«Ликвидацилес!..»
Е çав сăмаха аса илсен халь те чун кисренет
Ырă влаç ырă ĕçсем тăвать. Ырă марри - ырă мар ĕçсем.
Çапла пулнă, çапла пулать те. Пурнăç!
...2004 çулхи декабрь вĕçĕнче чăваш çыравçисем, çĕнĕ 2005 çула кĕтсе илме хатĕрленекенсем, шартах сикрĕç - иккен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председетелĕ С.Гапликов (ăçтан тупса килнĕччĕ-ха çавскере хĕвеллĕ Чăваш Ене?) асăннă уйăхăн 24-мĕш кунĕнче «О ликвидации республиканских государственных учреждений «Редакция журнала «Тăван Атăл», «Редакция журнала «Ялав» и «Редакция журнала «Капкăн» ятлă 334-мĕш номерлĕ постановление алă пусса çирĕплетнĕ.
Мĕскер, мĕскер? «В целях повышения эффективности управления государственной собственностью Кабинет Министров Чувашской Республики поставновляет: 1. Ликвидировать... «Тăван Атăл»... «Ялав»... «Капкăн»?!
Усал тĕлĕкре-и ку е пурнăçра-и? Кун пекки пулма пултараймасть! «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» - чăваш халăхĕн нимле укçапа та хаклама май çук пуянлăхĕ, чăваш чунне вăй-хал паракан, ăс-хакăлне хавхалантаракан чăн-чăн Кĕтрет! Мĕнле - «ликвидаци»?! Мĕн калаçатăр эсир?! Кун пекки пулма пултараймасть!!!
Çук çав - усал тĕлĕк те, кăнттам шÿтпе хура ултав та мар иккен ку. Ку - тĕрĕсси. Чăваш Ен правительствин йышăнăвĕ чăнах та пур, С.Гапликов господин ăна чăнах та хăйĕн хĕрÿ ĕçре хытса пиçĕхнĕ аллипе пусса çирĕплетнĕ...
Эп ун чухне Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхне ертсе пыраттăмччĕ. Каламасăрах паллă - литературăпа сатира журналĕсемсĕр чăваш литератури те, чăваш çыравçисем те çук. Паллах, чи малтан эп хамăн чи çывăх юлташăмсенчен пĕрин патне, «Ялав» журнала 30 çула яхăн ăнăçлă ертсе пынă (çав шутра асар-писер çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче те) Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер патне шăнкăравлатăп: «Юрий Семенович, МĔН КУ?! МĔН пулса иртет?! Санпа та пулин канашларĕç-и хуть?!»
«Мĕн канашлани унта, - тет халран кайнă сумлă сăвăçăмăр тата «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, - Чĕнсе илчĕç те ыран правительствăн çакăн пек йышăнăвĕ кун çути курать терĕç».
Юрий Сементерпе калаçнă хыççăн эп пĕтĕм чăваш халăхĕ, пĕтĕм Чăваш Ен чунтан хисеплекен Илья Павлович Прокопьев патне ( эпир унпа кашни кун тенĕ пекех е телефонпа, е тĕлпулса калаçаттăмăр, халĕ те час-часах сăмахлатпăр) шăнкăравлатăп. Хисеплĕрен те хисеплĕ Илья Павловичăмăр, тивĕçлĕ канăва тухсан Раççей Писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ (пултаруллă публицист пек) пулса тăнăскер, асăннă усал хыпара илтсен, пĕр хушă калаçайми пулчĕ. «Пулма пултараймасть! – терĕ вăл тăна кĕрсен. - Пулма пултараймасть!.. Сакăрвунă çул тухса тăнă «Ялава», халăх чунтан юратакан «Тăван Атăлпа» «Капкăна» - ликвидацилес?! Пулма пултараймасть! Ку вăл - пирĕн халăха, пирĕн литературăпа культурăна сăтăр туни, урăх нимĕн те мар!»
...Çапла, малтанах кун пек пулма пултарнине никам та ĕненмерĕ. Анчах ĕненмех тиврĕ.
