Хăратма мар, пире пулăшма килнĕ
Мускавсем Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслерĕç. «Республикăна 15 БМВ автомобильпе Мускавран ПАИ сотрудникĕсем килнĕ, çулсем çинче водительсене тустараççĕ кăна!» Интернет саманинче çак хыпар Чăваш Енре çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Унăн тĕрĕслĕхне курса ĕненес тĕллевпе шăматкун «Хыпар» корреспонденчĕ те Мускавсемпе пĕрле рейда тухрĕ. Çапла вара хам куртăм: тĕп хуларан çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисем чăнах та килнĕ, анчах «тустараççĕ» тени чăнлăхпа пĕр килмерĕ.
Интернетри хыпар-хăнара шанса пĕтерме йывăр çав. Тахăшĕ Мускавсем «чĕрнеллĕ» резинăллă машинăсен водителĕсене - вун-вун çынна - «Ш» паллăсăр пулнăшăн штрафланă тесе çырнă та - пуçланнă вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллăсем юлман-мĕн - пĕтĕмпех туянса пĕтернĕ. Çакна хам та асăрхарăм: халĕччен автомобильсем çинче çав паллăсем курăнсах каймастчĕç, тĕп хула инспекторĕсем килсен вара «Ш»-па паллă тунисем - шăкăрин. Мускавран килнĕ инспекторсенчен пĕринпе калаçатăп та - кулать: «Эпир унашкаллишĕн никама та чарман-çке...» Вăт, сас-хура вăйĕ мĕнешкел!
Эрнекун вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрпа Пăрачкав тăрăхĕсенче пулнă. Вырсарникун Патăрьелсене шуйхатнă. Шăматкун вара вĕсемпе пĕрле Канашра пултăмăр. Унта çитиччен хайхи БМВсен «эшкерĕ» Вăрмар, Тăвай районĕсем тăрăх çаврăнчĕ.
Кунашкал рейд - пирвайхи хут. Сăмах май, чăнах та, пурте тенĕ пекех БМВсем. Пĕрер «Мерседеспа» «Хендай». 77-мĕш регион пулни те Чăваш Еншĕн кăшт тĕлĕнтермĕш пуль-ха, анчах «хăнасем» Канашра кăнтăрлахи апата пĕр кафе умне харăсах пырса чарăнчĕç те - кунашкал ÿкерчĕке урăх çĕрте кураймăн: иртен-çÿрен тĕлĕннипе чарăна-чарăна тăрать, пĕри те тепри кĕсье телефонĕ е планшет кăларса ÿкереççĕ - социаллă сетьсене лартмашкăн чăннипех хăйне евĕрлĕ ÿкерчĕк вĕт.
Çук, ютран килнĕскерсем пĕртте усал мар. Çакăн пирки рейда тухас умĕн журналистсем валли пĕчĕк кăна брифинг ирттернĕ май Сергей Волков та /сăнÿкерчĕкре/, Раççей Шалти ĕçсен министерствин çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен ятарлă тĕллевлĕ центрĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ, каларĕ. Тĕллев - çулсем çинче вăл е ку енĕпе çивĕчлĕх пур регионсене методика тата практика енĕпе пулăшасси. Вăлах систерчĕ: вак-тĕвек интереслентерсех каймасть, руль умне ÿсĕрле ларни, çул çÿрев правилисене сĕмсĕррĕн пăсни - «кунашкаллине вара каçармăпăр».
- Саккун умĕнче пурте пĕр тан, - терĕ Сергей Николаевич. - Кирек кам - пуçлăх е шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕ - йĕркене пăснă пултăр, куншăн вăл явап тытма тивĕç. Мигалкăллă машинăсене те чаратпăр. Чăн та, йĕркелĕх хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем хăйсем правилăсене пăсни те час-часах пулать.
