Сырлан
Сырлан /облепиха/ пысăках мар йывăç-тĕм. Унăн çÿллĕшĕ 2-3 метр пулать. Вăл 60 çула яхăн пурăнать. Сырланăн аçа тата ама тĕмĕсем пур. Çавăнпа ăна вăрăран ĕрчетме ансатах мар. Хăш-пĕр тĕм аçа пулать, кунашкал тĕм çырла пачах та памасть. Сырланăн çырлисем ытларах чухне тăрăхла пĕчĕк чăмаккасем, чăмăртарах çырлаллă сортсем те пулаççĕ. Çырла тĕсĕ те тĕрлĕрен, сарă, хĕрлĕ-сарă, çутă хĕрлĕ. Вĕтĕ çырласем кĕске тунасем çинче турат çумне çыпçăнса, турата сырса илнĕн лараççĕ. Ячĕ те çавăнтан пулĕ - сырлан. Сырлан çимĕçĕн тути йÿçенкĕрех е, сорта кура, йÿçенкĕ-пылак пулать. Унта 10 ытла тĕрлĕ витамин / С,П, В1, В2, В9, А, Е, К/. Çырла сентябрь вĕçĕнче пиçсе çитет, шăнтичченех турат çинчен тăкăнмасть. Пĕр лайăх тĕмрен 8-10 кг çырла татма пулать. Çимĕçе шăнтнă хыççăн та пуçтараççĕ.
Сырлана сĕткенне кăларса е çаплипех тÿсе сахăрпа тата услам çупа хутăштарса сивĕтмĕшре çуркуннечченех упрама юрать. Витаминсем лайăх сыхланаççĕ. Унтан джем, сироп, повидло, кĕсел хатĕрлеççĕ.
Сырлана вăрăран, хунавран, туратран, тымара сапанласа ĕрчетме пулать. Икĕ çулти турата касса илмелле те сентябрь уйăхĕнче кирлĕ вырăна лартмалла. Туратсем ытларах чухне аван чĕрĕлеççĕ. Сырлан тăпрана тиркемест, хăйăрлă нÿрĕк çĕрте аван каять, сивве чăтăмлă. Ўссе çитнĕ тĕмсен турачĕсене ытлашши чăтлăхланса каясран иртмелле. Сырлан çулçисем çинçе те тăсмака. Çиелти енĕ тĕксĕмрех симĕс, çулçăн аялти енĕ шуранкă симĕс, шурă кăпăш мамăкпа витĕннĕн курăнать. Вăл апрель-май уйăхĕсенче çеçкене ларать, 4-5 çултан çимĕç пама тытăнать.
Сырлан, каларăмăр, витаминсемпе пуян, ăна медицинăра анлăн усă кураççĕ. Вăл чир-чĕр бактерийĕсене пĕтерет, сурансене лайăх тÿрлетет, ыратнине ирттерет.
Сырлан çăвĕ питĕ усăллă, ăна сурансене сиплеме усă кураççĕ, ăша сыпаççĕ.
Сырлан çăвне килте те хатĕрлеме пулать.
1 мел. Çырларан сĕткенне кăлармалла, юлнă çырла хуппине тата вăррине типĕтмелле, кофемолкăра авăртмалла. Унтан термоса хумалла, 60 градуса çити вĕрилентернĕ тип çу /1 пай çырла 2 пай тип çу/ ямалла, хупмалла. Пĕр талăкран сырлан çăвĕ хатĕр. Çăва сăрăхтарса илĕр те усă курăр. Термосра юлнă хутăша тепĕр хутчен те вĕри тип çу ярса лартма юрать. Ку çупа салат, косметика маскисем тума юрать.
2 мел. Сырлан сĕткенне кăлармалла. Юлнă çăра массăна тÿсе лапчăтмалла, хĕвел çаврăнăш çăвĕпе 1,2 пай илсе хутăштармалла, 3 эрне тытмалла, шĕвеке сĕрсе илмелле. Çăва кĕленче савăтсене тултарса сивĕ, тĕттĕм çĕре лартмалла. Пĕр эрне лартса тăрăлтарсан тепĕр хут сĕрсен аван.
Сырланпа тĕрлĕ чир-чĕртен сипленеççĕ.
- Унăн сĕткенĕ ÿслĕкрен пулăшать. Сĕткене пылпа 1,1 виçепе хутăштарса ăшăлла икшер апат кашăкĕ кунне 4-5 хутчен ĕçмелле.
- Витамин сахал чухне, юнри гемоглобин шайĕ пĕчĕк пулсан сырлан настойкине ĕçме сĕнеççĕ.
- Сырлан çырлин вăррине вĕретсе ĕçсен вар-хырăм ĕçĕ лайăхланать.
- Ларингит е фарингит чирĕнчен сырлан çăвĕпе ислетнĕ мамăкпа кунне икĕ хутчен карланкăна сĕрмелле.
Комментировать