"Хыпар", 219 №, шăматкун, 2014, ноябрь, 8
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!" акци пуçланать.
Чăваш Енре кăçал "спайс" йышши хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн çул çитмен 21 çамрăка уголовлă майпа явап тыттарнă. Çав шутра 16-шĕ - Шупашкар çамрăкĕсем.
Тĕплĕнрех - 1-2 стр.
Демографири пархатарлă улшăнусемшĕн
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тĕп сыватмăшри медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ вĕсем: чи малтанах демографие лайăхлатассишĕн, ачасемпе çамрăксен сывлăхне çирĕплетессишĕн хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла.
Тĕплĕнрех - 4 стр.
Хамăрлăха çухатас марччĕ
Кирек ăçта - Чăваш Енре е Германире, Калмăкра е Тывара, Кăркăсстанра е ытти вырăнта - лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă - яланах халăхсен хушшинчи килĕшĕве, хутшăнусене, туслăха çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. Хăйĕн хыççăн пултаруллă çынсен ушкăнне хăварнă. Дмитрий Лихачев ăна Никита Бичурин, Иван Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ тесе хакланă.
Тĕплĕнрех - 5 стр.
Комментировать