Апат паха-и?

13 Ноя, 2014

Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти коопераци институтĕнче "Хальхи вăхăтра çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă йывăрлăхсем тата потребительсен кооперацийĕн тĕллевĕсем" ыйтупа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта Раççей коопераци университечĕн, унăн Шупашкарти, Хусанти, Саранскри, Мичуринскри институчĕсемпе филиалĕсен профессорĕсемпе преподавателĕсем, патшалăхпа муниципалитет органĕсен тата коопераци организацийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие институтăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Леонид Таймасов уçрĕ. "Çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерсен кăна Раççей патшалăхĕпе обществине аталантарайăпăр. Çынсем патне продукци çитерессинче потребительсен кооперацийĕн тÿпи пысăк", - терĕ вăл.

Сăмах илнисем апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн теорийĕн аспекчĕсене, регионсенче продукци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçĕн паха опычĕпе пуласлăхне, потребкооперацин унти вырăнĕпе пĕлтерĕшне сÿтсе яврĕç.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Андрей Данилов региона ĕçме-çимепе тивĕçтерессине тишкерчĕç. Институтăн суту-илÿпе технологи факультечĕн деканĕ Галина Калинина "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн теори никĕсĕсем" ыйтупа доклад турĕ. Юридици факультечĕн деканĕ Михаил Тимофеев продукци хăрушсăрлăхĕн методологи çул-йĕрне уçăмлатрĕ. Общество аталанăвĕн ĕçме-çиме технологийĕсен, экономика тата суту-илÿ кафедрисен заведующийĕсем Алексей Димитриев, Дмитрий Новиков тата Татьяна Григорьева, Регина Захаркина /Саранск/, Валентина Коростелевăпа Борис Габитов /Хусан/, Владимир Коротенков /Смоленск/ халăха паха продукци сутассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Г.ЛОХОНОВА,

педагогика

ăслăлăхĕсен

кандидачĕ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.