Муркашсем - çĕнтерÿçĕсем

8 Ноя, 2014

Пирĕн республикăра çулсерен «Аталану çеçкисем» конкурс-вăйă иртет. «Эткер» центр пу­çар­нипе йĕркелекен мероприятие кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç.

Паянхи ăрăва тăван ен историйĕпе культурине юратма, ăна упрама вĕрентес тĕллевпе ирттерекен конкурса аслă класс ачисем хутшăнаççĕ. «Эткер» центр ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - кăçал конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 10 районтан 33 ĕç тăратнă, финала чи лайăх 10 командăна чĕннĕ. Унта çамрăксем сăвăçăн хайлавĕсенчен хатĕрленĕ сценкăсемпе тата ÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Тĕрлĕ вăйăра хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа Çеçпĕл Мишшин биографине, тĕнчен пĕрремĕш вăрçин тата чăваш халăхĕпе республикăн кун-çулне пĕлнине те тĕрĕсленĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕ ятне Муркаш вăтам шкулĕн команди /ертÿçисем - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Л.Игнатьевăпа Н.Ястребова/ тивĕçнĕ.

А.ПЕТРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.