Пушарта çунмасăр юлнисем

11 Ноя, 2014

1961 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи шкулта тухнă пушарта 110 çын çунса вилнине чылайăшĕ пĕлет. Ун чухне 9-мĕш класра вĕреннисем тата вĕсене ăс панă хăш-пĕр учитель çур ĕмĕр иртсен - 2013 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче - тĕлпулу йĕркеленĕ.

Çак сăнÿкерчĕке шăпах çав тĕлпулура çаптарнă: пĕлĕвне пĕрле тарăнлатнисем шкулăн çĕнĕ çурчĕ умĕнче лараççĕ. Камсем-ха вĕсем? Сулахайран сылтăмалла, пĕрремĕш ретре - Нина Назарова /Çĕньял Пукашран/, Канашри медучилищĕне пĕтерсен больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унпа çуммăн - физика учителĕ Михаил Кармаковпа мăшăрĕ Роза. Михаил Алексеевич ăна, хăйĕн вĕренекенне, аттестат илсен арăмĕ пулма ыйтнă. Роза Алексеевна ялта медсестрара тăрăшнă. Юнашарах - Ираида Трофимовна чĕлхеçĕпе Римма Алексеевна историк. Тамара Михайловна, Рита Степановна физик-учитель, Зина Васильевна - пурте тивĕçлĕ канура паян. Петр Шиверев /Услă Пукашран/ Шупашкарти приборсен заводĕнче ĕçлесе тĕп энергетика çитнĕ.

2-мĕш ретре - Михаил Николаев физрук, Урхас Кушкă больницинче шăл тухтăрĕнче ĕçлекен Николай Иванов. Унпа юнашар - шкул чемпионĕ Николай Степанов, ял хуçалăх институтне пĕтерсен Белгород облаçĕнче ĕçленĕ, комбинат ертÿçине çитнĕ, халĕ - канура. Тамара Сидорова та ялта медсестрара вăй хунă. Таисия Осокина "отличница" Çатракасси шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, халĕ пенсире. Виталий Николаева тусĕсем нумаях пулмасть юлашки çула ăсатрĕç. Владимир Степанов - шкул чемпионĕ, "Çурçĕр уявĕсене" хутшăннă йĕлтĕрçĕ, "ГЭСстройра" профком ертÿçи пулнăскер. Толя Ефимов - Çĕнĕ Шупашкарти паллă строитель. Вăл нумаях пулмасть Хуракассинчех, тăван ялĕнчех, чаплă çурт çĕкленĕ. Т.Ефимов пĕр класрах вĕреннĕ, пушарта суранланнă Юльăна качча илнĕ.

Шел, ку сăнÿкерчĕкре пĕр класра ăс пухнисем пурте çук. Стас Афанасьев, Зоя Исаева, Витя Чалков, Борис Добров, Витя Шилер, Альберт Казаков, Петя Шувалов - пушар сиенне туйнăран пурнăçран ир уйрăлнă.

Анатолий МАКСИМОВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.