Ĕненÿпе шанăç, хавхалану кÿрекен пулăм
Культурăпа çутĕç программипе те палăрса тăрать вăл. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн, Чăваш митрополи пуçлăхĕн Варнавăн пилĕпе ноябрĕн 12-17-мĕшĕсенче тĕп хулари МТВ центрта "Ӳкĕнӳрен Раççей чĕрĕлĕвĕ патне" ятпа Пĕтĕм тĕнчери православи курав-ярмăркки иртет. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут килчĕ вăл Шупашкара. Йĕркелӳçисем - Чăваш митрополийĕ тата "Уральские выставки" Курав обществи /Екатеринбург/.
Курав ĕнер 12 сехетре уçăлчĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополи пуçлăхĕ Варнава паллă пулăмпа пурне те - курав йĕркелӳçисемпе ĕненекенсене - саламларĕ, курав-ярмăрккăна ăнăçлă ĕçлеме пил пачĕ. "Эсир кунта пĕрремĕш хут мар, ĕненекенсем сире яланах кĕтеççĕ. Тĕрлĕ регионтан илсе килнĕ турăшсене вĕсем пуç таяççĕ, хăйсене кирлĕ хатĕрсене туянаççĕ. Турă пулăшнипе ăнăçлă ĕçлемелле пултăр", - терĕ владыка.
"Уральские выставки" Курав обществин директорĕ Андрей Шварнев Чăваш çĕрĕ тăваттăмĕш хут йышăннишĕн кăмăллă пулнине палăртрĕ, пил панăшăн тав турĕ. Тата православи чиркĕвне аталанма майсем туса панăшăн, курава ăнăçлă ирттерме кĕлĕсем вуласа пулăшнăшăн Варнава митрополита "Уральские выставки" Курав обществин асăну медалĕпе чысларĕ.
Асăннă проект Раççейри, Беларуçри, Израильти, Грецири, Молдовăри, Украинăри Вырăс Православи Чиркĕвĕн 100 яхăн монастирне, храмне пĕрлештерет. Ĕненекенсем валли лайăх майсем туса панă: кунта - пурте хисеплекен турăшсем, вăл е ку çветтуйăн çĕрмен ӳчĕсем. Сăмахран, Аслă Елисавета княгиньăн çĕрмен ӳчĕллĕ савăчĕ, Чĕрĕлĕх парса тăракан турăш, çавăн пекех çветтуй Мускав Матронин, Петрпа Феврони Муромски çветтуйсен, Иоанн Предтечи çветтуйăн, Тĕлĕнтермĕш туса тăракан Николайăн /Николай Чудотворец/ тата чылай чиркӳри турăшсем пур. Кунтах сывлăхшăн тата çӳлти тĕнчене кайнисене асăнма саккас пама май пур. Çак мелпе усă кураканăн ыйтăвне Вырăс çĕрĕн кирек хăш кĕтесĕнче те тивĕçтереççĕ. Куравăн тĕллевĕ çапла: халăхсене çыхăнтарасси, туслă пурăнма йыхравласси. Тата... хамăрăн ĕненекенсене Афонран пуçласа кĕрсе тухса çӳреме май çук чиркӳсен пуянлăхĕпе - çветтуйсен çĕрмен ӳчĕсемпе, Чĕрĕлĕх парса тăракан турăшсемпе - çывăхлатасси, паллаштарасси. Паян çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Курав-ярмăркка ытти енĕпе те пуян: чиркӳре усă куракан япаласем, православи тĕнĕпе çыхăннă ювелир хатĕрĕсем, тумсем, сывлăха çирĕплетекен апатсем, пылпа унран хатĕрленĕ çимĕçсем, конфитюрсем, хĕвел тухăç пылакĕ, Грецирен илсе килнĕ олива çăвĕ, Кубань аш-пăшĕ тата ытти те.
Курав хăйĕн культурăпа çутĕç программипе те палăрса тăрать. Кулленех кунта пачăшкăсем калаçусем ирттерĕç, ĕненекенсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшĕç, православи фильмĕсене кăтартĕç, пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртĕç. Çапла майпа пуçтарăннă нухрат курава йышăнакансен пурлăх хăватне ӳстерме кайĕ.
Куравпа паллашнисен, ĕненекенсен шухăшĕсене те пĕлес килчĕ.
Татьяна:
- Çулленех чăтăмсăррăн кĕтетĕп пиншер çухрăма хыçа хăварса килекенсене. Чиркӳсенче сăвапланă япаласене туянатăп та пĕр хушă канлĕ пурăнатăп, унтан каллех кĕтме пуçлатăп. Тавах владыкăна, сывлăх сунатăп ăна.
Галина:
- Çветтуй вырăнсене çитсе курнăнах туятăп пĕр чиркӳрен тепĕр чиркӳ патне утнă май. Кун чухлĕ турăш тата хăçан пĕрле пуçтарăнĕç? Ĕненӳпе, шанăçпа, хавхаланупа килетĕп кунта.
Надежда СМИРНОВА
Комментировать