Ют ачасем çук, вĕсем пурте - пирĕн

7 Ноя, 2014

Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец ертсе пынă курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.

Унта тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене граждансен çемйисене воспитани илмешкĕн вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Ольга Голодец палăртнă тăрăх - тăлăхсен тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен интересĕсене хÿтĕлесе патшалăх политикине пурнăçлас енĕпе Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнче çине тăрса ĕçлеççĕ, вĕсенче тăлăхсен йышĕ чакса пырать. РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов çакна çирĕплетнĕ: асăннă ушкăна кĕрекенсем кăтартусен банкĕнче те сахалланса пыраççĕ, хальхи вăхăтра унта 92 пин ытларах анкета кăна, çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку хисеп 90 пине çити чакмалла.

Чăваш Республикинче влаç органĕсем опекăпа попечительлĕх тытăмĕсемпе, социаллă службăсемпе, общество организацийĕсемпе килĕштерсе ĕçленипе тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен йышĕ чакать /2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 3876, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 3536, 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 3432 ача/. Социаллă тăлăхсен хушшинче çемьесене вырнаçтарнисем нумайланаççĕ /2010 çулта - 80,6, 2013 çул пуçламăшĕнче - 88,8, 2014 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 90,1 процент/, вĕсене пуçласа тупса палăртнисен шучĕ те сахалланать /2010 çулта - 574, 2013 çулта - 390, кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 285/. Ача çурчĕсен тата интернат шкулсен воспитанникĕсен хисепĕ те икĕ хута яхăн чакнă /2010 çулта - 678, 2013 çулта - 335, кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 250 ача/.

Тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе ача çурчĕсемпе интернат учрежденийĕсен тытăмне оптимизациленĕ, коррекци интернат шкулĕсенчен 4-шне, ача çурчĕсенчен 3-шне хупнă. Паян республикăри вĕренÿ тытăмĕнче ачасен виçĕ çурчĕ тата коррекцин 8 интернат шкулĕ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хевтесĕр ачасен ятарлă 2 çурчĕ тата социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче 1 интернат çурчĕ ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра 721 çемьере 1099 ача тăван кил ăшшине тупнă /2013 çулта - 654 çемьере 986 ача, 2012 çулта - 571 çемьере 865 ача/. Унсăр пуçне 1949-шне опекунсемпе попечительсен 1661 çемйи хÿтлĕх парать.

Сăмах май, тăлăх ачасене çемьене йышăнакансене патшалăх шалу тÿлет: 1-2 ачана пăхса усранăшăн уйăхра - 3295, 3 е ытларахшăн - 4680 тенкĕ. 3 çула çитмен е хевтесĕр кашни ачашăн - шалу çумне чи пĕчĕк ĕç укçин 50 процентĕнчен кая мар хушса параççĕ. 6 е ытларах ачана йышăнсан ашшĕ-амăшĕнчен иккĕмĕшне е пĕртен пĕр ашшĕ-амăшне тата - 4680 тенкĕ, кашни хевтесĕршĕн чи пĕчĕк ĕç укçин 50 проценчĕ чухлĕ хушса тÿлеççĕ.

В.ИЛЬИНА

Рубрика: