Вăрманта çапла пулнă...

15 Янв, 2014

Унтанпа 4 çул ытла иртнĕ те - арçын çухални пирки хăшĕсем манма те ĕлкĕрнĕ пуль. Тăванĕсем, паллах, манман. Тата - сыщиксем, вĕсем çак тĕслĕхпе информацие пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă, Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ ÿкерчĕке тинех туллин уçăмлатнă.

Коммерци организацийĕсенчен пĕрин юрисконсультĕнче ĕçлекен 46-ри Зуфар Сайфутдинов тата 25-ри Михаил Чумерин тĕлĕшпе айăплав тăратнă. Иккĕшĕ те - Шупашкарсем. Вĕсене Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăплаççĕ: каварлашса пурлăх вăрланăшăн, ют паспорта вăрласа сиенленĕшĕн. Сайфутдиновăн унсăр пуçне çын вĕлернĕшĕн тата хурахла тапăнушăн явап тытма тивет, Чумеринăн - уйрăмах йывăр преступление пытарнăшăн.

Тискер ĕç 2009 çулхи кĕркунне пулнă. Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сайфутдинов 69 çулти пенсионерпа пĕрле Чул хулана кайнă - ватă çыннăн «Газпром» акцийĕсене сутас тенĕ. Зуфар маларахах хăрушă план хатĕрленĕ: çула тухас умĕн хăйĕн пĕлĕшне М.Чумерина Етĕрне районне пыма, М-7 автотрасса çумĕнчи вăрман тăрăхĕнче хăйсем кÿршĕ облаç тĕп хулинчен таврăнасса кĕтме сĕннĕ. Чăн та, Михаила хăй уйрăмах йывăр преступлени тума хатĕрленни пирки шарламан.

...Калаçса татăлнă çĕрте курнăçнă. Чумерин хăйĕн автомобилĕ чăхăмлани пирки пĕлтерсен Сайфутдинов ăна юсамашкăн хайхи пенсионера чĕнсе илме хушнă. Ку, паллах, ватă çынна улахрах вырăна илсе кĕмелли сăлтав кăна пулнă. Зуфар пенсионерпа хирĕçсе кайнă, ăна мăйĕнчен пăявпа çавăрса илнĕ те пăвса пăрахнă. Унăн кĕсйинчен акцисем сутнăшăн илнĕ укçана - 1 млн тенкĕ ытла - кăларса хăйĕн кĕсйине чикнĕ.

Халь преступлени йĕрĕсене пытармалла. Сайфутдинов Чумерина вилле чавса чикмешкĕн пулăшма сĕннĕ. Машинăра кĕреçе пур - çамрăк çын килĕшнĕ. Инçе кайман, шаларах кĕнĕ çеç. Михаил çакăнтах, вăрманта, пĕр метра яхăн тарăнăш шăтăк чавнă. Арçын ÿтне унта пăрахиччен ун çумĕнчи икĕ кĕсье телефонне, паспортне кăларса илнĕ. Шăтăка хупланă. Паспорта çунтарса янă. Пулчĕ - кунта мĕн пулса иртнине никам та тавçăраймĕ...

Пенсионер çухални çинчен право хуралĕн органĕсене унăн тăванĕсем пĕлтернĕ. Чылай вăхăт уçăмлăх пулман, анчах хыпарсăр çухалнăскере шырама пăрахман. Оперативниксем вăл çухални криминалпа çыхăнма пултарнине кăтартакан информаци илнĕ. Çавăн хыççăн пушшех çине тăрса ĕçленине кура следовательсем преступниксен йĕрĕ çине ÿкме пултарнă.

Чăн та, Чумерин малтан пĕтĕм айăпа хăйĕн çине илнĕ-ха. Апла пулин те арçынна ăçта чавса чикнине тÿрех тупма май килмен. Вăхăт нумай иртнине кура вăрттăн вил тăпри курăк-тĕмпе хупланма та ĕлкĕрнĕ вĕт. Следстви пур пĕр алă сулман, психофизиологи тĕпчевĕсем те ирттернĕ - арçын виллине тупнă-тупнах. Тĕрĕсрех калас тăк - унăн шăмми-шаккине. Ăна пăвнă вĕрен татăкĕ те - мăйĕнчех... Çакăн хыççăн тинех преступлени ÿкерчĕкне туллин уçăмлатнă, «Газпром» акционерĕ пулнăскере чăннипе кам вĕлернине те палăртнă.

Следстви шухăшĕпе - Сайфутдиновпа Чумерин айăпне ĕнентерме материал çителĕклĕ пухнă. Çавна май уголовлă ĕçе суда ярса панă - ăна республикăн Аслă судĕнче тишкерĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.