Кунашкаллине рейдăн пĕрремĕш кунĕнче Чăваш Енре те тупса палăртнă. Улатăрта пĕр машинăна чарнă та - руль умĕнче вырăнти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ иккен. Çумĕнче тивĕçлĕ документсем те çук. Çийĕнчен - хыçалти ларкăч çинчи 2 çулти ача ятарлă креслăсăрах. «Майор - çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор, çавна май ачасене илсе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнас тĕлĕшпе унăн пушшех тĕслĕх пулмалла ĕнтĕ», - пăшăрханăвне пытармарĕ С.Волков. Ку тĕслĕх пирки, паллах, «çÿле» пĕлтереççĕ - тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем пуласси иккĕлентермест.
Палăртса хăварни вырăнлă: Сергей Николаевичшăн Чăваш Ен ют регион мар - кунта çуралса ÿснĕ, Мускава куçиччен чылай çул республикăра ДПС полкне ертсе пынă. Çавăнпа ыйтма хăюлăх çитертĕм: «Сергей Николаевич, рейда килес умĕн кунти пĕлĕшĕрсемпе юлташăрсене шăнкăравласа асăрхаттартăр-и?» Вăл шÿте ăнланчĕ: «Çук, никам патне те шăнкăравламан. Çийĕнчен хамăн телефона та сÿнтерсе хутăм - пирĕннисем чарсан мана шăнкăравласа ан чăрмантарччăр».
Асăннă центр йышĕнчи ятарлă рота çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пулнă май патшалăхăн пĕрремĕш çыннисен çул çÿревне тивĕçтерет. Владимир Путин Президент октябрьте Шупашкарта пулнă май унăн колоннипе пĕрле шăпах çак подразделени сотрудникĕсем пулнă, вĕсене шăпах С.Волков ертсе пынă. Çавăнпах манăн тепĕр ыйту та çуралчĕ: «Сергей Николаевич, эсир халь кунта, Путина вара кампа пăрахса хăвартăр?» «Ун хыççăн пĕччен ĕлкĕрме йывăр, - каллех кулса калаçрĕ вăл. - Манăн çумсем пур вĕт - ертÿçĕсен çул çÿревĕсене черетленсе тивĕçтеретпĕр».
...Канаш пире тĕтреллĕ çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Мускавсем кунта çитеймен-ха. Вырăнти ПАИ сотрудникĕсем вĕсемсĕр те тĕлĕрмеççĕ иккен. «БАМ» текен микрорайон хĕрринчи гаражсен çывăхĕнче ДПС автомобильне асăрхарăмăр та - эпир те унта пырса чарăнтăмăр. Аварие лексе малти пайне сиенленĕ ВАЗ автомобиле курса сисчĕвленнĕ инспекторсем йĕркене пăснин самай сĕмсĕр тĕслĕхне тупса палăртнă. Çав машина рулĕ умĕнче маларах водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă çамрăк çын ларнă. «Кунашкаллишĕн яваплăх та çирĕп - арест», - пĕлтерчĕç Николай Ефимовпа Александр Воробьев инспекторсем. Вĕсем айăпа кĕнĕ водитель тĕлĕшпе протокол çырнă вăхăтра хайхи машинăра пулнă пассажирпа сăмах пуçартăм.
Йĕпреçсем иккен. Çамрăк çынсем Мускавран ĕçлесе таврăннă чухне аварие лекнĕ - çул çинчи «отбойник» çине пырса кĕнĕ. Халь ВАЗа Канаша юсама илсе килнĕ. «Бамперĕ арканнă та - малти номер татăлса ÿкнĕ, - ăнлантарать каччă. - Пире, гаражсем патнелле пăрăнаканскерсене, ПАИ инспекторĕсем ахаль чармастчĕç те пуль - номер çуккипе тĕрĕслес терĕç ĕнтĕ, çавăнпа çаклантăмăр. Шел, юлташăн прави çук - туртса илнĕ. Пирĕн хушăра праваллă çын та пурччĕ, темме çавна руль умне лартмарăмăр...» «Инспекторсем пырса чарăниччен çав праваллин руль умне куçса лармалла пулнă», - йĕкĕте татах калаçтарас шутпа вăлтса сăмах тăсатăп эпĕ. «Ĕлкĕреймерĕ çав...» - ÿкĕнет вăл.