Паллă ĕнтĕ (ку чăнлăха пĕтĕм тĕнче пĕлет) эпир - чăвашсем - питĕ тÿсĕмлĕ те чăтăмлă халăх. Пире тепĕр чух уççăнах кÿрентереççĕ - эпир чăтатпăр, пиртен тепĕр чух куçкĕретех кулаççĕ - эпир тÿсетпĕр. Пиртен нумайăшне пырса тивет наци характерĕн çак хăйнеевĕрлĕхĕ. Ун чухне те, çÿлерех асăннă ликвидаципе çыхăннă лару-тăрура та, чĕнмесĕр ларма, тĕмсен хыçне пытанса юлма пулатчĕ-тĕр... Анчах та, тав Турра, çав хĕллехи кунсенче чăваш çыравçисемпе журналисчĕсем, ăсчахĕсемпе ÿнерçисем КУÇ УМĔНЧЕ ПУЛСА ИРТЕКЕН, ПĔТĔМ ХАЛĂХА ПЫРСА ТИВЕКЕН ĂССĂРЛĂХПА килĕшмерĕç, ăна тÿрре кăлармарĕç, пĕр кăмăллă пулса Чăваш Республикин ун чухнехи ертÿçи Н.В.Федоров ячĕпе уçă çыру çырчĕç (пытармастăп - çав çырăва манăн хамăн аллăмпа, хĕрÿ ĕçре пиçĕхсе хытнă-и вăл манăн, хытайман-и-ха - татса калаймастăп, çырма тиврĕ). Шăп та лăп ХĔРĔХ ÇЫН алă пусрĕ çав çыру айне (шел, çав хисеплĕрен те хисеплĕ, сумлăран та сумлă хăш-пĕр çыннăмăрсен канăçсăр чĕрисем паян тапмаççĕ, анчах та вĕсен çутă сăнарĕсем, пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕнпе пĕрле).
Кăшт вăхăт иртсен эпир Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕ çав тапхăрта кăларса тăнă «Хавхалану» хаçатăн (пурччĕ ун пек хаçат!..) 4-мĕш номерне, тĕпрен илсен, çак «истори пĕлтерĕшлĕ» постановление халалларăмăр, унта С.Гапликов господин алă пусса çирĕплетнĕ постановление хăйне, чăваш халăхĕн сумлăран та сумлă 40 ывăлĕпе хĕрĕ Н.Федоров господин ячĕпе çырнă çырăва, Чăваш халăх поэчĕн Георгий Ефимовăн чунне ыраттарса çырнă «Ялавпа» «Тăван Атăла» ĕлĕкхи пекех кăларасчĕ» тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн (халĕ Чăваш халăх писателĕ) Денис Гордеевăн шухăша яракан «Алран кайми ĕç пур çĕртех» статйисене, ЧР Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн 2005 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕн протоколне тата çак йĕркесен авторĕн «Хавхалансах ĕçлесчĕ те...» умсăмахне пичетлерĕмĕр.
«Усси пулчĕ-и?» - тетĕр-и?.. Паллах ПУЛМАРĔ! (Ырă влаç ырă ĕçсем тăвать, ырă марри - ырă мар ĕçсем). Юратнă халăхăмăрăн хисеплĕ, пĕтĕм Чăваш Тĕнчи пĕлекен ывăлĕсемпе хĕрĕсем çырнă коллективлă çырăва Чăваш Ен ертÿçин канцелярине кайса парса регистрациленин те ним усси те пулмарĕ, «Хавхалану» хаçатăн ятарлă номерне кăларнин те... Илтмене печĕ ХАЛĂХ САССИНЕ Чăваш Ене вăл вăхăтра ертсе пынă тÿре-шара. Илтмене печĕ, хурав памарĕ, хăйĕн йăнăшне тÿрлетмерĕ. МĔН уншăн ХАЛĂХ? МĔН уншăн халăхăн нуши, инкекĕ? Ун чухнехи тÿре-шара хăйĕн пурнăçĕпе пурнатчĕ, халăх - хăй пурнăçĕпе...
* * *
Мĕншĕн, мĕнле тĕллевпе аса илтеретĕп-ха эп сана, хисеплĕ Вулаканăм, вунă çул каярах пулса иртнине (эккей - еплерех «чаплă юбилей»!)? Мĕншĕн?.. Мĕншĕн тесен - кун пеккине манма юрамаcть! Кун пеккине эпир мансан та Истори манмасть. Манмастех! Влаçăн, влаç органĕсенче ĕçлекенсен пĕтĕм халăха, халăхăн чи пысăк мулне - литературипе тата культурипе - çыхăннă ыйтусене татса панă чухне ăссăрла та çăмăлттайла хăтланма юрамасть.
Чăннипех те пысăк сăтăр турĕ пирĕн халăха, пирĕн литературăна ЧР Министрсен Кабинечĕ 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 334-мĕш номерлĕ постановлени (ячĕ хăй мĕне тăрать - «О ликвидации республиканских государственных учреждений...) Тав Турра - хальлĕхе «Тăван Атăлпа» «Капкăн» журналсем (вĕсен редакцийĕсенче питĕ сахал çын ĕçлет, питĕ пĕчĕк шалу илет пулин те) халăхăмăр патне, сан патна, Вулаканăмăр, çитеççĕ-ха. «Ялав» журнала вара - çухатрăмăр. Шел, питĕ шел...
ИРТНИНЕ маннисемшĕн ПУЛАСЛĂХ çук.
Çак ансат чăнлăха яланах асра тытар.
Валери ТУРКАЙ
Комментировать