Пăрулас умĕнхи кану

14 Ноя, 2014

Ĕнен пăруличченхи сума пăрахтарнă вăхăчĕ мĕн чухлĕ кирлĕ-ши?

Т.КВАСОВА. Йĕпреç районĕ..

Ĕне кашни çулах пăрулакан чĕр чун. Пăрулас умĕн ĕнене кантармалла. Хăйĕн выльăхне хуçа лайăх пĕлет. Мĕн чухлĕ кантарассине шăпах выльăх хуçи татса парать те.

Пăрулачченхи сăвăмсăр вăхăт /типĕ теççĕ хăшĕ-пĕри/ ĕнене 2,5-3 уйăха яхăн кирлĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Пĕтĕ выльăхăн юлашки уйăхĕсенче пăру хăвăрт аталаннине пула апатри пĕтĕм тутлăхлă япала пăрушка валли каять. Каннă вăхăтра çилĕ çĕнелсе йĕркеленет - çакă чи кирли.

Сума пăрахнă хыççăн 2-4 эрнере çилĕ пĕчĕкленет, сĕт парĕ пĕрĕнет, çилĕре ÿт пайĕ ытларах юлать. Çак вăхăтра ĕне организмĕ çĕнĕ сăвăм валли çу хывма тытăнать. Сĕт парĕ çĕнелсе йĕркеленмешкĕн, çу хывмашкăн тепĕр уйăх кирлĕ. Çапла вара çилĕ лайăх хатĕрленсе çитме икĕ уйăх ытла каять.

Сĕте сума пăрахнă чухне тимлĕ пулмалла. Сума пăрахас тапхăр 2-3 эрнене тăсăлать. Ĕне сĕт чакарчĕ пулсан сĕт антарассишĕн ятарласа сĕтеклĕ япаласем пани вырăнсăр.

Çак тапхăрта сĕт антарма пулăшакан апат /чĕрĕ тымар çимĕç, силос т.ыт./ памалла мар. 1-2 кун шыв сахал ĕçтерĕр. Утă çителĕклĕ памалла.

Юлашки икĕ эрнере ĕнене кунне пĕр хут çеç сумалла. Юлашки сăвăм хыççăн çилле, чĕчĕсене лайăх çуса тасатăр, сиплĕ шĕвекпе сĕрĕр.

Çак тапхăрта витене таса тытмалла. Айсарăмне улăштарсах тăмалла. Айсарăмĕ торф, опилка ан пултăр. Вĕсем ĕнене аллергипе канăçсăрлантарма пултараççĕ. Улăм пулсан аванрах.

Пăрулас умĕн 2-3 эрне юлсан ĕне çиллине сăтăрса, массаж туса çемçетсе илмелле. Çакă сĕт парне аталанма май парать. Анчах массажа ытлашши хытă туни те сиенлĕ.

Пушмак пăру пĕрремĕш хут пĕтĕленсен çилле массаж туни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк ĕнен сĕтлĕхĕ çилле мĕнле хатĕрленинчен нумай килет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.