Страховани стажне кĕрет
Ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнă тапхăр страховани стажне кĕрет-и?
О.КРЫЛОВА Канаш хули.
Ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăнă, общество ĕçĕсене хутшăннă, ĕçлев службин органĕ янипе ĕçе вырнаçмашкăн ытти вырăна куçса каяссипе çыхăннă тапхăр страховани стажне кĕрет.
Гражданин ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пырсан ĕçсĕр çыннăн статусне илет, çавна май ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемелле тăваççĕ. Асăннă тапхăра пенси палăртнă чухне шута илекен страховани стажне кĕртеççĕ.
Унсăр пуçне халăха ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ чухне те, тĕслĕхрен, хăш тытăмра вăй хурассине /профессие/ суйлас, ĕçе вырнаçас, профессие вĕренес е профессин хушма пĕлĕвне илес енĕпе те ĕçлев центрĕн специалисчĕсем гражданина квалификациллĕ пулăшу параççĕ.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
Комментировать