«Капкăн» журналăн вун çиччĕмĕш кăларăмĕ!

8 Сен, 2014

PDF-верси

«Капкăн» журналăн кăçалхи вун çиччĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн "Çемье - пурнăç тыткăчи" ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Урамра аван!» ÿкерчĕк çапăннă.

Вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, çивĕч материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн Г. Славинăн «Ĕнине кура пурнăçĕ» корреспонденцийĕ, Г. Федотовăн «Ту качакин мыскарисем», В. Кузьминăн "Айван", Микиш Павăлĕн "Юлташран сивĕнтĕм" кулăшла калавĕсем вырăн тупнă.

«Капкăн» журнал ял хуçалăхра сиксе тухакан çивĕч ыйтусем тавра тăтăшах çивĕч материалсем пичетлет. Хальхинче Николай Ишентейĕн «Раççейре кама пурăнма аван» памфлечĕ вырăн тупнă.

Кăларăмара «Пулать вĕт», «Йĕплĕ йĕркесем», «Ан та калах», «Шăпăрлансем-шăхличсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.