Автоэвакуатор та килсе чарăнчĕ. Йĕркене пăснă çамрăк çыннăн машинине тиесе штраф площадкине ăсатрĕç. Çак самантра Мускав инспекторĕсем Канаша çитни пирки раципе хыпар çитрĕ те - вĕсем патне васкарăмăр. Темиçе экипаж автовокзалтан чукун çул вокзалне каякан аслă çул çинче позици йышăннă. Иртен-каян автомобильсене пĕрин хыççăн теприне чараççĕ. Çук, водительсемпе йĕркеллĕ калаçаççĕ, шÿтлеме те пăхаççĕ. Документсене тĕрĕслеççĕ, хăшĕсене багажнике уçтараççĕ. Руль умĕнчи çынсем кăмăлсăрланни сисĕнмест. «Тĕрĕсленипе нимĕн те çухатмарăм вĕт, вăрах тытса тăмарĕç», - терĕ водительсенчен пĕри. Тепри те кăмăлсăрланмасть: «Руль умне такам та ларма пултарать. Çав шутра - ÿсĕр çын та. Унашкаллисем пысăк инкек туса хурасси те часах. Çавăнпа та йĕркелĕх хуралçисем тимлĕ пулни пĕртте ытлашши мар».
Акă «У» тесе çырнă автомобиль çывхарать. Руль умĕнче курсант ĕнтĕ. Ăна та чарчĕç. Инспекторсене курсант хăй интереслентермерĕ, юнашар ларкăч çинчи инструктора тĕрĕслерĕç. Эпĕ вара руль умĕнчи каччăпа сăмахлатăп. Хăйĕнпе Артем тесе паллаштарнăскер пытармасть: «Водителе вĕренме пуçланăранпа руль умне те шутлă хут кăна ларнă-ха. Çавна май мана ПАИ инспекторĕсем çул çинче пирвайхи хут чарчĕç. Паллах, шиклĕх туйăмĕ пур...» Тепĕр тесен Мускавсем рейда килни пирки вăл маларахах пĕлнĕ-мĕн, çавăнпа та вĕсемпе çул çинче курнăçни уншăн кĕтменлĕх мар. Шикленме вара сăлтав пачах та пулман: «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ», - çапла каласа сывпуллашрĕç вĕсемпе инспекторсем.
Канашра рейд пăтăрмахсăр-мĕнсĕр вĕçленчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен те инспекторсем хăйсем Чăваш Енре пулни пирки ырласа кăна калаçрĕç. «Кунта çынсем те ырăрах пек...» - çак сăмахсене илтме пушшех кăмăллă пулчĕ. Полици кунне кунтах паллă тумастăр-и тесе ыйтсан темиçен харăсах хуравларĕç: «Çук! Эпир хăçантанпа командировкăра ĕнтĕ - укçа та пĕтсе çитрĕ. Чăваш Ене çитиччен Владимир, Чулхула облаçĕсенче, Мордовире пултăмăр. Киле, Мускава, таврăнмалла». Рейд темиçе регионта иртнине кура танлаштарма та май пур. «Хăнасем» пирĕн республикăпа сывпуллашнă ĕнтĕ, ĕнер ирхине республика ШĔМĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн управленийĕнчен рейд пĕтĕмлетĕвне пĕлтерчĕç: Мускавсем Чăваш Енре çул-йĕр правилисене пăснин 58 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çÿлерех асăннă регионсенчи кăтартусемпе танлаштарсан ку цифра чылай пĕчĕкрех-мĕн.
Апла тăк республикăн йĕркелĕх хуралçисен ĕнер Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне тулли кăмăлпа паллă тумашкăн тепĕр сăлтав та пулчĕ. Пирĕн вара вĕсене професси уявĕ ячĕпе ырă сунмалли çеç юлать: саламлатпăр!
Николай КОНОВАЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать