрке тумасан çурхи кунччен кĕтме тивĕ.
Иван Моторин садик çурчĕсене кăçал хута ямашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине, ку енĕпе хушма вăйсене хутшăнтарма май пуррине аса илтерчĕ. Ĕçсене васкавлăн вĕçлемеллех, технадзор, стройнадзор тĕрĕслевĕсем витĕр ăнăçлă тухса кăçалхи декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Çакă çулталăка ăнăçлă вĕçлессипе кăна мар, патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курассипе те çыхăннă.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать